Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Кӑвак кофтине йӳле янӑ, ӳт-пӗвне ҫӑт тытакан платйӗпе, кӗскен кастарнӑ ҫӳҫӗ хумлӑн-хумлӑн выртать, ҫаплах-ха хӗр кӗлеткиех унӑн, пилӗкӗ те Униҫенни пекех ҫинҫе…

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Топрисов ыйтӑвӗ вырӑнлӑ пулмарӗ, — хӗрарӑм, калаҫма чарӑнса, ун ҫине тӗлӗнерех пӑхрӗ, юратас ҫук — качча тухӑттӑм-и тесе ӳпкелешрӗ вӑл куҫӗсемпе.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

— Эсӗ, Уля, ӑна юрататӑнах-и?

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Шӑпа хӑех тӗл пултарчӗ вӗсене, апла-тӑк, Топрисовӑн ҫамрӑк чухнехи пек мемме пулас марччӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Тӗлӗнмелле те, хӑйне халӗ ҫамрӑк чухнехи пекех туйрӗ Топрисов, Ульянӑра та икӗ ачаллӑ хӗрарӑма мар — хӗрлӗ питлӗ, илӗртӳллӗ пӳ-силлӗ, йӑлтӑр куҫлӑ вӑтанчӑк хӗре курчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Акӑ, Униҫҫен пурнӑҫӗ мӗн тери ырӑ та канлӗ, упӑшка ятласран е сивӗнесрен хӑрамалли ҫук, мӗн тӑвас тет — ҫавна тӑвать, кама чӗнес тет — чӗнет…

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Арҫынсӑрри вӑл анчах-и?

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Чӑнах, мӗншӗн-ха чипер Ульӑн «сивӗнсе пыракан» упӑшкапах пурӑнмалла, лешӗ сивӗнсе ҫиттӗр те кайтӑр-иҫ тухса.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Вӑл ун «чун-чӗринчен ҫаплах тухманнине» майӗпен систерӗ те ак…

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Халех, пӗр тӑхтамасӑр.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Енчен те ӑна Топрисов хушӑран «юратуллӑн тӗл пулкалама» сӗнсен?

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Хытах юратать-и ҫак хитре хӗрарӑм упӑшкине е ҫемьене аркатас килменрен кӑна Сантӑр сивӗнсе пынишӗн кулянать?

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Уля ҫамрӑк чухне мӗншӗн-ха ӑна, Федота, пурнӑҫра мала каяс ҫынна, тиркерӗ, е, тен, тиркемен те-и, Сантӑр унран маларах ӗлкӗрчӗ пулӗ те юрату сӗнме?

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Ӑна питӗ тимлӗн, чунран пӑшӑрханса итленҫи пулчӗ Топрисов, хашш та хашш сывлакаларӗ, хӑй те унпа пӗрлех кулянчӗ пек; тӗрӗссипе вара, Курмышовсен ҫемйине пулӑшасси асра та пулмарӗ, пачах урӑххи шухӑшлаттарчӗ халь арҫынна.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Ним те шарламасть хӑй, вӑрҫмасть, хирӗлмест, анчах сисетӗп: киле унӑн чунӗ пачах туртмасть…

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Вӑл сире итлеме кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Ну ӗнтӗ, манран та…

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

— Пулӑшӑр мана, Сантӑра тем пулчӗ, килтен сивӗннӗҫем сивӗнсе пырать.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Шантаратӑр-и? — Топрисов унпа килӗшсе пуҫне сулсан, хӗрарӑм чун тӗпӗнчен тухакан сасӑпа хушса хучӗ:

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

— Чим-ха, ан ҫилленӗр те, ак мӗн малтанах асӑрхаттарса хурасшӑн эп, Федот Неронович: ку сӑмах иксӗмӗр хушӑра ҫеҫ юлтӑр.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех