Çĕннисем
Ҫичӗ ютпа ҫапӑҫса тӑватӑ ҫул тӑршшӗ пуҫ тӑрринче капланса тӑнӑ хуйхӑ-тертрен хӑтӑлнипе те шӑмшака самаях йӳле-ярханахлатнӑ пуль.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи пирвайхи ҫулсенче маншӑн шӳт вырӑнне кӑначчӗ эрехпе ҫавӑн йышшипе ашкӑнасси.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫамрӑк пулнӑ, харсӑр пулнӑ, такӑнасса, ӳпленессе шухӑшламан, — кашӑка сӗтел ҫине хурса, хаш-ш сывласа ячӗ ватӑ учитель.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫаплах-тӑр ҫав, тилхепине вӑхӑтӗнче карт-карт туртмасан, ая-яй сулӑнка ҫапа-ҫапа хӑшкӑлтарать иккен пурнӑҫ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пачах та расна ҫынсем эпир унпа иксӗмӗр, так, сначӑт…
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тӗрӗссине калатӑп, килӗштерместӗп эпӗ Кронид Евграфовича.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Теприне-тӗк кӳренме те пултарӑттӑм пулӗ те кунашкал сумсӑршӑн, сире вара — ҫук…
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— … Тавтапуҫ тӳрӗ сӑмахӑршӑн.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Мӗн эсир, Андрей Васильевич? — калла куҫӑнах каланӑран, яшки ҫинчен мансах, шак хытрӗ Кузьма Афанасьевич.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫил улшӑннине сиснипе, тӑрук ун хирӗҫле юхӑмне лекем мар тени?
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Каҫарӑр та, тен, хӑйне евӗрлӗ ӑста трюк кӑна ку вӑл сирӗн?
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эсир, ав, илтӗр те сӑмах…
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эпӗ сире, Кронид Евграфовичпа иксӗре, темӗн хӑвӑр ҫеҫ пӗлекенни ҫыхса чӑлхантарса тӑрать пуль тесе.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Сывӑ пирӗн шкулти педагогсен коллективӗ, Кузьма Афанасьевич, сывӑ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мӗнле калас, лаштӑрах ишӗлсе анчӗ ку камит.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ӑнмарӗ унӑн мана хирӗҫле кампанийӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Туйрех-тӗк, сисрех-тӗк лару-тӑру пӑвӑртӑннине — кӗтсех тӑр — самант ку яхӑнта кирлӗ урӑх тӗспе чиперленет.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Чее, хӑй ӑсӗпе пурӑнакан ҫын вӑл пирӗн завуч.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Ман шутпа, йӑпӑр-япӑр парӑнакан йышшиех мар Кронид Евграфович, — пушӑ кашӑкне тирӗк хӗрринчех хӑварса, таҫталла тӗлсӗррӗн тинкерчӗ Андрей Васильевич.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мӗнле, Андрей Васильевич, тӗсне улӑштарӗ-ши вӑл кун хыҫҫӑн пӑр-так?