Çĕннисем
Ытах ҫемье ҫавӑрма тивсен те, юратнӑшӑн мар, ҫапла кирлӗрен е бюро йышӑннипе кӑна…
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Валерий ӑнланнӑ тӑрӑх, ятламалли-асӑрхаттармалли, наказани памалли ҫӗрте — пӗр сӑмахпа, халӑха ертсе пымалли вырӑнта — хӗрсем ӗҫлесен те, вӗсем арҫынларах пит-куҫлӑ, хулӑн саслӑ, сивӗ куҫлӑ пулмалла пек; вӗсене, паллӑ ӗнтӗ, каччӑсем юратмаҫҫӗ, вӗсене юрату кирлӗ мар, пӗтӗм пурнӑҫӗ — протоколсем, решенисем, пухусем, бюро ларӑвӗсем, командировкӑсем…
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ытла та хитре сӑн-питлӗ вӑл, кӑвак куҫӗсем ӑшшӑн пӑхаҫҫӗ, сасси те уҫӑ — юратма тата юраттарма пултаракан хӗр сасси.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Тепӗр тесен, Динӑна пӗрре те обком ҫынни тес килмест.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Лариса ҫумӗнче мар.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Вӑл умра ларакансем ҫине кун пирки иккӗленмесӗр пӑхрӗ, комсомол обкомӗн инструкторне Дина Григорьевна Митрушковӑна президиума лартманшӑн кӑмӑлсӑрланчӗ: ун вырӑнӗ ҫӳлте, малти ретре.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ун шучӗпе, Роман Ивановича вырӑнтан кӑларма ҫук.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Унсӑрӑн Пантиков Ямщиковах секретарьте хӑваратпӑр тесе шутлас ҫукчӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫак ыйту эрне каяллах обком бюровӗнче татӑлнине, ӑна текех улӑштарма мӑй ҫуккине — кунтан та ытларах, ӑна улӑштарма юраманнине — чухламаҫҫӗ те.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Паллах, сӳтсе явса, сасӑласа.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ыттисем — ҫав шутрах Пантиков та — тавҫӑраймаҫҫӗ, вӗсем чӑнласах паянхи ыйтӑва хӑйсем татса паратпӑр тесе шутлаҫҫӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫакна Леснов ҫеҫ чухлама пултарать.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ытти райкомсенче ӗҫлекенсем тепӗр ҫур ҫул е ҫулталӑк таран лӑпкӑн, «организацилле пӗтӗмлетӳрен» хӑрамасӑр пурӑнма пултараҫҫӗ: Сӑрҫире халь пӑхса тухакан ыйту хӑтарать вӗсене ку инкекрен.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Обком бюровӗ принциплӑ пулнине, комсомолри ҫитменлӗхсенчен татӑклӑн хӑтӑлса пынине кӑтӑртма кирлӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Унсӑрӑн юрамасть: отчет тума, справка ҫырма витӗмлӗ материал кирлӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ӑна «васкавлӑн» ирттерме Сӑрҫире юрӑхлӑ сӑлтав тупӑнман-тӑк, урӑх районта ирттермеллеччӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Республикӑри комсомол ӗҫне вӑйлатмалли татӑклӑ мерӑсенчен пӗри пулӗ ҫак пленум.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Паллӑ ӗнтӗ, паянхи пленум ҫинчен хаҫатра информаци пулӗ, республикӑри мӗнпур райкомсенче пӗлӗҫ, парти обкомӗпе ВЛКСМ Тӗп Комитетне тӑратакан справкӑра та тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗ вӑл.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Унсӑрӑн обком пуррине, обком ҫирӗп мерӑсем йышӑнма пултарнине, обкомран хӑрамаллине ӑҫтан-ха пӗлтерӗн.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Паянхи пленума хутшӑнакансем ҫав хушӑрах ак ҫакна чухламасан та пултараҫҫӗ: чӑннипех пӑшӑрханать халь Петраков юлташ, ытах та пленум кунашкал пухӑнса уҫӑлас мар-тӑк, вӑл пушшех те пӑшӑрханӗччӗ.