Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ҫеҫпӗл ялан халӑхпа пӗрле пулма тӑрӑшать, ҫакӑнпа хӑйне телейлӗ, пурнӑҫӗ усӑллӑ тесе шутлать, унӑн лирикӑллӑ геройӗ халӑхпа пӗрле кӗрешет, унпа пӗр пурнӑҫпа пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Ҫеҫпӗл поэзийӗ хӑйӗн хӗрӳлӗхӗпе, тӳрӗлӗхӗпе ҫын чӗрине тыткӑна илет.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Романтикӑллӑ вӗри туйӑмпа вӑл ҫӗнӗ саманана, ирӗклӗх ялавне, интернационал кӗперне мухтаса юрлать.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Ҫеҫпӗл хӑйне те Ленина курма тӗл килнӗшӗн, Коммунистсен партине кӗнӗшӗн, хӑйӗн сасси миллионсен сассипе пӗрле янӑранӑшӑн чӗререн савӑнать, ҫакӑн ҫинчен вӑл дневникра та, сӑввисенче те хумханса каласа парать.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Ҫакна эпир Ҫеҫпӗл Мишши, Ф. Павлов, И. Тӑхти тата ытти писательсен произведенийӗсенче уҫҫӑнах асӑрхама пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Октябрьти социализмлӑ Аслӑ революци пулса иртнӗ, граждан вӑрҫи пынӑ тапхӑрта революционерсен сӑнарӗсем илемлӗ литературӑра вӑйлӑрах палӑрма тытӑнаҫҫӗ, писательсен те вӗсене хӑйсен кӗнекисенче ҫырса кӑтартас интерес нумай ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Тайӑрӑн художествӑллӑ сӑнарӗсем, унӑн лирикӑллӑ геройӗ фольклор геройӗсенчен уйрӑмрах, конкретлӑрах паллӑсемпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ пулин те, вӗсенче те пӗтӗмӗшле каланисем, уҫӑмлах мар шухӑшсем, умри тӗллеве аякран ҫеҫ курни, тӗтреллӗ абстрактлӑх ҫав-ҫавах юлнӑ-ха.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Хӑй пурнӑҫне халӑх ирӗклӗхӗшӗн пама тупа тунӑ ҫын сӑнарӗ курӑнать вӗсенче, ҫавна май поэт пире унӑн шӑпине трагедиллӗрех, хурлӑхлӑрах кӗвӗпе ҫырса пани те тӗл пулать.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Революционер сӑнарӗсене эпир Тайӑр Тимкки сӑввисенче те куратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Ҫапла пулсан та, Шелепи сӑввинче халӑх сӑмах-халапӗнчи сӑнарлӑх вӑйлах сисӗнет-ха.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Кунта хӑйне евӗрлӗ романтизм та, Горький калашле, улшӑнусем пурпӗрех пуласса ӗненекен, ҫӗнӗ те урӑх самана килессе кӗтекен романтизм палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Тен, Шелепие вырӑссен аслӑ писателӗ М. Горький ҫырнӑ Кӑйкӑр тата Ҫӗлен сӑнарӗсем килӗшнӗ?

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Пӗрремӗшӗнчен, патша цензури ирӗклӗн те тӳррӗн ҫырма чарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Кунта поэт мӗншӗн аллегорипе усӑ курнине, вӑлтса каланине тӗрлӗ сӑлтавсемпе ӑнлантарма пулать.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Вӑл ирсӗр Ҫӗлене хирӗҫ тӑрать, Хӗвел-кайӑк пулса, пусмӑра хирӗҫ тухать, халӑха ҫутта, ирӗке чӗнет.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Тӗслӗхрен, акӑ, Н. Шелепи хӑйӗн «Ҫӗлен» сӑввинче Ҫутӑ кайӑк ҫинчен каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Ҫав сӑнарсем курӑнма пуҫласанах, вӗсем темӗнле аллегориллӗрех, юмахри евӗрлӗрех пулса тухнине асӑрхатӑн.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Ҫакӑнпа пӗрлех е кӑшт маларах, Раҫҫейра революциллӗ хум вӑйланнӑҫемӗн, илемлӗ литературӑра ытти революционерсен сӑнарӗсем те палӑрма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Малтанах палӑртнӑччӗ ӗнтӗ, тӑван литературӑна пырса кӗнӗ пӗрремӗш коммунист сӑнарӗ вӑл Ленин пулнӑ тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

В. И. Ленин чӑвашсем пирки каланӑ кашни сӑмах, кашни ҫӗнӗрен тупнӑ факт пирӗншӗн ҫав тери хаклӑ, ҫакӑнпа пӗрлех ҫулпуҫ сӑнарне туллинрех, масштаблӑрах кӑтартса паракан произведенисем те, пӗтӗм Союзпа тӗнче умне тивӗҫлӗ кӗнекесем те кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех