Çĕннисем
— Мӗн тӑватӑ-н эс, хӗрӗм, чарӑн! — хӗре сылтӑм хулӗнчен пырса та ҫатӑрларӗ Мукуҫ мучи.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Нина: «Эй тамаша, ҫутӑ кунра ҫук чунпа пуплеше пуҫларӑм. Аташатӑп, ӑсран тайӑлтӑм пулмалла. Мӗн тӑсмалли, часрах пӗтерес ку ӗҫе», — тесе кармашнӑччӗ кӑна туратран ҫакланма, ҫав хушӑра ун ҫурӑмӗ хыҫӗнче ҫын сасси илтӗнех кайрӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пуҫ тӑрринчи пурҫӑн тутӑр йӑлмакӗ ҫеҫ, ҫак ҫаврашкара ҫеҫ ҫӑлӑнӑҫ пур пек, ҫав-ҫавах шуррӑн ункӑланчӗ-ха.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пусӑрӑнсах ҫитрӗ Явраҫ кати: сӗмлӗх ҫӑралнӑҫемӗн ҫӑралчӗ, йывӑҫсем татах та чӗмсӗрленчӗҫ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Урӑх нихӑҫан-нихӑҫан та, ӗмӗр-ӗмӗрне те тӳрлетме май килмен ӳкӗнӗҫ туйӑмӗ пӑвӑнтарӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Чӗрене, ӑса, ӳте, чикен чикнӗ пек чиктерсе, пӗртен-пӗр ӳкӗнӳ туйӑмӗ ҫеҫ тӑрса юлӗ ӑшӑмра.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӗтӗ вара пӗтмеллипех тӑпра айӗнчи лӑпкӑлӑхӑм, арканмаллипех арканӗ канлӗхӗм.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эсӗ, каҫхи сада янраттарса, пӗтӗм тавралӑх илтмелле: «Тӗнче парнелетӗпех, тесе шантарнӑччӗ-ҫке мана. Халӗ ма ӑссӑрланатӑн? Ма хӑв ҫине ху алӑ хурас тесе вӗтеленетӗн? Атте-и?.. Унӑн хӑйӗн пурнӑҫӗ, пирӗн хамӑрӑн. Тархасшӑн, аннеҫӗм-анне, кӑтарт мана кӑнтӑр ҫутине. Тӑна кӗр!» — тесе, йӗплӗ хулӑпа ӗшелентерме тапратрӗ-тӗк ҫине-ҫинех?..
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ман пирки чӑнласах шухӑшласассӑн-и?..
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫук, ҫук, эсӗ ман пирки мар, ытларах хӑв пирки шухӑшласа килпетсӗрленме пикеннӗ пулмалла.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тӗнче ҫутине тӑсакан тӗнчене килни мӑшкӑл япала-и?
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ан тӗлӗнтер-ха эсӗ: ача ҫуратни ҫылӑх-и?
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тархасшӑн, ан хурсам чуну урлӑ чул.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
«Эй, мӗн калаҫатӑн эсӗ, аннеҫӗм-анне.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ӗмӗтленес ӗмӗтне те купӑста тунине тӳнтернӗ евӗр лачӑрах качлаттарчӗ, таса вутпа ҫунакан чӗрен хӗрхӗлтӗм кӑварӗ ҫине витри-витрипех мӑшкӑлтӑк шывӗ чашлаттарчӗ, сӳнтерчӗ ырӑ шанӑҫа», — тесе, ача умӗнче тӳрре тухма тытӑнсан хам, ун тӗлне ӳлӗннӗ ҫылӑхӑма май пур таран йӑвашлатма пикенсе пӑхас тесен?
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
«Аҫу, аҫу сан юратнӑ аннӳне нимӗн вырӑнне те картмарӗ-ҫке.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кӳр-ха, кӳр, атя чӑн тӗнчене хӑпарар!», тесе, тӗк выртакан кӗлеткеме те урлӑ та пирлӗ ҫавӑрса, хӑшкӑлтарса, асаплантарса пӗтермӗн-ши эсӗ манӑнне?
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ылхан сана, анне, ҫавӑншӑн, ҫӗр чӑтайми ылхан.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мана ҫут тӗнче парнелемесӗр катӗртсе, хӑвна икӗ хут вӗлертӗн вӗт эсӗ, анне.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Нивушлӗ эпӗ саншӑн ытлашши татӑк пулнӑ пулӑттӑм-ши?