Çĕннисем
Вӗсем кӗҫ-вӗҫ килес хура кунсене, хыҫҫӑнхи шартлама сивӗсене кӗтсе илме хатӗр ӗнтӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫурт-йӗрпе хуралтӑсем, тавралӑх тӗксӗмлӗхӗпе витерӗннӗскерсем, пусӑрӑнса лараҫҫӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тӗллӗн-тӗллӗн курӑнакан хурӑнсем кӑна, шывран тин тухса сасартӑк ҫын куҫӗ умне лекнӗ хӗрсем пек именчӗклӗн авӑна-авӑна илекенскерсем, шап-шурӑ вуллисемпе палӑрса тӑраҫҫӗ, тата хыр-чӑрӑш, пире ҫулла-и е хӗлле, ҫуркунне-и е кӗркунне — пурте пӗрех тенешкел, симӗс тумне хура йывӑҫсем хушшинче пушшех кӑтартма тӑрӑшса, пӗлӗтелле мӑнаҫлӑн кармашать…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӑрманта та, ҫулҫисене тӑкса, пур йывӑҫ тӗксӗмленсе пӗрпекленнӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Уйсенче, кӗртырри лаптӑкӗсемсӗр пуҫне, пӗр ешӗл симӗс вырӑн ҫук.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тавралӑхра хура кӗр хуҫа ӗнтӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тепӗр кун, ҫумӑр, юлхавлӑн пулин те, витӗр ислетмеллех ҫунине пӑхмасӑр, Крапивин ир-ирех Йӗпреҫе тухса кайрӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тепӗр енчен, ку ҫамрӑксем революци хыҫҫӑнхи пирвайхи ҫулсенчисем мар ӗнтӗ, милици курсӗсемпе шкулӗсенчен вӗренсе тухнӑскерсем, аптӑрамӗҫ-ха…»
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Анчах мӗн тӑвӑн, вӗсен ӳсмелле, пирӗн ӗҫе малалла туса пымалла.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
«Эх, ҫамрӑк ҫав пирӗн кадрсем, ытла ҫамрӑк, — пӑшӑрханарах шухӑшларӗ Крапивин.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Ӑнлантӑм, пурнӑҫлама тӑрӑшӑп! — сӑмах пачӗ Васильев.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ӗҫӗ пирки каярах тӗплӗнрех калаҫса татӑлӑпӑр.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Анчах пирвай эсир унӑн шухӑш-кӑмӑлне кӑна тӗпчесе пӗлӗр.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вара унӑн аппӑшӗ урлӑ Калюковпа ҫыхӑнма тӑрӑшмалла пулать.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тен, Крюков юлташ пире пулӑшма килӗшӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Астӑвӑр, кун пирки, сых енне, никам та, вӑл шутра ял Совет председателӗпе участок милиционерӗ те ан пӗлччӗр.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Эсир вара, кӗҫӗн милиционер юлташ, Ефрем Крюков гражданинпа вӑрттӑн калаҫса пӑхӑр.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Ӑнлантӑм, — килӗшсе пуҫне сулчӗ Варламов.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӑл Утар хыпарӗсене, паллах, сиртен лайӑхрах пӗлет…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Участок милиционерне Оглоблина явӑҫтар ку ӗҫе.