Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

В. Эзенкин тӗпчевҫӗ «Вутпа ҫулӑм витӗр» произведение мемуарсен шутне кӗртет, унта илемлӗх мелӗсем, тӗслӗхрен, сюжет тума пӗлни кирлӗ пек палӑрмасть, уйрӑм сыпӑксем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнсах ҫитмен, вӑл роман та мар, тет.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Ҫапла, большевиксен витӗмлӗ агитацийӗ чӑваш каччин ӑс-пуҫӗнче тарӑн йӗр хӑварать.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Васильев киле те ирӗклӗх шухӑшӗпе, кивӗ йӗркесене тӗпренех улӑштарас кӑмӑлпа таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Вӗсенченех чӑваш салтакӗ Ленин ҫинчен пуҫласа илтет, Керенский йыттисем ун ҫинчен саракан ирсӗр элеке те ӗненме пӑрахать.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Вӗсем ытти салтаксемпе пӗрле службӑри пӗтӗм йывӑрлӑха тӳсеҫҫӗ, халӑх хуйхи-суйхине чӗре патне илеҫҫӗ, мӗншӗн ҫапла килсе тухнине — салтаксен вӑрҫӑра вилме, аманма тивнине, мул хуҫисем вара вӗсен юнӗпе, тарӗпе пуйнине куллен, тимлӗн ӑнлантарса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Окопра, митингра, госпитальте — пур ҫӗрте те вӗсем халӑх интересӗшӗн тӑраҫҫӗ, парти хушнине ҫирӗп пурнӑҫласа пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Писатель Щербаковпа Февралева кирек хӑш самантра та, кирек епле ӗҫре те чӑн-чӑн большевиксем пек кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Чӑваш салтакӗ Васильев, вӑрҫӑра аманнӑскер, тыткӑнра та пулса курнӑскер, вӗсемпе ҫывӑх туслашать, вӗсенчен вӗренсе пырать, пулса иртекен ӗҫсен тупсӑмне майӗпен уҫҫӑнрах ӑнкарма пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Ку романа автобиографиллӗ произведени теме пулать, унта мӗн ҫырнине автор пӗтӗмпех хай тӳссе курнӑ, чӗре витӗр кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Элкерӗн «Вутпа ҫулӑм витӗр» роман-хроникинчи Щербаковпа Февралев большевиксем шӑпах ҫавӑн пек ҫынсем ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Ыттисенчен вӗсем хӑйсен ҫирӗплӗхӗпе, дисциплинипе, йӗркелӗхӗпе, ӑнӑҫулӑхӗпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Ҫакна та асӑрхама пулать: вӗсем темӗнле тӗлӗнтермӗш ҫынсем те мар, хӑйсем ҫинчен пачах манса кайнӑ аскетсем теме те ҫук вӗсене.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

В. Краснов-Аслин «Шуррисемпе ҫапӑҫни», С. Элкерӗн «Вутпа ҫулӑм витӗр» произведенийӗсем большевиксен чӗрӗ сӑнарӗсемпе палӑрса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Вӗсем ку тӗлӗшпе мӗншӗн ыттисенчен маларах кайни паллӑ: вӗсем иртнӗ тапхӑр ҫинчен ытларах та пуянрах материал пухма, вӗсемччен ҫырнӑ юлташсен опытне те, ҫав шутра вырӑс тата ытти халӑхсен литературин ҫитӗнӗвӗсене те шута илме пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Асӑннӑ произведенисемпе танлаштарсан, В. Краснов-Асли, С. Элкер тата ытти писательсем граждан вӑрҫи хыҫҫӑн ҫырнӑ произведенисенче коммунистсене типлӑрах та конкретлӑрах, туллинрех те чӗрӗрех ӳкерсе панӑ тӗслӗхсене тупатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Ҫавӑн пек условисенче коммунистсем ҫинчен ҫырнӑ кашни произведени пысӑк усӑ кӳнӗ, халӑх массисене парти политикине ӑнланса илме пулӑшнӑ, эссерсемпе националистсен ирсӗр элекне сире-сире янӑ, ҫынсен куҫӗсене уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Хӑшпӗр произведенисенче коммунистсен сӑнарӗ уҫӑмлӑнах курӑнманни е пачах та пулманни ун чухнехи паллӑ сӑлтавсенчен килнӗ: коммунистсем йышӗпе те нумай пулман, уйрӑм писательсен пурнӑҫа курса-сӑнаса пӗлнӗ материал та сахалтарах пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Ҫавна пула Ҫеҫпӗл геройӗ те, романтикӑлла тум тӑхӑннӑскер, конкретлӑ ҫын сӑнарне сахал йышӑнать, этем пахалӑхӗсене туллинех кӑтартаймасть.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Калас пулать, Ҫеҫпӗлӗн лирикӑллӑ геройӗ йышлӑ массӑран пӗтӗмпех уйрӑлса тухайман-ха, вӑл хӑйӗн шалти шухӑш-туйӑмне пӗр енлӗрех, кӗрешӳпе ҫыхӑннӑ енчен уҫса кӑтартать, ытти туйӑмсем ҫинчен пӗлтерсех каймасть, ӑна пӗтӗм халӑх шӑпи ытларах шухӑшлаттарать.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Ҫеҫпӗл геройӗ, ун чухнехи ытти поэтсенни пекех, хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗ, Чӑваш тавралӑхӗ ҫинчен кӑна мар, пӗтӗм тӗнче анлӑшӗпе шухӑшлать, хӑйне те ҫавӑн пекех анлӑ чунлӑ, вӑйлӑ туять, ун чухне нумайӑшӗ кӗтнӗ пекех, часах, ҫывӑх вӑхӑтрах пролетариат революцийӗ пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрӗпе ҫӗнтерессе кӗтет.

Куҫарса пулӑш

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех