Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Апла пулсан, тен, Чӗмпӗрте пурӑнакан чӑвашсем патне те кайса килме пулӗ?

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ку спектакле чӑвашсем ҫеҫ мар, вырӑс артисчӗсем те ырларӗҫ.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Хаярлӑхпа юрату» спектакль лартса папи чӑваш театрне, чӑнах та, пысӑк савӑнӑҫ кӳчӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вара спектакль пуҫланчӗ.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Залра ларакансем, ура ҫине тӑрса, савӑнӑҫлӑн кӑшкӑра-кӑшкара алӑ ҫупрӗҫ.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чаршав умне чӑваш артисчӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри Максимовпа пӗрле тухса тӑчӗҫ.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Юлашкинчен — «Чӑваш театрӗн чанӗ ӗмӗре пытӑр!» — терӗ те Эльмень, артистсене чӗнсе илчӗ.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мухтав вӗсене ертсе пыракан Максимов юлташа!..

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мухтав чӑваш театрне чӗрӗ сывлӑш парса тӑракан ҫамрӑксене!

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чӑваш хӗрӗсенчен мухтава тухнӑ Шестипаловӑпа Терентьевӑна та асӑнмасӑр иртмӗ ҫук паян.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Паянхи спектакльте те эпир ӑна курса хӗпӗртӗпӗр.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗсем хушшинче уйрӑмах Павӑл Эльгеев палӑрать, эсир ӑна пурте пӗлетӗр.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Театр ӗҫне ниҫта вӗренмен чӑваш ачисем пирӗн театра илемлентереҫҫӗ, унӑн чапне, хисепне ҫулсерен хӑпартаҫҫӗ.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Икӗ ҫул хушшинче Максимов юлташ тӑрӑшнипе тата ытти ҫамрӑксем — Хусанта вӗренекенсем — ҫине тӑнипе чӑваш театрӗ халӑх умӗнче чаплӑ экзамен тытрӗ.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫак театр халӗ пӗтӗм чӑвашшӑн ҫутӑ ҫӑлтӑр пек ҫуталса тӑрать.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Икӗ ҫул хушшинче чӑваш театрӗ ҫинчен Мускавра та, Питӗрте те пӗлекен пулчӗҫ; унта та кунта та вӑл хисеплӗ шутра.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Юпа уйӑхӗнчи революци ҫил-тӑвӑл пек ҫаврӑнса килчӗ те, ӗлӗкхи пӑнтӑхса ҫӗрсе кайнӑ кивӗ пурнӑҫа никӗсӗ-мӗнӗпе ҫавӑрса пӑрахрӗ.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Сывӑ пултӑр чӑваш театрӗ!

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Залра ларакансем, пӗр харӑс ал ҫупса, кӑшкӑрса ячӗҫ:

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тӳрех калас пулать: ӗлӗк эпир хамӑрӑн театр пулассине асра та тытман, ӗмӗтленме те хӑйман.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех