Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте Альберта вунӑ ҫултах пӗр пӳлӗмне (унта ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ сӗтел-пукан, пӗр сӗтелӗ ҫине ылтӑн пулӑсем янӑ пысӑк аквариум лартса) уйӑрса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Альбертӑн янах таврашне арҫын мӑкӗ тапса тухсан та унӑн ҫывӑрмалли вырӑнне ирсерен ашшӗ-амӑшӗ пуҫтарнӑ, питне-куҫне те вӗсемех ӑшӑ шывпа ҫуса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Альберт ҫемьере пӗртен-пӗр ача пулнӑ, ҫавӑнпах пуль ашшӗ-амӑшӗ ӑна куҫ шӑрҫине упранӑ пек упраса, чикӗсӗр юратса, пӳлӗмри чечек вырӑнне пӑхса, тӗрлӗ «хура» ӗҫрен хӑтарса ӳстернӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Каҫхи шкулӑн вун пӗрмӗш класне вӑл, ашшӗ-амӑшӗ унта-кунта «чупкаланипе» производствӑра ӗҫлекен пек кӑтартакан суя справка тӑратса, кӑнтӑрлахи шкулӑн вуннӑмӗш класне пӑрахса пынӑ (тӗрӗссипе, япӑх вӗреннӗшӗн, дисциплинӑна час-часах пӑснӑшӑн, наркотик та ас тивсе ухмаха тухкаланӑшӑн ӑна шкултан кӑларса ярас ыйту та сиксе тухнӑ иккен).

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Магаев Альберт вара хула ачи, урӑх «чустаран унаса-йӑвалакаласа» тунӑскер.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Виҫӗ ҫул вӗреннӗ вӑл ҫав шкулта, питӗ лайӑх вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫав вӑхӑтрах Аркадий малалла вӗренес тӗллевне те татман: Шупашкарти ҫӳлте асӑннӑ каҫхи шкула вӗренме пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Завод ӑна пурӑнма общежитире вырӑн уйӑрса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ялта сакӑр ҫул вӗренсе свидетельство илсен, вӑл хӑйне ҫеҫ мар, ашшӗ-амӑшне те укҫа-тенкӗ енчен пӑртак та пулин «тӗкӗ парас» тесе, Шупашкарти промышленноҫ валли тракторсем туса кӑларакан завода ӗҫе вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫемьере вӑл пилӗк ачаран иккӗмӗшӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Бодров Аркадий — ялта ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑк.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Малтанласа, Татьяна Николаевна ҫак калавӑн тӗп геройӗсем ҫинчен экзамен хыҫҫӑн тепӗр кунне мӗн каласа панипе паллаштарам-ха.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

— Бодров Аркадий пуль… пульницӑра, — таткаласа кӑларчӗ юлашкинчен, ниепле те хӑй чунӗн пӑлханчӑк серепийӗнчен хӑтӑлаймасӑр…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Учительница татах тем каласшӑнччӗ, ҫак вӑхӑтра пирӗн пӳлӗм алӑкне ҫемҫен шаккани илтӗнчӗ, унтан, пашка-пашка, хыпӑнса, пӳлӗме хӑйӗн паян ҫырнӑ экзамен ӗҫне ик сехет каяллах парса хӑварнӑ, ҫан-ҫурӑмне ҫӑт-ҫӑт тытакан шурӑ блузка, кӑвак юбка тӑхӑннӑ тӑпӑл-тӑпӑл хӗрача — Милосердина Людмила — кӗрсе тӑчӗ, вӑл, сывлӑш тӑруках ҫавӑрса яраймасӑр, пӗр авӑк инкек «пӑрӗ ларнӑ» куҫӗсемпе пире курса-курмасӑр сӑмахне тӳрех пуҫлаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Мӗншӗн экзамена килеймерӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Анчах, мӗн пулчӗ-ши паян ӑна, Бодрова?

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

— Бодров Аркадин вара пӗр йӑнӑш та пулманччӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

— Мӗн тӑвӑн, тытман вӑрӑ вӑрӑ мар теҫҫӗ, — килӗшрӗ манпа учительница.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

— Анчах право тӗлӗшӗнчен пӑхсан, ӗҫе мӗнле ҫырнӑ, ҫапла хаклама тивет…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

— Эпир те, комисси членӗсем, асӑрхасах ҫитереймерӗмӗр пулас ҫакна, — Магаев экзаменра шпаргалкӑпа усӑ курнишӗн хама та айӑп туса, Татьяна Николаевна сӑмахӗсенче тӗрӗслӗх пуррине ҫирӗплетме васкарӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех