Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ҫакӑн пек хисепсӗре ӗмӗтленесеччӗ-и Нина?!

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эх, явсах явма пӗлмен япала!

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗлетки, утти — персе янӑ ухӑ йӗппилле — вӗри те тӗллевлӗ.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сӑнӗ Нинӑн — ҫутӑ та шухӑшлӑ, кӑвак хуппи курнӑ ҫыннӑнни евӗр чечен те тулӑклӑ.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пуҫне ҫыхнӑ тутӑрӗ унӑн ӗнси хыҫнех хутламланса аннӑ та, халӗ, ҫил варкӑшӗнче, серепене ҫакланнӑ кайӑк чӗппи евӗр тек, ирӗкелле туртӑнать.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Утать ӑш вӗҫнӗ этем, ӑшри тӑвӑлне нимле путлантарма хӑват ҫитереймесӗр кӑран та хӑвӑрттӑн утать.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ферма «хӗрт-сурчӗн» сасси аяккарах йӑмсан-ҫӗтсен, ҫапса пӑрахнӑ пекех ҫывӑракан Виталий енне ӳпӗнчӗ те вӑл, текех ӗнтӗ чатӑр карсан та чарса хума май ҫук хӗр ӗмӗрӗ иртсе кайнишӗн эрленсе-хурланса, куҫҫульлех макӑрса ячӗ…

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫав вӑхӑтра, читлӗхе ҫакланнӑ саркайӑк евӗр, Нина Виталий ҫумӗнче ни вилӗ, ни чӗрӗ ларчӗ.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пулӗ, тем те кӗтме пулать унашкал ҫилхӑвантан…» — Мукуҫ мучи Нинӑпа Виталий «хӗве хупӑннӑ» вите алӑкӗ умӗнче, кӗрес-и — кӗрес мар-и тенӗн, вӑрахлӑха чарӑнсах тӑнласа тӑчӗ, анчах та темшӗн шала кӗме кӑмӑл тумарӗ — пӑртак ирхи савӑк канлӗхе тимлекелерӗ те, каллех паҫӑрхилле хӑйпе хӑй ятлаҫса-вӑрҫӑнса, ферма тавралла таплаттарчӗ.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Элле, леш ҫӑханӗ ялах илӗртсе анса кайрӗ-ши ӑна?

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ӑҫта тарса пытантӑн ҫак эс?

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Нинук, Нинук, теп?

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чараксӑрсем, тавай вӗсене ҫӗрлехи юрату.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫук вӗт — килӗштермеҫҫӗ кӑнтӑр ҫутине.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗр-кӗр те йӑх-йӑх!

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тьфу, путьтине пелмен ҫамрӑксем!

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Э-эх, чӑпӑркаччӗ те пӗрре ҫемсе вырӑнтан иккӗшне те е ват вӗлтӗренпе.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пылчӑк.

Этем мар вӗт вӑл — сӑмала.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Каччи хӑть йӗркелли пулсанччӗ.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех