Çĕннисем
Ӑна, тутӑр ҫыххине амӑшне лама ӗлкӗрнӗскерне, мӑйӗнчен уртӑнчӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вӑл, темле ҫавраҫил тапса-вӑйкӑнтарса, хӑпартнӑн, машина сырса илнӗ ушкӑн патне ыткӑнса ҫитрӗ те, унти ҫынсене тӗккелесе-хиркелесе, Виталий умне пырса тӑчӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫакна ҫеҫ кӗтнӗ тейӗн Нина.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ку ӗнтӗ вырнаҫса лармаллине, тапранма вӑхӑт иккеннине пӗлтерекен паллӑ пулчӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Илемлӗ сассипе ҫӑмӑл машина хыттӑн, вӑрӑммӑн кӑшкӑртса ячӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ахӑртнех, «лавне» ытларах тӳпеленӗ пулмалла та, ӗнтӗ укӑлчана та тухайман-тӑр лешӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ашшӗ, Кули, ушкӑн хушшинче курӑнмасть.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ывӑлне пӗрре пӗр енчен, тепре тепӗр енчен пыра-пыра темӗскер тек тӑнлантарать, тек тӑнлантарать вӑл.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кунтах, салтак ачисене район военкоматне леҫме ятарласа уйӑрнӑ ҫӑмӑл машина таврашӗнче, Виталий амӑшӗ, Хвеччис та, кускаласа ҫӳрет.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Йӑли тахҫан-тахҫанах ҫавнашкал ялйышӑн, Тӑван ҫӗршывӑн хуралне кӳлӗнме ят тухнӑ каччӑсене вӑл кашни хутӗнчех укӑлчана пуҫтарса пил парса ярать: «Аслаҫӑрсемпе аҫӑрсен сумне яланах ҫӳлте тытӑр, ырӑ ятпа кайса ырӑ ятпа таврӑнса килӗр»…
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ку ӗнтӗ: «Таччӑнрах курса юлӑр пӗр-пӗрне, ыталашӑр, каламаллисене каласа пӗтерӗр, мирлӗ вӑхӑт пулин те, тата хӑҫан тепре курнӑҫасси пулать-ха», текен ӑшхыппи саманчӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫара каякансене ӑсатма тухнисем, ҫывӑхах мар тӑванӗсем, пӗрер черкке лекнисем те, лекменнисем те, килӗсене тапранма, ушкӑнран аяккарах сирӗлсе тӑрса тухнӑччӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Нина вӑрман ҫулӗпе, хир-хир урлӑ танккаса ял пуҫне ҫитнӗ ҫӗре укӑлчари халӑх саланма та тытӑннӑччӗ ӗнтӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӗтӗ, ҫӗтмеллипех ҫӗтӗ вара хӗвел ӑшшинче нумай-нумай кунсемпе ҫулсем ырӑ курса пурӑнма пултарнӑ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ илем, пурӑнан пурнӑҫра кашнин ятне пӗррерӗн пӗрре кӑна, мӗл-л хыпса йӑлкӑшакан вӑрттӑнлӑх ҫути — кӗтрет…
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫут тӗнчене йӗр хӑварма килнӗ Нина ятлӑ этемӗн вилтӑприйӗ те вара кашни ҫулах курӑкпа кӗҫҫеленсе, пусӑрӑнса пырӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ашшӗпе амӑшӗ те, ӑнсӑрт инкекпе сасартӑках сӑнсӑрланнӑскерсем, кулянӗҫ-кулянӗҫ те пӗр кана, ҫулсем иртнӑҫем, вӗсем те килтерӗшӗн кулленхи вак-тӗвекӗ хушшинче пӳкле вилӗмпе ҫӗре кӗнӗ ӑнӑҫсӑр хӗрне манӑҫа кӑларӗҫ, хушӑран кӑна, эрленсе, хаш сывлакаласа аса илкелӗҫ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Никам та ӗсӗклесе макӑрмӗ уншӑн, никам та куҫҫульпе ӳкӗнмӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пурте, пурте сасартӑках, тӑнчах, ӗмӗрлӗхех хӑй вырӑнне вырнаҫӗ…
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тӑруках, туххӑмрах, пӗр самантрах пурте хӑй виҫине кӗрсе ларӗ: Нина хӑй валли хӑй суйласа тупнӑ хурлӑ хыпӑнчӑк та, никамӑн хуйхи-суйхине ӑнланма тӑрӑшман шелсӗр ҫут тӗнче те.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Виталишӗн пушшех те!