Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ҫавӑн пекех «Хушма пӗлӳ паракансем хушшинчи професси дебючӗ» тата «Хушма пӗлӳ парс ӗҫри наставниклӑх» номинацисенчи ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстанра хушма пӗлӳ паракан чи пултаруллӑ педагогсене палӑртӗҫ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... rt-3938283

Федераллӑ пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗнче участниксене тӑхӑр тӗрлӗ номинацире хак парса техника, пултарулӑх, ҫут ҫанталӑкпа ӑслӑлӑх, туризмпа таврапӗлӳ, физкультурӑпа спорт, социаллӑ тата гуманитари пӗлӗвӗсем паракан педагогсене, ҫавӑн пекех сывлӑхӗ енчен ҫитменлӗхсем пуррипе тулли пурнӑҫпа пурӑнайман тата сусӑр ачасемпе ӗҫлекен чи пултаруллӑ вӗрентекенсене палӑртӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстанра хушма пӗлӳ паракан чи пултаруллӑ педагогсене палӑртӗҫ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... rt-3938283

Ӑмӑртӑвӑн федераллӑ куҫӑн мар тапхӑрне ҫӗршыври 82 регионтан 454 педагог хутшӑннӑ, вӗсенчен 90-шӗ финала тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстанра хушма пӗлӳ паракан чи пултаруллӑ педагогсене палӑртӗҫ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... rt-3938283

Финала Раҫҫейӗн 42 регионӗнчи хушма пӗлӳ паракан 90 педагог тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстанра хушма пӗлӳ паракан чи пултаруллӑ педагогсене палӑртӗҫ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... rt-3938283

«Чӗрене ачасене паратӑп» Пӗтӗм Раҫҫейри професси ӑсталӑхӗн федераллӑ пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗн участникӗсене палӑртса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстанра хушма пӗлӳ паракан чи пултаруллӑ педагогсене палӑртӗҫ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... rt-3938283

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ҫӗршыври педагогика ӗҫченӗсем валли йӗркеленӗ тӗп професси ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗ шӑпах ҫак конкурсран пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстанра хушма пӗлӳ паракан чи пултаруллӑ педагогсене палӑртӗҫ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... rt-3938283

Сентябрь уйӑхӗн 26-мӗшӗнче уяв церемонийӗ вӑхӑтӗнче лауреатсен тата чӑн ҫӗнтерӳҫӗ, хушма пӗлӳ паракан чи пултаруллӑ педагог ятне пӗлтерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстанра хушма пӗлӳ паракан чи пултаруллӑ педагогсене палӑртӗҫ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... rt-3938283

Кӑҫал ӑмӑртӑвӑн пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗсем сентябрь уйӑхӗн 23-27-мӗшӗсенче Пушкӑртстан Республикинче, «Чӗрене ачасене паратӑп – 2023» конкурсӑн чӑн ҫӗнтерӳҫи Татьяна Воробьева пурӑнакан Ӗпхӳ хулинче, иртет.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстанра хушма пӗлӳ паракан чи пултаруллӑ педагогсене палӑртӗҫ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... rt-3938283

Конкурс операторӗ – Пӗтӗм Раҫҫейри художество пултарулӑхӗпе гуманитари технологийӗсен аталану центрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстанра хушма пӗлӳ паракан чи пултаруллӑ педагогсене палӑртӗҫ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... rt-3938283

Конкурс Раҫҫей Вӗрентӳ министерствипе Пӗтӗм Раҫҫейри вӗрентӳ профсоюзӗ йӗркеленипе иртет.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстанра хушма пӗлӳ паракан чи пултаруллӑ педагогсене палӑртӗҫ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... rt-3938283

Конкурсӑн историйӗ пуян – вӑл чӗрӗк ытла ӗмӗр тӑршшӗ ачасене хушма пӗлӳ паракан системӑри чи пултаруллӑ вӗрентекенсене пӗрлештерет, тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлекен професси пӗрлӗхӗ йӗркелесе педагогика тата воспитани практикинчи чи лайӑх тӗслӗхӗсене ҫӗршывӗпе сарма май парать.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстанра хушма пӗлӳ паракан чи пултаруллӑ педагогсене палӑртӗҫ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... rt-3938283

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин пӗлтернӗ Ҫемье ҫулталӑкӗнче хушма пӗлӳ паракан вӗрентекенсем хушшинче «Чӗрене ачасене паратӑп» пысӑк масштаблӑ та пӗлтерӗшлӗ професси конкурсӗ иртет.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстанра хушма пӗлӳ паракан чи пултаруллӑ педагогсене палӑртӗҫ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... rt-3938283

Мӗншӗн тесен аслисем ҫамрӑк ӑрӑва халӑх пуянлӑхӗпе паллаштарас тесе тата тепӗр утӑм тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачаранах тӑван халӑх еткерлӗхне хисеплеме вӗрентеҫҫӗ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/articles/rusen-ykh-n- ... te-3938169

Ҫак кун, асӑннӑ экскурси вӗсемшӗн чылайлӑха асра юласса шанас килет.

Куҫарса пулӑш

Ачаранах тӑван халӑх еткерлӗхне хисеплеме вӗрентеҫҫӗ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/articles/rusen-ykh-n- ... te-3938169

Пӗчӗк хӑнасем Елена Васильевнаран кивӗ япаласен ячӗсене ыйтса пӗлнӗ, ыйтусем панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачаранах тӑван халӑх еткерлӗхне хисеплеме вӗрентеҫҫӗ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/articles/rusen-ykh-n- ... te-3938169

Вӗсене уйрӑмах вырӑс кӑмаки килӗшнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачаранах тӑван халӑх еткерлӗхне хисеплеме вӗрентеҫҫӗ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/articles/rusen-ykh-n- ... te-3938169

Шӑпӑрлансем музейри кивӗ япаласене хаваспах тытса пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачаранах тӑван халӑх еткерлӗхне хисеплеме вӗрентеҫҫӗ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/articles/rusen-ykh-n- ... te-3938169

Ҫакӑн хыҫҫӑн аваллӑх управҫин хуҫи Елена Васильевна чӑваш халӑхӗ кил таврашӗнче тата хуҫалӑхра усӑ курма хатӗрленӗ хатӗр-хӗтӗрӗ, наци тумӗ ҫинчен нумай интереслине каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачаранах тӑван халӑх еткерлӗхне хисеплеме вӗрентеҫҫӗ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/articles/rusen-ykh-n- ... te-3938169

Хуҫасем шӑпарлансене ӑшшӑн кӗтсе илнӗ, улма-ҫырла компочӗпе тата ҫӑкӑрпа хӑналанӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачаранах тӑван халӑх еткерлӗхне хисеплеме вӗрентеҫҫӗ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/articles/rusen-ykh-n- ... te-3938169

Ҫакна шута илсе Кармаскалӑ тӑрӑхӗнчи Сихун ялӗнчи «Тополек» ача садӗнче тӑрӑшакансем вырӑнта пурӑнакан Степановсен чӑваш музейне экскурси йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачаранах тӑван халӑх еткерлӗхне хисеплеме вӗрентеҫҫӗ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/articles/rusen-ykh-n- ... te-3938169

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех