Çĕннисем
Кӗҫех ӗнтӗ куҫ тӗлне лекекен хӗрлӗ питлӗ пилеш-палан та «тӗтреленсе хуралса ларӗ».
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Каҫӗ вара, ҫӳлевӗҫ хир качаки патне лӑппӑн-лӑппӑн йӑпшӑнса, хырӑмӗ ҫинче шуса пынӑ пек, хура юпӑнчине вӑрман ҫинелле ытлашши хыпаланмасӑр, анчах ҫине тӑрсах сӗтӗрет те сӗтӗрет.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӑрманта пӗччен юлсан, Ҫӗр полюсӗсене йывӑҫ хупписен майлашӑвӗ е мӑк хӑш енчен ҫитӗнсе купаланни тӑрӑх пӗлме май пурри ҫинчен илтнӗччӗ-ха вӑл, анчах ку паллӑсем хӑйсем те халӗ ӗнтӗ каҫ сӗмлӗхӗпе хупланса, шӗвелсе, пач курӑнмиех уҫӑмсӑрланнӑ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Эх, компас пулинччӗ хӑть…».
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Васкани ҫитермест, ҫул пӗлни ҫитерет, теҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хӑш енчен?

Анчах хӑш енчен?
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Ҫак ҫул хӑш енчен те пулин «Ҫурҫӗр» поселока илсе ҫитермеллех-ҫке-ха.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Таракана пӗр ҫул, шыракана ҫӗр ҫул, — татӑлса каяс пек карӑнтарнӑ ӑс-тӑнӗпе юпленсе, чунӗпе ӑшталанса ӳкрӗ вӑл.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ӑҫталла каймалла?
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Унталла пӑхрӗ, кунталла тимлерӗ, ӑҫта та пулин ҫын сасси е машина-трактор кӗрлевӗ илтӗнмест-ши тесе сывлӑша тайса та итлерӗ — нимӗн те палӑрмарӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ку таврашра нихӑҫан та пулса курманскер, Ула Тимӗр ниепле те тӗшмӗртеймерӗ: «Ҫурҫӗр» поселока ҫитес е ӑна Сосновка поселокпа ҫыхӑнтаракан бетон-асфальт витнӗ-сарнӑ мӑн ҫул ҫине тухас тесен хӑш еннелле ҫул картмалла — сулахаялла-и, сылтӑмалла-и?
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Урлӑ ҫулӗ сарлакӑшӗпе ҫирӗм-вӑтӑр метр таранах, хӗррисем йывӑҫсӑр, вӗсен, хӗррисен палӑри-палӑрми ҫеремӗ алтӑк-кӑлтӑклӑ, сарӑхнӑ курӑклӑ, тылла пуҫҫиллӗ, тал пиҫенлӗ, кӑлканлӑ, шӑршлаккайлӑ, хура сӗлӗллӗ, шартла, шатра курӑксемлӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ак ӗнтӗ ҫак йӗр-ҫул хӑйне пуҫелӗклӗ, сарлака, пылчӑкпа хутӑш хӑйӑрлӑ, машина-трактор таврашӗ вӗҫ-вӗҫех ҫӳрекен лашман ҫулне (ҫук, Ула Тимӗр вӑрмана ку ҫулпа кӗменччӗ) пырса тӑрӑнчӗ те вӗҫленчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ула Тимӗр шартах хуҫӑлнӑ кӑмӑлпа, уҫӑмсӑр татӑк-кӗсӗк шухӑшлӑн епрелнӗ, лӑймакланнӑ, сарӑхнӑ чӑрӑш-хыр йӗппи, хӑрӑк-харӑк ҫулҫӑ тӑкӑнса тулнӑ палӑри-палӑрми йӗрпе сехете яхӑн танккарӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Малта, таҫта-таҫта аякра, ҫав-ҫавах тимӗр-тӑмӑр тавраш пӗр-пӗринпе ҫапӑнса хӳнклетни, кӗмсӗртетни, чанклатни, мотор пӗртемлӗ ӗрлени илтӗнкелет-ха.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Сулчӑ ҫанталӑк ӗнтӗ, хулпуҫҫийӗ урлӑ хура юпӑнчӑ уртса янӑскер, вӑрман ӗлкине тӗтрелетсе, уҫӑмсӑрлатса, пӑсӑрланса кӑна тӑрать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Лӑпӑсти шӑши ҫумӑрӗ чарӑннӑ пулас.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Кашкӑрсем кӑшласа яччӗрах сана!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Катаран, куҫне хӑнчӑррӑн ывӑтса, пӗтӗм чун хаярлӑхӗпе пӳклерӗ: