Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Пӗр кӳлленчӗкӗ вара «кӗр ҫулӗсем пуснӑ», ахаль те алли-ури вӑйӗ шалтӑр кайнӑ ҫынна чунне илмеллех хӑшкӑлтарчӗ: атӑ кунчи хӗрри таранах путнӑ урине шыв шӑпӑртаттаркаласа, ҫӑра ҫӑрӑлчӑка ҫӑрса сӗтӗркелесе кӑларнӑ чух, хӑшшӑн-хашшӑн сывлакаласа, шӑлне те шатӑртаттаркаласа илчӗ, унӑн пӑтӑр-пӑтӑр тарлӑ питне пукра ӑшшиллӗ юн та тӗмпӗл-тӗмпӗл тӑвӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӗллӗн-тӗллӗн ҫумӑрпа лепӗркеленнӗ, сӑпӑрчӑк ҫул та палӑрми пулчӗ, ҫавна пула Ула Тимӗр пӗр-ик хут та умри лапра кӳлленчӗкӗсене пыра-пыра тӑрӑнса лампӑртаттарчӗ, лапӑртаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Катари йывӑҫсене уйӑрса илме ҫук ӗнтӗ: вӗсен ӗлкисем пӗр-пӗринпе пӗрлешсе кайнӑ та йӗри-таврах хупӑрласа илнӗ пӗр тутӑх тимӗр тӑрӑхӗ пек курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тавралӑх кӗрхи каҫӑн хура кӳллине васкамасӑр, ыйхӑлама пуҫланӑ куҫне килпетлӗн, пӗр нӑшӑкламасӑр сӑтӑркаласа путса анса пырать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Татах сехете яхӑн пӗр чарӑнмасӑр, пашка-пашка, мӗхле-мӗхле, вӑркавлӑ шухӑша ӳксе лӑштӑртатрӗ, танккарӗ нихҫан курман-илтмен, тӗл-тӗл тӗпренех йывӑҫ тымарӗсемпе каркаланнӑ, хӗррисемпе лӑпӑр-лапӑр курӑкпа «пӳкленнӗ» шӑтӑклӑ-путӑклӑ ҫулпа.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак ӗнтӗ вӑл хӑйне тин ҫеҫ-ха ҫак ҫул ҫине илсе кӑларнӑ трактор йӗрӗллӗ прачакран та иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Татах тӑркаларӗ вӑл ним тума аптӑраса, ҫитмӗл те ҫиччӗ виҫкелесе, вара туртине хатӑррӑн ҫавӑрчӗ те хӑй килнӗ ҫулпах каялла тапрӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр чунне ӗнтӗ ҫуйкӑн пӑлхавӑр, хупласа, шик кантрипе ҫавӑрса ҫыхмах пикенчӗ тейӗн, ҫан-ҫурӑмӗ сӳ туса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Эхер те мехер мӑн ҫул-бетонка ҫине тухаймасан е поселока ҫитеймесен?..»

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӑшра вара пӗрремӗш хут шик ҫӑвӑре йӑшӑлтатса, ҫӳҫентерсе, куҫне уҫса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Урӑх нимӗнле ҫул та ҫук пулсан…»

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Каялла-и?

Анчах ӑҫталла каймалла?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ҫук, ку ҫулпа кайма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Чим-ха, капла эпӗ хӑш енчен килнӗ, ҫавӑнталлах, хам паян кӑмпа пуҫтарнӑ вырӑнсенех, ҫаврӑнса тухма пултаратӑп вӗт-ха, — ҫуйланса, ӑсӗ-тӑнӗпе чӑлхансах ӳкрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр тӑп чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗр кӗрчен, туратламас, асат хуҫнӑ каврӑҫ тӗлне ҫитсен курать — ҫул тӑваткал кӗтес тусах каллех сулахаялла кукӑрӑлать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Икӗ ҫухрӑма яхӑн танкӑшрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр сиссе те юлаймарӗ — темле асамлӑ вӑй ӑна сулахаялла вашт сулӑнтарчӗ те ячӗ, вара вӑл, ҫурӑмӗ ҫинчи ҫӑкне майлаштарса вырттарса, хӑрӑннӑ курӑкпа хупланнӑ ҫулпа васкасах малалла танкӑшрӗ, кӗтлӗхрен те, ҫамрӑк хурӑнлӑха куҫакан сылтӑмри вӗтлӗхрен (кашни йывӑҫ хӑйӗн ушкӑнӗшӗн ҫеҫ кашласшӑн, теҫҫӗ) те иртрӗ, тин ҫеҫ лартнӑ тата шалкӑм хырлӑха та, пач йывӑҫ-курӑксӑр, хуралса-кӗлленсе выртакан уҫӑ вырӑна та (кунта иртнӗ шӑрӑх кунсенче ама вут алхаснӑ пулас) хыҫала хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хушшӑн-хушшӑн йывӑҫсен тӑррисене халсӑр сулхӑн ҫил сӗртӗнкелесе, авса, ҫулҫӑсенчен ҫараткаласа илет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех