Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Мӗтри ӑна карт туртсанах Галимджан тӑлпӑвӗпе пружина евӗр хытса тӑрать, хускану ҫине ҫав тери хӑвӑрт хусканупа ответлет.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах Галимджан та ухмах мар, вӑл юман кӗреш евӗрлӗ ҫынна хӑвана авнӑ пек авма май ҫуккине пӗлет.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗтри мӗнле майпа ҫӗнтерме шутланине Галимджан ҫийӗнчех сисрӗ — лешӗ маларах кӗрешнӗ ҫамрӑксем пек аяккалла тармасть, хӑй шӑмшакне йӑлтах Галимджан ытамне парать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑй картуссӑр, сапаланса кайнӑ ҫӳҫӗ кансӗрленӗ пек, вӑл сылтӑм аллипе вӗҫӗмсӗр ӑна тӳрлетет.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑтам ӳт-пӳллӗ Галимджан Мӗтри ҫумӗнче ӳссе ҫитмен ҫамрӑк каччӑ пек тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тутисем вӑрттӑн кулӑпа кӑшт чалӑшнӑ пулас.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Куҫӗсене курма ҫук, Мӗтри картусне ҫамки ҫинех антарса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗтрийӗ шӑмшакран ҫав тери тӗреклӗ, унӑн урисем ҫӗре пӑраласа лартнӑ пек пусаҫҫӗ, кӗрешнӗ чухне вара тӑлпӑва рычакла тӗревленӗ пек тӗревлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗтрипе Галимджан пӗр-пӗрин патне утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Судья тепӗр свисток пачӗ — паттӑрсен тытӑҫма вӑхӑт.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Акӑ ун куҫӗсем Галимджанӑн кӗрешӳри чарусӑрлӑх вучӗпе ҫунакан хура куҫӗсемпе тӗл пулчӗҫ, каччӑ ун ҫине «Мӗн тӑвас тетӗн, ҫӗнтерсен ҫӗнтерет, иксӗмӗртен пӗрин пурӗпӗрех аяла пулма тивет» тенӗ пек пӑхса илчӗ те тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахвин ҫамки ҫине тар тапса тухнӑ, вӑл ӑна ҫынсем сисиччен хӑвӑрт шӑла-шӑла илет.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун ҫине те темиҫе ҫӗр мӑшӑр куҫ тинкерет.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Галимджана та ҫавӑн евӗрлӗ сӑмахсемех калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пӗтӗм тӗнче сан ҫине пӑхать, Мӗтри.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тытнӑ-тытман ҫӗкле те ҫап, сиссе те ан юлайтӑр!

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ну, Мӗтри, маххӑ ан пар!

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Лешсем ӗнтӗ тусӗсене тахҫанах ҫухатнӑ, пӗр-пӗрне тӗрткелесе, ура айне кӑвар хунӑ пек, ташласа, пӗтӗм чӗререн хумханса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах паттӑрсем ку парнесем ҫине мар, хӑйсен паллакан ҫынӗсем ҫинелле пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫывӑхри тенкел ҫине ӗнтӗ ҫӗнтерекене пама хаклӑ парнесем хатӗрлесе хуӑ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех