Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ҫитет те, ак, кӗрет те пӳрте Кӗҫени ҫумне чӑмӑртаса ҫупӑрлать вӗсене, сивӗнсех сивӗнмен, юлнӑ пек ӑшшине йӑлт ачи-пӑчине парать.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ах, мӗнле пурӑнкаларӗҫ-ши, чӑткаларӗҫ-ши ӗнтӗ мӗскӗнсем!

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Курманни, ҫупӑрламанни ачиҫене Кӗҫенин!

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫавӑнпа канӑҫлӑ та, мӑрт-мартсӑр та пуль Кӗҫени, ӑшпиллӗ-юратуллӑ та пуль…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Лайӑххине, тӗртлетменнине-кӑмӑскӑлайманнине ҫеҫ курнӑ-асӑрханӑ унӑнне.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Юрлӑ-и, варлӑ-и, ҫитнӗ-и, ҫитмен-и, тарӑхнӑ-и, тарӑхман-и, — ни сивӗ сӑмах персе янине, ни ӳпкелесе калаҫнине, ни алӑпа хӑмсарнине курман унӑнне Кӗҫени.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Апла-и, калла-и те — чӗптӗм те ӳпкелемелли ҫук Кӗҫенин Матвие.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫӗвекленсех ҫӗвекленнӗ-ши икке шарт уйрӑлнӑ телейӗ?..

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Иккӗшӗ пӗрлешнӗшӗн ҫук-ши ун чӗринче ӳкӗнӗҫ?

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мӗнле, телейлӗ-ши Матви Кӗҫенине?

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ырӑ, Кӗҫенишӗн ӑнмаллипех ӑннӑ этем, упӑшка!

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ӗнтӗ — ачисем те ҫур теҫетке…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Матвипе арлӑ-арӑмлӑ пурӑннӑ ҫулсем Кӗҫенишӗн тӳпере хӑй юррипе киленекен тӑр-тӑри пекех хӑвӑрт-хӑвӑрт иртсе ҫухалчӗҫ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӑҫан вӑрҫӑнса, урлӑ пулса курнӑ-ши Матвипе Кӗҫени пӗрре?

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Туй пӗркенчӗкӗ!..

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тыт ӑна — пӗрре вӗҫерӗнчӗ-тӗк…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чухласа, уяса ҫеҫ кӑлармалла кӗсъерен.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Апла-тӑк, пӳрт-ҫуртпа кӗрмешнӗ чух, пушшех те пӗлсе, перекетлӗ тыткаламалла, эппин, ӑна.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Алли ҫӑмӑл ун, укҫа-тенкӗн, кӗсъене ҫакланнӑ-ҫакланманах вӑшт! туха-туха сирпӗнет.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӗҫертесси ҫеҫ ӑна, нухратне.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех