Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Анчах пӗрре илтнӗ усал сӑмах чӗрене йӑлтах лӑпланма памастех ҫав.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сукмак ҫырма хӗрринчен хӑпарнӑ чухнех вӑл мотор кӗрленине илтрӗ, вара старик ывӑлӗ ҫывӑрса выртнине курас шухӑша пуҫран хӑваласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑй малтанах ҫапла шутласа хучӗ: патне ҫитместӗп, аякран ҫеҫ пӑхса илетӗп, ӗҫленипе ӗҫлеменнине ҫеҫ куратӑп, терӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл, тем пек килес мар тенӗ пулин те, тӳссе тӑраймарӗ, аллинчи пурттине пӑрахсах ывӑлӗ патне ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку Сахрун пичче пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Часах трактор, нӑрӑ пек шуса, айлӑмалла анчӗ те курӑнми пулчӗ, ҫын ҫаплах вырӑнтан хускалмарӗ-ха, трактор анса кайнӑ еннелле тата тепӗр самант пӑхса тӑчӗ, вара, хӑйӗн ӑшӗ пусӑрӑннине туйса, яла кайма тесе сукмак еннелле пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл витӗрех мар куҫӗсемпе трактора, унтан трактор патӗнче айкашакан трактористпа тепӗр ачана шыраса тупрӗ, вара вӗсем ҫинелле чылайччен тӗмӗлсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр кунхине, Карачӑмпа ӑна пулӑшакан ача хӗрсе ӗҫленӗ вӑхӑтра, хирти ҫӑка йывӑҫҫи патне вӑрӑм кӑна пӳ-силлӗ, пӑртак курпунрах ҫын пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Старик чӗлхе вӗҫне килнӗ сӑмахсене темиҫе хутчен те каламах тӑчӗ, ҫапах та ват ҫын тӳсӗмӗ ҫӗнтерчӗ-ҫӗнтерчех, вӑл нимӗн те шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ывӑлӗ унпа ним пулман пекех кӑмӑллӑн калаҫрӗ, хирте ӗҫсем мӗнле пыраҫҫӗ тесе ыйтсан та «аван» тесе тавӑрса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑшӗнче темӗн чухлӗ шухӑшларӗ пулин те, вӑл ывӑлӗ ҫӗрле киле таврӑнсан унпа калаҫнӑ хушӑра хӑйӗн ҫиллине пӗрре те палӑртмарӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑна Сахрун пичче хӑйӗн вӑрӑм ӗмӗрӗнче нумай сӑнӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫамрӑксем ниҫта та мар, шӑп ачаш тыткаланӑ ҫӗрте пӑсӑлса кутӑна каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Старик хӑй ӑсӗпе ҫапла шутларӗ: Карачӑм ашшӗ аллинчен вӗҫерӗннӗрен ҫакӑн пек чарусӑра тухнӑ, ӑна хӑй ӗҫленӗ ҫӗрте начар тыткалаҫҫӗ, хушнӑ ӗҫе епле тунине сӑнасах тӑрас вырӑнне, кашни йӑнӑшшӑн хӑтӑрас вырӑнне вӑл иртӗхнине курман пек пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Килте ашшӗ хушнине яланах итлекенскер, чӑнахах ҫапла кутӑн ҫын пулса ӳсет-и?

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑҫан вӑл ҫав териех пӑсӑлма пултарнӑ?

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тата ялтан кайни те нумаях пулмасть-ха.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тем тесен те, ашшӗ хӑйӗн ывӑлне ал ӗҫне пӗчӗклех хӑнӑхтарнӑ, ҫынран кая юлса ӗҫлеме вӗрентмен.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑна, ҫамрӑкскерне, никамах та ырламан ӗнтӗ, ашшӗ те ку таранччен ача вырӑнне кӑна хунӑ-ха, ҫапах та вӑл ял ҫинче ята яни те пулман.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл халиччен Карачӑм пирки кун пек чуна ыраттаракан сӑмахсем илтменччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех