Çĕннисем
«Атте умӗнче ята кӗтӗм, ку аван мар, — терӗ Карачӑм хӑй тӗллӗн.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тек вара, темӗн чухлӗ сӑнасан та, курӑнни-туни пулмарӗ.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тепӗр кунхине Карачӑм ашшӗне тата аякран курчӗ, палласса та ӑна шурӑ кӗпинчен ҫеҫ палларӗ.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл пӗлнӗ пекех, ашшӗ ун патне ҫывӑха пымарӗ, пилӗк минута яхӑн тӑнӑ хыҫҫӑн мӗнле килнӗ, ҫавӑн пекех сисӗнчӗксӗр куҫран ҫухалчӗ.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Карачӑм, вӑл мӗншӗн килнине сиссе, ӑна курсан та ӗҫлеме пӑрахмарӗ, куҫ хӳрипе айккинелле пӑхса, тракторне вӗҫӗмсӗр малалла хӑваларӗ.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ку туйӑм ӑна улталамарӗ, ҫапла старик килмест-и-ха тесе йӗри-тавра канӑҫсӑррӑн пӑхкаланӑ хушӑра вӑл пӗррехинче ҫӑкаран инҫех те мар ашшӗ тӑнине асӑрхарӗ.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хирте ӗҫленӗ чухне те ун куҫӗсем ялан ашшӗн вӑрӑм кӗлеткине шырарӗҫ.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл теплере пӗрре киле кӗрсе тухсан ашшӗпе ним пулман пек калаҫрӗ пулин те, мӗн хапхаран тухса кайичченех ашшӗ тулхӑрса кайса пӗтӗм ҫиллипе вӑрҫса тӑкасса кӗтрӗ.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӗриленни иртсе кайсан, хӑйӗн айванлӑхне хӑй ӑнлана пуҫласан, Карачӑм тӳрех кун пирки ашшӗпе Анушка мӗн каласси ҫинчен шутларӗ.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кӑтра Михалапа Зоя пырса ҫитсен вара вӑл хӑй ытлашши ӗҫ тунине, кунпа никама та пӑхӑнтарма ҫуккине ӑнланса илчӗ.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Карачӑм тракторне юсамасӑр ҫывӑрма выртса кутӑнланнӑ чухне ӑна-кӑна тавҫӑрса та илмерӗ, вӑл ҫакна ним ҫинчен шутламасӑр, МТС пуҫлӑхӗсене кӑшт та пулин куҫран пӑхтарас тесе ҫеҫ турӗ.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӗсем мӗн калӗҫ, ку ӗҫе вӗсем мӗнле хаклӗҫ?
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Усал ӗҫ тусан та, ырӑ ӗҫ тусан та ҫын чи малтан ҫакӑн ҫине хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисем — ашшӗ-амӑшӗ, тӑванӗ, тантӑшӗ, савнийӗ мӗнле пӑхни ҫинчен шутлать.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Апла пулсан, халь ывӑл патне кайма та ӑна ятлама та кирлӗ мар, вӑл хӑйӗн йӑнӑшне хӑех тӳрлетме пултарать.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫакӑнта хӑй куҫӗ умӗнче ҫывӑрса выртнине курсан, Сахрун пичче те ывӑлне хаяррӑн ятласа тӑкнӑ пулӗччӗ, анчах, телее, ҫӑка патӗнче вӑл витресемпе ытти савӑт-сапасӑр пуҫне урӑх нимӗн те курмасть, унта никам та ҫывӑрса выртмасть.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӗсене илтсен, кирек камӑн та ывӑл патне пырса ӑна йӗтӗм чун хавалӗпе вӑрҫса тӑкас килмелле.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кам ашшӗ-амӑш чӗрине ан тарӑхтарччӑр-ха «сан ывӑлу ӗҫлес вырӑнне ҫавӑнта ҫывӑрса выртать» текен сӑмахсем!
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл кунта ывӑлӗ тӗлӗнмелле чаплӑ ӗҫленине курса унпа мухтанма килмен кӑна вӑл тепӗр чухне тӑваять, ӑна ҫак хире Кӑтра Михала сӑмахӗсем илсе килнӗ.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Мӗнле ӗҫлет вӑл: нормине тултараять-и тултармасть-и — старик ӑна пӗлмест, уншӑн пулсан халӗ ывӑлӗ пӗр чарӑнмасӑр ӗҫлени темрен те хаклӑ.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Каҫхине, ҫывӑрма таврӑнас умӗн, Сахрун пичче кунта тепре килсе пӑхрӗ — Карачӑм ҫав-ҫавах ӗҫлет, вӑл ӗнтӗ ҫӑка йывӑҫҫи леш енчи ҫӗр лаптӑкне типҫырма таранах сухаласа пӑрахнӑ.