Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ӗҫре ывӑннӑ ҫыннӑн утасси килмест.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӳпе ҫав-ҫавах кӑн-кӑвакӑн курӑнать, тухӑҫ енче ҫеҫ вӑл, хӗвел ҫинӗрен тӗсне ҫухатма пуҫланӑ пусма евӗр, самаях шупкаланма ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Атӑлкасси енчен тарланӑ ҫурӑма уҫӑлтаракан вӑштӑр-вӑштӑр ҫил вӗркелет.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑнтӑрла шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑ хыҫҫӑн хире ҫӗрлехи сулхӑн ҫапнӑ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунта ҫав тери уҫӑ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӗрӗссипе, киле каяс та килмест.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Карачӑм, канма киле каяси е кунтах пиншаксемпе пӗркенсе ҫӗр каҫас-и тесе, кӑшт шухӑша кайса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Юлташӗ, пӗр смена ахалех ҫывӑрса выртнӑ ҫын вӑхӑта шеллесе калаҫнине ӑнланасшӑн пулса, ун еннелле чӑр-р! пӑхса илчӗ, анчах нимӗн те чӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ӑнӑҫсӑр, мӗн чухлӗ вӑхӑта сая ятӑмӑр, — вӑрҫрӗ Карачӑм, юлташне руль тыттарнӑ хыҫҫӑн трактор ҫинчен сиксе юлса.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ире хирӗҫ ҫеҫ, мотора чӗртсен, вӑл, вӑкӑра витӗмлӗ пушӑпа ҫапнӑ хыҫҫӑнхи пек, шартах сиксе васкамасӑр малалла шурӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехет иртрӗ, икӗ сехет иртрӗ, тепӗр сменӑра ӗҫлекен Петӗр тракторист ҫитсен унпа та чылай айкашрӗҫ, ҫапах та машина, хӑваласа та вырӑнтан хускалман вӑкӑр пек, нимпе те парӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Юлашкинчен, тарӑхса ҫитнӗ тракторист сайра-хутра ҫеҫ тӗрӗслекен пайсене сӳтме тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫук, трактор ӗҫлемест.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫур сехете яхӑн вӑл нимле айӑп та тупаймарӗ, бензин каймасть пулӗ тесе клапансене тасата-тасата, вӗҫӗмсӗр малти тыткӑҫа ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах ҫапла хавхаланнӑ, чун-чӗререн савӑннӑ хыҫҫӑн Карачӑм ӗҫӗнче каллех кӳренмелли сехетсем пуҫланчӗҫ: мотор чӑхамҫӑларӗ те, трактора нумайлӑха чарса лартмалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑмӑртатпӑр эппин, лайӑхрах ӗҫлеме хушатӑн пулсан, ӗҫлетпӗр!

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сана аса илсенех, манӑн шӑм-шак ҫумне ҫунатсем хутшӑнаҫҫӗ, манӑн вӗҫӗмсӗр сана кӑмӑла каякан ырӑ ӗҫ тӑвас килет.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятӑнтан та хитре эсӗ, сӑнӑнтан та чипер, анчах чӗрӗнтен, кӑмӑлтан тата хитререх.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Хитре хӗр Анушка!

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Анушка! — тет Карачӑм саспах.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех