Çĕннисем
Пурте тенӗ пекех пӗр-пӗрне мухтарӗҫ, мухтаттарчӗҫ.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ӗнтӗ вӑхӑт ним сисӗнмесӗр иртет.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Динӑн халь кай, чипер калаҫӑр-ха тесе пӳлсен вырӑнлӑрахчӗ, — вӑл, авӑ, ҫак сӑмахпа йӑлт килӗшнине пӗлтерсе, чи малтан стакан ҫӗклерӗ.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Кунта пленум е конференци мар вӗт, ҫынна хакламаҫҫӗ, суйламаҫҫӗ, хӑпартмаҫҫӗ.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Каллех ӑнланаймарӗ Пантиков; мӗн тума кирлӗ ҫак мухтав?
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Акӑ Паркин Дина сывлӑхӗпе пуласлӑхӗшӗн, ун илемӗпе ӑсӗшӗн стакан тултарса ӗҫме сӗнет.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Мухтанаканӗ те, мухтанине итлекенӗ те ҫакӑнта ним усаллине те курманни шутсӑр тӗлӗнтерчӗ: паянхи пурнӑҫ палли-и ку е ӑнсӑртлӑх кӑна?
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Унашкал юри мухтанисем йӑлӑхтарчӗҫ.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Валерий кунта хӑйне типҫӗр ҫинчи матрос пекех туйрӗ.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Лариса вара: «Мана чыс тумастӑн?» — тесе ӳпкелешерех калаҫрӗ, ҫитменнине, Григорий Григорьевич куҫ хӗссе пӑшӑлтатрӗ: «Хӗрсем чӗннӗ ҫӗре каяҫҫӗ, пӗлнӗ пул…»
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Тӗрӗссипе, вӑл килесшӗн те марччӗ кунта — Дина чӗнчӗ.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пантиков хӑйне валли никама та куҫ хывмарӗ.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Куропаткин хӑйӗншӗн «сахалрах» тесе шутлать-тӗк, Ларисӑн Романпа ӑшшӑн калаҫни вырӑнлӑрах, урӑх ӑна валли кунта кам пур?
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ахӑртнех, хӗр кӑмӑлне вӑл кунта пӗлсе ҫитрӗ те.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пантиков иккӗленмерӗ: Паркин Динӑна килӗштерет, хӗр те ӑна хирӗҫех пулас ҫук, мӗншӗн тесен ҫакӑнти йышра шӑпах иккӗшӗ пӗр-пӗрне тивӗҫлӗрех, Валерий шучӗпе, куншӑн Ларисӑн кӳренмелли ҫук: Митрушковӑпа Паркин — Шупашкартан.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Роман Гальӑна паҫӑртанпа темӗн ӑнлантарать, ку ӑна интересленсе итлет, хӑй те калаҫӑва хутшӑнать; Дина темиҫе хутчен Валерие темскер калама тӑрать ӗнтӗ, анчах та ӑна те ыттисем шавлӑрах пуплени тытса чарать, те Валерий ҫине пӑхас тесе пуҫ ҫӗклесенех Паркин куҫӗсемпе тӗл пулни кансӗрлет.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Валерий куркаланӑ: сыпкаланӑ ҫынна эсӗ, ху тӑр урах пулсан, «маттур, вӑйлӑ, ҫапла!» тесе те юраймастӑн — куна валли хӑвӑн та хӗрмелле, вара тин калаҫу сыпӑнса пырать.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Нихӑшӗ те куҫ хупас ҫукки паллӑ: ҫав хушӑра пӗри те калаҫмасӑр лармӗ, ӑна та калаҫтарӗҫ, култарӗҫ, калаҫмасан е кулмасан — кӳренӗҫ, тӗлӗнӗҫ…
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Анчах та енчен енне пӑхкаласанах чухласа илчӗ: тӑр-урӑлла йывӑр пулать ҫӗр каҫма.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пантиков ӗҫес шутлӑ марччӗ, пӗр стакан хыҫҫӑн та тепӗр ирхине ун кӑмӑлӗ пӑсӑлать.