Çĕннисем
Тин ҫаран ҫине тухнӑ путексем пек сиккелетчӗҫ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Эй вылятчӗҫ вара унта, хӗвел хӗртнине пӑхмасӑр аялтан сивӗ ҫапса тӑракан ҫӗр ҫинче, эй вылятчӗҫ!
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Антунпа тантӑшӗсем вара сӑрт ҫамкине юр урлах ҫарран чавтаратчӗҫ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫуркуннесенче унта юр ытти ҫӗртинчен маларах ирӗлсе пӗтетчӗ те ҫӗр питне уҫатчӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ара, шутласан, ҫур ачалӑх иртнӗ-ҫке ҫав сӑрт ҫинче.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Калюков вара ӑна чылайччен пӑхса ларчӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сӑрт та, сарӑхнӑ курӑк тӗпӗпе витӗннӗрен ӗнӗк тӗслӗскер, ахаль ҫын куҫне илӗртес ҫук.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пахчара халӗ нимӗн те ҫук, вӑл лапкӑшӗпех хуп-хура ӗнтӗ, шалҫасем ҫине типме ҫакнӑ ҫӗрулми аври купи кӑна, пысӑк хӳшше аса илтерекенскер, пӗр-пӗччен кӑнтарса ларать.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫӳллех мар вӑл, ҫапах леш енчи тавралӑха хупласа тӑрать.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кунтан тавралӑх пит инҫех курӑнмасть, мӗншӗн тесен ахаль те тӑвайккиленсе тӑсӑлса выртакан пахча хыҫӗнченех сӑрт пуҫланать.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӗвелӗн ылтӑн ҫути урайне ҫав енчен ӳкнипе вӑл чи пирвай хыҫалти чӳрече патне пырса ларчӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫурчӗ унӑн хыҫӗпе кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫнелле пӑхса ларать.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Чунӗ тем пекех ирӗкелле туртрӗ те, Калюков, паллах, пурӗпӗр урама тухса ҫӳремерӗ, ҫутҫанталӑк улшӑнӑвӗсене кантӑкран кантӑк патне пыра-пыра кӑна сӑнарӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Эрне ытла ӗнтӗ теме тарӑхнӑн, тӗксӗммӗн те хӑтсӑррӑн курӑнса тӑнӑ тавралӑх сасартӑк ҫуталса, чиперленсе кайрӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тепӗр кун ҫанталӑк кӑнтӑрла тӗлнелле уяртрӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫак икӗ сӑмахра каллех тем те, тем те илтӗнчӗ Калюкова.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Ах, Антун! — терӗ ҫеҫ Санюк, пуҫне самантлӑха вӗҫертсе сывлӑш ҫавӑрса илсен.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Калюков ӑна ачашшӑн-ачашшӑн ыталарӗ, асӑрханса хӑй ҫумне пӑчӑртарӗ, тутипе унӑн нӑкӑ вӗри тутине шыраса тупрӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Мӗн, Антун? — пуҫне ун еннелле пӑрчӗ Санюк.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Санюк! — шӑппӑн чӗнчӗ Калюков.