Çĕннисем
Шӳрпе пиҫессе тӳсӗмсӗррӗн кӗтсе, паҫӑр пухура Ларисӑна каланӑ сӑмахах тепӗр хут тапратса ларчӗҫ: хӗрӗн «малашӗ питӗ пысӑк», мӗншӗн тесен пултарулӑхӗ пур, «Шуҫӑм» колхозри комсомол организацийӗшӗн питӗ нумай ӗҫ турӗ, нумай тӑрӑшрӗ, ӑна халь республикипех пӗлеҫҫӗ тесен те йӑнӑшах мар; унашкал ялхуҫалӑх специалисчӗ парти органне куҫни хӑйшӗн те, районшӑн та питӗ лайӑх.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Апат пиҫмесӗр кӗленче уҫма хӑяймастӑн-ҫке, мӗншӗн тесен кашниех хӑйне культурӑллӑ, эрех ӗҫме мар, ҫутҫанталӑк ытамне лайӑх канма килнӗ пек кӑтартасшӑн.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Икӗ хуран, — пӗринче пулӑ, тепринче чӑх шӳрпи, — вӗреме кӗрессе аран кӗтсе илчӗҫ.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Тепӗр тесен, Галя уншӑн пӗртте хыпмасть, кунта вӑхӑтлӑха ҫеҫ килнӗ пек, сире тата мӗн кирлӗ тенӗ пекрех курӑнать.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫипуҫӗ, тулли кӗлеткеллӗ аппӑшӗн юбка-костюмне тӑхӑннӑ пек, самай аслӑ — ҫакӑ хӗр кӗлеткине пӗртте илем кӳмест.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Шатра питлӗ, хытанка та ытти хӗрсенчен ҫӳллӗрех пӳллӗ Иванова, — хӑй ҫапла пулнӑшӑн аванмарланать тейӗн, — хушӑран сӑлтавсӑрах хӗреле-хӗреле илет.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ямщиков кӑвайт умӗнче те пӗрремӗш секретарь пулма пӑрахмасть: хӑйне хуҫа пек, мӑнаҫлӑн тыткалать, ытлашши калаҫмасть, ӑшӑ пулин те, галстукне салтмарӗ, Гальӑна е Валерие ӗҫсем хушма манмасть.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Куҫӗсене йӑлт-ялт вылятса пӑхнине тата хӗрсем тавра кускалама тӑрӑшнине кура, ӑна пӗрре те ВЛКСМ обком бюровӗн членӗ, «Ҫамрӑк коммунист» хаҫат редакторӗ тесе калас килмест — хӗр шырама тухнӑ, ку енӗпе пысӑк опыт пухнӑ йӗкӗте ытларах аса илтерет; арҫынла мар шукӑль тумланнӑ вӑл: хӗрлӗ пушмак, сарӑ хӑмӑр тӗслӗ йӗм тӑхӑннӑ, ҫӳхе кӑвак свитерпа, ун айӗнчи сап-сарӑ кӗпе ҫухине свитер ҫийӗн килӗшӳллӗн кӑларса янӑ; ҫырӑ ҫӳҫӗ сылтӑм енчи тӑнлав тӗлӗнче сайралнӑран ҫамка ҫав вырӑнта сарлакарах пек, ҫавӑнпа Паркин, куна кӑтартас мар тесе, ҫӳҫне малалла шӑла-шӑла илет.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Вӑл пӑхма ҫамрӑках та мар пек, сылтӑм енчи ылтӑн шӑлӗ курӑнмаллах калаҫнӑ-кулнӑ чухне тӑваткалрах таса пичӗ ҫуталса каять те — шутлатӑн: ҫамрӑк та чипер иккен.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пӗчӗкрех те тӑпӑл-тӑпӑл кӗлетки пӗртте тӑп тӑмасть: е ларать, е, тӑрса, ҫунакан вутта тӗккелет.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫак вырӑна пуҫласа мар, ҫӗр те пӗрремӗш хут килнӗ тейӗн ҫав.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Паркин вара пуринчен те хӑюллӑрах пек.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пуринчен те хӑюсӑртарах курӑнчӗ вӑл.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Дина кӗтрӗ пулин те, Валерий шӳтлеме, култарма васкамарӗ, хӑйне «кунта тӗрӗсех лекрӗм-ши» тенӗ пек тыткаларӗ.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ӗҫе ниепле манайманшӑн мар, — малтанлӑха урӑх сӑмах тупайманнипе.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Паллӑ ӗнтӗ, пухура пынӑ сӑмах кунта куҫрӗ.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Райкомӑн иккӗмӗш секретарӗ Галя Иванова килесшӗнех марччӗ — Дина ӳкӗте кӗртрӗ.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ытла йышлах мар: Лариса Лопатина, ун вырӑнне секретаре те, агронома та ларнӑ Петр Куропаткин, Дина Митрушкова, Роман Ямщиков, Валерий Пантиков, «Ҫамрӑк коммунист» хаҫат редакторӗ Гриша Паркин, — Сӑр хӗрринче пулӑ пӗҫерессине пӗлсен, Шупашкара паянах таврӑнас темерӗ вӑл.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Автомашинӑпа леҫсе ячӗҫ, ыран, кӑнтӑрла иртсен, унпах илме килеҫҫӗ.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пуху хыҫҫӑн Лариса хӑнасене Сӑр хӗррине ҫӗр каҫмалӑхах канма ертсе килчӗ.