Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Шкултан-мӗнрен, уроксем хыҫҫӑн е клубран, ушкӑнпа кӗрлесе-шавласа аннисем пулман мар, темӗн чухлӗ те пулкаланӑ, анчах та кунашка-ал — «Дина, санпа калаҫмалли ,пур-ха», тесе клубран иккӗшӗ пӗрле тухса килелле май сулӑнни — ҫук, астумасть унашкаллине хӗр.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӑҫантанпа туслӑ-юлташлӑ пурӑнса та кӳршӗ каччи ӑна хапха умне ҫакнашкал ӑсатса- хӑварнине ас-тумасть-ха хӗр.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Дина та кӳршӗ каччи ҫырма хӗрринчи пӳрт умне ҫак вӑхӑтра, ҫӗр хута, ахальшӗнех анманнине сисмест мар, сисет.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хытнӑ ун чӗлхи, шалтан такам нӗрсӗррӗн тӑлласа, пусӑрӑнтарса тӑнӑн, чӑлханнӑ-чӑмаккаланнӑ.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӗр систӗр тесе, ун куҫӗнчен те йӑпӑрт-йӑпӑрт пӑхать, хӑй хӑюсӑрлӑхӗнчен именсе ассӑн сывла-сывла ярать, сӑмах хушма, пуҫласа тапратма вара — пултараймасть.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫӗлӗкне, шарфне, пальто ҫухавне майлакалать, ӳсӗре-ӳсӗре илет, алсасӑр аллисене пальто кӗсйине чике-чике кӑларать — ҫук, чӗринчи пур евӗке пурпӗр хӑйса, патлаттарса калаймасть Никандр.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мӗнрен, мӗн амакран сӑмах пуҫарса ямаллине чухлаймасӑр аптрать.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӑрать-ха, акӑ, вӑл хӗре алӑка уҫса кӗме тӑхтаттарасшӑн хирӗнкелесе.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Динӑсен хапхи умне те пырса тӑчӗҫ — йӗкӗтӗн ни хӑйсен калинкки тӗлне пӑрӑнса кӗрес, ни Никоновӑна хапхи патне ҫитерсе хӑварнӑ-хӑварман каялла ҫаврӑнса утас кӑмӑлӗ палӑрмарӗ-ха.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ак, Никандрсен, килӗ умне те ҫитрӗҫ вӗсем, унтан та иртрӗҫ, тепӗр тӑватӑ кил аялалла та анса кайрӗҫ.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чисти чӗр тамӑк!..

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ачаран пӗрле выляса-кулса ӳснӗ пулин те (вӗренессе те пӗр класрах вӗренеҫҫӗ — вуннӑмӗш класра), ай-яй кансӗр кӗмсӗркке иккен вӑл кӳршӗ хӗрӗпе сӑмах хушса чӗнес-си те!..

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ашӗнчи ӑшӑнчӑкне пач та палӑртма хӑю ҫитереймӗ-и?

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ырӑ каҫ, тутлӑ тӗлӗк сунӗ те хӗре, урӑх ним сӑмах хушмасӑрах, таплаттарӗ-и килнелле Никандр?

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ну, ҫитрӗ тейӗпӗр Динӑсен хапхи умне, ну, тӑркалӗ тейӗпӗр йӑли-пӑлишӗн пӗр темиҫе самант, тен, мӑн ҫын пек, кӗҫӗрхи ҫанталӑксем-тӳпесем пирки те пӑт-патхавхалавса пӑхӗ-ха, ну, мӗн-ха вара малалла, мӗн?

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тавҫӑраймасан, ӑнланса илеймесен вара, мӗ-ӗн…

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тавҫӑртӑр, ӑнланса илтӗр.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Калӑпӑр, иккӗшӗ улттӑмӗш класра вӗреннӗ чухнех, акӑ, Динӑна пӗри-тахӑшӗ: «Августина, эсӗ питӗ-питӗ лайӑх хӗрача. Яланах манпа ҫавнашкал лайӑх пул. Пушкин», — тесе хут татки ҫырса панине аса илтернинчен пуҫламалла мар-ши?

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Е, васкакан вакка сикнӗ тенӗшкел, аякран-аякран ҫеҫ тапратмалла мар-ши ун пек-кун пеке?

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

«Юрататӑп сана, Августина, хытӑ-хытӑ, ҫав тери, калама ҫук хытӑ юрататӑп, сансӑр минут та, ҫеккунт та пурӑнма пултараймастӑп», — тес.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех