Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

— Пулмасть пулӗ, вӑй ҫитерейместӗп пек туйӑнать, — тавӑрчӗ лешӗ чӗлӗм чӑпӑкне ҫӑварӗнчен кӑлармасӑр ӗмнӗ май.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Килтен хӑпас килмерӗ ӗнтӗ санӑн, Гариф, курса кайма шутламарӑн, — сӑмах хушрӗ Кабир салху ларакан Гарифа.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хуҫа вӗсене пӑхса ӗлӗкхине аса илме юратать пулас, унсӑрӑн вӑл ҫак сарӑхса кайнӑ карточкӑсене ӑҫта та пулин арча тӗпне пуҫтарса хунӑ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ытла куҫ умӗнче пулнӑран вӗсем «Курӑр, ӗлӗк пирӗн Гариф камсемпе ӗҫленӗ!» тесе кӑшкӑрнӑн туйӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унта Гариф хӑй ӗҫленӗ чухне темле пуҫлӑхпа ӳкернӗ карточкӑна та курма пулать.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӳлӗм стени ҫумӗнче килти ҫынсемпе тӑвансен сӑнӳкерчӗкӗсем нумай.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӳрт ӑшчикки тап-таса, вырӑн ҫине тем ҫӳлӗш минтер купаланӑ, чӳречесем умӗнче пур ҫӗрте те чечек ларать, урайне килте тӗртсе тунӑ хитре кавир сарнӑ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кабир вӑл сӗннӗ ҫӗре ларчӗ те пӗр-пӗрин патне сайра ҫӳрекен ҫынсен йӑлипе йӗри-тавралла пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Гариф ӑна хайӗнпе юнашар вырӑн тӗллесе кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эс лар, ак кунта тӗпеле ирт.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Йӗп пур, ӑна хӗрарӑмсем наччас тупса парӗҫ, — терӗ вӑл кӳршӗ мӗншӗн килнине пӗлсенех.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кабир кӳршӗ пӳртне пырса кӗрсенех сисрӗ, кунтан ӗнтӗ час тухса каяс ҫук: Гариф нумай калаҫма юратать.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Паян вӑл ун патне арӑмӗ хистенӗ тӑрӑх каҫрӗ — ҫӗвӗ ҫӗлемелли машина йӗппи хуҫӑлнӑ та, арӑмӗ кайса ил те кайса ил тесе аптратать.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кабир хӑй таврӑннӑранпа Гариф патне кӗрсе курманччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ялти ҫынсем ҫеҫ ӑна хаклама пӗлмеҫҫӗ, ун пӗлӗвӗсемпе усӑ курас вырӑнне ӑна ӗҫсӗр лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Гариф ҫакна тӗшмӗртет кӑна та мар, шансах тӑрать, мӗншӗн тесен, ун шучӗпе, темиҫе ҫул хушши ертсе пыракан ӗҫре пулнӑ ҫынна яланлӑхах манса хӑварма тивӗҫлӗ мар, пӗр ырӑ ҫын тупӑнатех ӗнтӗ, районран е Шупашкартан килет те ҫавӑн пек активиста мӗншӗн манса хӑваратӑр тесе ятлатех.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫавӑнпа вӑл Ятман сӗннӗ тӑрӑх счетоводсен курсне те кайма килӗшмерӗ: пӗр счетовода кӗрсен, председателе ҫакланма йывӑртарах пулма пултарать.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман, паллах, кунта вӑхӑтлӑх председатель, вӑл Тутаркасра нумай ӗҫлес ҫук, ак ӑна е района илсе кайӗҫ, е вӗренме ярӗҫ, пӗр-пӗр ҫамрӑка суйламасан, вӗсен правленире ӗҫлеме мансӑр пуҫне ҫын ҫук, председателе лартмасан та, заместительне лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ҫапла тӗшмӗртет: Кабир ҫӗнӗрен председатель пулма килӗшмерӗ тейӗпӗр, фермӑна кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗмӗтсем унӑн начар мар-ха.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех