Çĕннисем
Решеткен тепӗр енче, пысӑк пахчара, ҫӗре яхӑн улмуҫҫи ҫитӗнет.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ун ҫумӗпе, урам енче, ытама кӗми ватӑ йӑмрасем ӳсеҫҫӗ.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӳрт крыльци, ултӑ чӳречеллӗ, тӗрлӗ сӑрсемпе сӑрласа эрешленӗ ытармалла мар ҫурт, лавккана кӗмелли самаях сарлака крыльца, сада тухмалли алӑк, — малалла вара, мӗн шыв хӗррине ҫитиех, ҫӳллӗ решетке тӑсӑлса каять.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ун умне хӑмӑрпа сӑрланӑ вӑрӑм чикмек таянтарса хунӑ.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫурт ҫумӗнчи вырӑсла хапхапа юнашар алӑкӗ урам еннелле уҫӑлакан пысӑк кӗлет.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ун вӗҫӗнче, сылтӑм енче, тимӗр витнӗ икӗ крыльцаллӑ, йӗри-тавра решеткеллӗ карта тытса ҫавӑрнӑ капӑр ҫурт ларать.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Паласкас урамӗ ҫырма хӗррине ҫитиех тӑсӑлса анать.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Аслӑ Паласӑн сулахай ҫыранӗ те, Тутар Яшми те вара ҫап-ҫара пекех: тутарсем йывӑҫ лартса ҫитӗнтерме юратсах каймаҫҫӗ.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унӑн сылтӑм ҫыранӗ тӑрӑх, ял хӗрринчен пуҫласа мӗн вӗҫне ҫитиех, тӑват-пилӗк ҫухрӑм та пулӗ, йӑвӑ ӳсекен йӑмрасем акӑш-макӑшшӑн кашласа лараҫҫӗ.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Аслӑ Палас Чӑваш Яшмин ҫурҫӗр енӗпе авкаланса иртет.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Нумай ҫын пахчинче тӗрлӗрен улмуҫҫи, чие, слива, хурлӑхан ӳсет, ҫырласем пиҫеҫҫӗ.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫуркунне ҫав йывӑҫсем ҫинче темӗн чухлӗ курак йӑва ҫавӑрса чӗп кӑларать.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӗсен ялӗ пӗтӗмпе тенӗ пекех лапсӑркка ватӑ хурамасемпе, мӑнаҫлӑ топольсемпе, ҫатрака туратлӑ йӑмрасемпе хупланнӑ.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Чӑвашсем сад ӗрчетме, йывӑҫ ӳстерме юратаҫҫӗ.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫавӑнпах ӗнтӗ ялӗсене те Чӑваш Яшми, Тутар Яшми теҫҫӗ.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӗринче, ҫырман сылтӑм енче, чӑвашсем, сулахай енче тутарсем пурӑнаҫҫӗ.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Аслӑ Палас шывӗн енӗпе Яшма ялӗсем вырнаҫнӑ.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Писатель нэп вӑ-хӑчӗпе колхозсем йӗркелеме тытӑннӑ тапхӑра ҫӗнӗ куҫпа пӑхса хаклать.
Ҫавраҫил // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Романти тӗп геройсем, чӑн пурнӑҫран илнӗскерсем, куҫ умне чӗррӗн тухса тӑраҫҫӗ.
Ҫавраҫил // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Автор хӑйӗн произведенийӑнче революци хыҫҫӑнхи чӑваш ялӗн сӑн-сӑпатне, хресченсен инкек-синкеклӗ те йывӑр пурнӑҫне ӑстан ӳкерсе кӑтартнӑ.