Çĕннисем
Выляса-кулса тӑракан сеп-сенкер куҫлӑ ҫамрӑк пуҫне сӗлтрӗ, ҫавӑнтах, тавар сӗтелӗ тавра йӑпӑр-япӑр чупса ҫаврӑнса, ашшӗ патне пырса тӑчӗ.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хальхинче те акӑ вӑтам пӳллӗ, пӗчӗк мӑйӑхлӑ, тӗм-хура ҫӳҫне ҫурма полькӑлла кастарса тап-таса хырӑннӑ хуҫа тавар сӗтелӗ умӗнче тӑракан ывӑлӗ патне пычӗ те: — Сергей, вун тӑваттӑ ҫапрӗ. Халь-халь Палас пӑрӗ хускалмалла. Тухса курар, — терӗ.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кун пек чухне Сахар лавккинче те ҫын пулмасть.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫакӑн пек вӑхӑтра чӑвашсем те, тутарсем те, ватти-вӗтти-мӗнӗпех, Палас хӗррине тухаҫҫӗ — пӑр тапраннине курса юлма тӑрӑшаҫҫӗ.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫӗрпӳрт, Чӑвакай текен ҫырмасенчен, ҫавӑн пекех ытти ҫырма-ҫатрасемпе вар-улӑхсенчен те ҫурхи шыв анма пуҫласан, пӑр хӑвӑрт кӳпчесе хӑпарма пуҫлать, юлашкинчен, ҫиллине шӑнараймасӑр, унтан та кунтан ҫатӑртата-ҫатӑртата ҫурӑлма пикенет.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кӗҫех ҫыранӑн икӗ енӗпе те шыв хӗсӗнсе тухать.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӑл, ҫӳлтен ҫӳле хӑпаракан хӗвел урисем ӑшшине парӑнса, кунсеренех шӑтӑклана-шӑтӑклана шупкалса пырать.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Малтан ӑна хупласа хунӑ юр ирӗлсе пӗтет, ун айӗнчен ҫаралса тухнӑ пӑр кӗленче пек йӑлтӑртатма пуҫлать.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Палас питӗ хӑвӑрт улшӑнса пырать.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫак хӑрӑк-харӑк килте чухӑн хресчен Хветут хӑйӗн ҫемйипе пурӑнать.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пахча вырӑнӗн хӑрах енӗпе, Палас ҫыранӗ хӗррипе, йӑмра кашласа ӳсет.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кил хушши пеккинче виҫ-тӑватӑ сурӑх та пӗр ырхан качака, ҫич-сакӑр чӑх.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӳрт хыҫӗнче кивӗ улӑм витнӗ пӗчӗк кӑна вите, алӑкӗ хӑрах тӑпси ҫинче ҫакӑнса тӑракан ҫатан сарай.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫил хапха витӗр картишӗнче мӗн пурри те йӑлтах курӑнать.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Захар Петровича хирӗҫех, урам урлӑ, виҫӗ чӳречеллӗ лутра кивӗ пӳрт лӑпчӑнса ларать.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ял халӑхӗпе кӳршӗ ял ҫыннисем ӑна «Сахар лавккаҫӑ» теҫҫӗ.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫакӑнта пурӑнать хӑйӗн ҫемйипе Захар Петрович Озеров.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ку енчен, ҫулсеренех темелле, хуҫисем сисиччен вӑрттӑн пусма ларнӑ ик-виҫӗ чӑх мамӑк ҫӑмхи пек чӗпписене киле ертсе таврӑнать.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сад вӗҫӗнче, ҫырма хӗрринчех, шурӑ мунча пур.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫулла кашни йывӑҫӗ айӗнче пекех, пӗчӗк кӑна тӑпӑл-тӑпӑл пӳртсем пек, вӗллесем курӑнса лараҫҫӗ.