Çĕннисем
Парткомран тӗрӗслеме килнӗшӗн арӑмне тарӑхать те вӑл, — кӑлӑхах.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Хайхи Акимов мӗншӗн хирӗҫетӗр тесе блокнотпа ручка кӑларсанах, ӑна Сантӑр урӑх ҫӑвар та уҫтармарӗ, тӳрех хуса кӑларса ячӗ.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Ҫӗркаҫ парткомран Акимов хушаматлӑскер — ӗҫлеме хӑй тахӑш стройуправленире прорабра ӗҫлет тет-и — килчӗ вӗсен хутшӑнӑвӗсем ҫинчен ыйтса пӗлме.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Тем айӑпӗ пур ӗнтӗ арӑмӗн?
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Ачасене вӗренме ӑсатрӗ те…
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Халь ак ирхи апат ҫимесӗрех тухса каясшӑн.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Ахальтен йывӑррӑн хашлатса сывламарӗ пуль ӗнтӗ.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Пӗрре пӑхсах асӑрхарӗ ҫывӑранҫи пулса выртакан Ульяна: упӑшкин сӑн-питӗнче тарӑн шухӑшпа пӗрлех хуйхӑпа пӑлхану та пур.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Арӑмне вӑратасран, пӳлӗмре хуллен уткаларӗ.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Унтан, пуҫне пӗксе, тарӑн шухӑша путрӗ.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Паян ир-ирех тӑчӗ Сантӑр, хулӑн альбомне тем вӑхӑт уҫкаласа ларчӗ, фронтран илсе таврӑннӑ тата стройкӑри хастарлӑхшӑн илнӗ наградӑсене — икӗ орденпа тӑватӑ медале — кашнине ҫавӑркаласа пӑхса, шурӑ пирпе чӗркесе хучӗ.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Чухламасть-и ҫакна Ульяна?
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Тепӗр тесен, Униҫҫе патне ан ҫӳре тени — шӑртланмалли, кӳренмелли йӳтӗм кӑна; ун патне каймасан, сивӗ пӗрӗхме урӑх сӑлтав тупать упӑшки.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Мӗн, усал ӗҫ туни-им ӗҫри тантӑшӗпе тӗл пулкалани?
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Униҫҫе — аслӑ повар, вӑл — бухгалтер.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Ӗҫлеме те иккӗшӗ пӗрле ӗҫлеҫҫӗ — столовӑйӗнче.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
«Ытах уйрӑлса кайсан, эс анчах-и пӗччен хӗрарӑм, нихӑшӗ те пӗтмест, йӗрсе ҫӳремест, пурте чиперех пурӑнаҫҫӗ, мӗнлерех пурӑнаҫҫӗ ӑшшӗ, упашкаллисенчен темиҫе хут ирттереҫҫӗ…» — тет те лешӗ, тӳрех чуна ҫӑмӑл.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Униҫҫе патӗнче вара йӗрсе илме те, ӑш выртмалӑх юрлама та пулать.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Сантӑр унашкал ҫын мар…»
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Саншӑн чи кирли — урӑххине ермен вӑл, татсах калап, ҫук унӑн урӑх хӗрарӑм…