Çĕннисем
Паянхи кун пирӗншӗн — чӑваш ӗҫхалӑхӗшӗн — тепӗр уяв ҫитрӗ: эпир чӑваш театрӗ ҫуралнӑранпа икӗ ҫул иртнине асӑнса юбелей тӑватпӑр.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Нумай пулмасть эпир, юлташсем, Юпа уйӑх революци икӗ ҫул тултарнине асӑнса уяв турӑмӑр.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Спектакль пуҫланас умӗн, кӑвак бархат чаршав умне хӑпарса, Даниил Семенович Эльмень — Наркомнац ҫумӗнчи чӑваш пайӗн пуҫлӑхӗ — театра пухӑннӑ халӑха ӑшшӑн саламларӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Паянхи каҫ кунта красноармеецсем ҫеҫ мар, Хусанта пурӑнакан чӑвашсем пурте пекех пухӑннӑ — шкулсенче вӗренекенсем те, заводсенче ӗҫлекенсем те, прачкӑсем те.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Икӗ хутлӑ чаплӑ ҫурт ӗлӗк Кекин промышленникӑн клубӗ пулнӑ, халӗ унта Хӗрлӗ Ҫар чаҫӗсем валли концертсем параҫҫӗ, спектакльсем лартаҫҫӗ — вырӑсла та, тутарла та, чӑвашла та.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Хӗрле Ҫар клубӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Таҫтан сиснӗ пекех, кӑмӑл пӑсӑлнӑ чух, пӗчӗк ача Павлуш патне ялан чупса кӗрет, унпа вылясан-калаҫсан пусӑрӑнчӑк кӑмӑл уҫӑлать.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Дя-дя! — чупса кӗчӗ Ниночка.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Театртан тухса тарни те, хайхи, ача-пӑчаллӑ юнтарнӑ пек ҫеҫ туйӑнчӗ ӑна.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
«Турра шӗкӗр капла иртни», — шухӑшларӗ вара Павлуш.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вӑл Евӑна юратни Сашӑна ку таранччен паллах пулман.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫак шухӑшсем сасартӑк лӑплантарчӗҫ Павлуша.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ватӑ хӗр ятне илтес килмест пуль ҫав».
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Унччен сахалтан тӑватӑ-пилӗк ҫул иртӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Сасартӑк хӑйӗн ултавне уҫҫӑнах туйрӗ Павлуш: «Консерватори е университет пӗтермесӗр эсӗ мӑшӑрланас ҫук», — тесе тӗрӗс каларӗ Ева.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ева сӑмахӗсем пыра-пыра кӗреҫҫӗ ун пуҫне — «Анчах эпӗ те юрататӑп-ҫке ӑна. Мӗншӗн вӑл манран ыйтмасӑрах Паймука качча тухать? Тен, эпӗ те…» —
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Саша мана юратать» —
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
«Ҫулсем пирӗн тан мар.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Паймук ӑна палласа юлайманнипе Павлуш хӑйне хӑй йӑпатрӗ: палласа илнӗ пулсан, вӗсем хушшинче хирӗҫӳ те тухма пултаратчӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Хваттере таврӑнсан Павлуш чылайччен лӑпланаймарӗ, апат ҫиме те ларасшӑн пулмарӗ — выран ҫине кайса выртрӗ.