Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ҫакнашкал икӗ йышши определени хушшинчи уйрӑмлӑха хаҫатҫӑсем час-часах асӑрхамасӑр иртсе каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

Вырӑсла куҫарсан, Мускав студенчӗ «московский студент» пулать, Шупашкарти студент — «студент, находящийся в Чебоксарах».

Куҫарса пулӑш

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

Мускав студенчӗ Шупашкара каникула килнӗ пулсан, Шупашкара вӑхӑтлӑх килнӗшӗн Мускав студенчӗ пулма пӑрахмасть: вӑл унта вӗренет, унтах пурӑнать, анчах ӑна Шупашкарти студент (Шупашкарти Мускав студенчӗ) теме пулать.

Куҫарса пулӑш

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

Ҫапла вара, ҫӑл шывӗ тата ҫӑлти шыв, ҫӑл витри тата ҫӑлти витре йышши конструкцисене пӗр-пӗринпе танлаштарсан, вӗсене пӑтраштарма ҫуккине, пӗрремӗшӗсем иккӗмӗшӗсенчен пуянрах пӗлтерӗшлӗ пулнине, яланхи палла кӑтартнине асӑрхатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

Кун пек конструкцисемпе эпир шӑпах калаҫнӑ вӑхӑтра ытти вырӑнта ларакан витресенчен уйӑрса, палӑртса калама усӑ куратпӑр, танл. пӳртри витре, витери витре, чӑланти витре т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

Ҫӑлти витре тесе ҫӑла янӑ (кайнӑ) е путнӑ кирек хӑш витрене те калатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

Витресене вӗсем ӑҫта ларнине кура ушкӑнлама та (классификацилеме) май пур-ха, анчах ун пек ушкӑнлани никама та кирлӗ мар, мӗншӗн тесен витресен вырӑнне кашни самантрах улӑштарма пулать.

Куҫарса пулӑш

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

Ҫӑлти витре тесен вара — витресен тӗсне (видне) мар, хальхи вӑхӑтра вӑл ӑҫтине (хӑш вырӑнтине) ӑнланатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

Тӗллевӗ, функцийӗ тӑрӑх классификацилесен, витресен урӑх тӗсӗсене те кӑтартма пулать, танл. шыв витри — шыв тытакан витре, сӗт витри — сӗт сумалли е сӗт тытакан витре, ҫу витри — ҫу тытакан витре, ҫӗрулми витри — ҫӗрулми тытмалли витре.

Куҫарса пулӑш

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

Ӑна витресен пӗр тӗсӗ теме те пулать.

Куҫарса пулӑш

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

Ҫӑл витри сӑмах майлашӑвӗ ятарласа ҫӑлтан шыв ӑсса кӑларма уйӑрнӑ, яланах ҫӑл умӗнче тытакан витрене пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

Халӗ ҫӑл сӑмаха витре сӑмахпа ҫыхӑнтарса пӑхӑпӑр: ҫӑл витри тата ҫӑлти витре.

Куҫарса пулӑш

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

Ҫӑл шывне ӑсса кӑларса каткана ярсан та, вӑл ҫӑл шывӗ пулма пӑрахмасть, мӗншӗн тесен каткана янӑшӑн унӑн пахалӑхӗ улшӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

Шыв сӑмах ҫӑл е ҫырма сӑмахпа вырӑнне кура ҫыхӑнать (ҫӑл шывӗ, ҫырма шывӗ) пулин те, вӗсем ҫӑлти, ҫырмари формӑсем пек, хальхи вӑхӑтра шыв ӑҫтине, шыв вырӑнне тӳреммӗнех кӑтартмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

Ҫырма шывӗ вара — ӑшӑрах, тасах мар, ӗҫме те юрӑхлах мар, унпа апат пӗҫермеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

Ҫӑлтан ӑсакан шыв сивӗ, тӑрӑ, тутлӑ, ӑна ӗҫеҫҫӗ, унпа апат пӗҫереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

Кун пек чухне, чӗлхе мелӗпе ятарласа палӑртман пулсан та, шывсен яланхи палли тата пахалӑх сӗмӗ пурри сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

Акӑ, ҫӑл шывӗ, ҫырма шывӗ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

Сӑмахсене изафет йӗркипе майлаштарса тӑратни япаласен яланхи ҫыхӑнӑвне кӑтартма май парать.

Куҫарса пулӑш

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

Анчах та витре шывӗ, катка шывӗ темеҫҫӗ, мӗншӗн тесен шыва витрене е каткана янӑшӑн вӑл яланхи паллӑллӑ пулмасть.

Куҫарса пулӑш

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех