Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

— Эпӗ те ӑна малтан мӗн урӑм-сурӑмланать ку, тӗтӗп.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӑхтӑр-ха, эппин, персе, пӑхтӑр…

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Авӑрланӑ пӑшалӗ Кронид Евграфовичӑн кукӑр, кӗпҫййӗ — ҫурӑк, тарӗ — йӗпе.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Шик ҫук ман унран нимӗн чухлӗ те.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мӗнех, хӑтлантӑр, эппин, хӑтланассиех килсен.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Сисетӗп, лӑпланмасть-ха вӑл кунпа кӑна.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӗлместӗп, тен, Анат Сӑрмӑшпа Тури Сӑрмӑш шкулӗнче ҫеҫ пуль Кронид Евграфович евӗрри, анчах та ӑсран кӑптӑртаттарса кӑларман вӗт-ха эпир ҫав ҫынна, акӑ, вал пур, ҫӳрет пирӗн хушшӑмӑрта, кун ҫутипе, хӗвел ӑшшипе савӑнать, чӑрмантарать ярт-ярт пусса утма, кансӗрлет… — чарӑнчӗ Андрей Васильевич урай варрине, шухӑша путнӑ лек пулса тӑчӗ, каллех Кузьма Афанасьевичпа ҫумлӑн пырса ларчӗ.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӑт, акӑ, Кронид Евграфовичах….

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӑй вӑхӑтӗнче хӗсӗнкелесе кӗрсе ларнӑ та вӗсем хӑйсене тивӗҫ мар пӗр-пӗр пысӑкрах ҫӗре — ҫав вырӑншӑн халь хӗремесленсех тепеҫленеҫҫӗ.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пур-ха, пӗтмен-ха пирӗн хушшӑмӑрта пӗр йышши ҫынсем.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Камӑн-камӑн та, Кронид Евграфовичӑн калаҫмалла-и ӗнтӗ совесть пирки!..

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Совесть…

— Андрей Васильевич тӑчӗ, алӑкӑн-тӗпелӗн пӑлханчӑклӑн утма тапратрӗ.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Манӑн иккен вӗренекенсемпе занятисем хыҫҫӑн «харпӑр хӑй урокӗсем» ирттересси ҫинчен мар, хамӑн чун-чӗре тасалӑхӗ пирки совеҫӗме калаҫтармалла иккен ытларах.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эп иккен Никонова Августинӑпа варлӑ, учитель пуҫӑнах шкул ачи пуҫне ҫавӑратӑп имӗш, мораль тӗлӗшпе пӑсӑлма, юрӑхсӑра ерме тытӑннӑ ҫын иккен.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ман ҫула пӳлме вара — вирт.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӑт, стратег, вӑт, виҫӗ пуслӑх тактик.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӑй вырӑнне ларасран чунӗ вӑйкӑннӑ ӗнтӗ унӑн.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сӑлтавӗ ҫук та пек тапӑнма — тупать-тупатех, ав, шыраса…

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ахаль-тен мар тапӑнать вӑл мана, ахальтен мар.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех