Çĕннисем
— Мӗн асӑрхамалла, тет, вара ман? —
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Каччӑ, шухӑшӗ ку хӗр ҫывӑхӗнче мартан, урӑх хӗр, Дина, таврашӗнче хӗвӗшме тытӑннӑран, ӳрӗк, сахал сӑмахлӑ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Эсӗ нимӗн те асӑрхамастӑн-и, чунӑм?..
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Виталий улмуҫҫи айне кӗнӗ-кӗменех, Нина ӑна хӑй ҫумне сӗвентерет те, мӑйӗнчен аллисемле ҫупӑрласа, йӗкӗт кӗлетки ҫумне тӗршӗнет:
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Кил ман пата, Витя…
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Виталий, телейлӗ эпӗ кӗҫӗр, мӗнешкел телейлӗ, — хӗр хурӑн, тирек, вӗрене аллейипе каччӑран маларах иртет те ҫутӑ сайраланса ӳкекен лапсака улмуҫҫи хӳттине пырса йӑпшӑнать.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫапах та тӗнче илемӗпе киленсе пурӑнакансем сиссех ҫитерейменни, курӑнакан курмӑша курсах пӗтерейменни те пур ҫакӑнта, тӗнчен куллен-кун, самантсерен пиртен тарса-тарса пыракан, вӗҫсӗрлӗхе пат та пат тумлакан ӗшенми тӗрӗслӗх, пиртен чӗптӗм те ӑс ыйтман вирлӗ юхӑм, ҫаврӑну пур.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫил сисӗмӗ, ҫулҫӑ шӗлтӗр-шӗлтӗрӗ, ҫул сисӗмӗ пек, кас-кас ассӑн та ассӑн хуйхана-хуйхана илет, чӗлхесӗр ачалла, калассине калама шутсӑр хыпӑнса, тӑн-н хыта-хыта тӑрать.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫӳл тӳлере, этемсене канлӗх пиллесе, тулли уйах шаппӑн та шаппӑн сарханать анаҫалла.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӗр шутласан, нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук пек ҫакнашкал тӑнӑҫлӑхран.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Анчах та ӑша-чикке чиксӗр савӑнӑҫ кӳртерекенни кунта, Виталипе Нина вӑйӑ саланнӑ хыҫҫӑн уҫӑлса ҫӳреме кӗнӗ колхоз садӗнче — ҫавра питлӗ янкӑр уйӑх ҫутипе шӗпӗл-шӗпӗл ҫулҫӑ калаҫӑвӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
…Ҫӗрлехи урам — ҫӗр сасӑ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эх, ытарайми уяв!..
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эс пур чухне савас ҫыннӑмӑрсем те такамран хитререх, тӗнчене килнӗ яш кунӑмӑрсем те тӑри юрринчен телейлӗрех.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тӗпренчӗкӗн те хӑйӗн ӗренки-самайӗ тенешкел, пӗтӗм пархатарпа саватпӑр, мухтатпӑр сана, чӗремӗрсене ыррӑн-ыррӑн ҫупӑрлакан вӑйӑ-тӗпренчӗкӗмӗр!
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Апла-тӑк, епле юратмӑн-ха унӑн сӑпайран та сӑпай савӑклӑхне, ҫепӗҫрен те ҫапӗҫ ӑшхыптармӑшӗпе елле ытлӑхланмӑн?
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫапах та, нумай-нумай терт витӗр паян куна ҫитнӗ вӑйӑ-куллӑмӑр пирӗн пурпӗрех такам ӑмсанмалла таса, яшлӑх чӑнлӑхӗ пек ҫутӑ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эпир тем тери тӗрӗс явап тупас тесессӗн те, чат тӗрӗс явапӗ, паллах, кунта халӑх чунӗпе пиеленнӗ вӑхӑт ыранӗнче, илем сассинче.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Епле тӗп-тӗрӗс пахаласа, епле шанчӑклӑ явап йӑлмаклама пулӗ-ши халӑх кунҫулӗн уттипе мал ӗмӗчӗ пирки шухӑша кайнӑ чух?
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Виҫ-тӑват сӑмахпа-и?