Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Писатель сӑмахӗ ахаль каласа пӗлтермелле ҫеҫ мар, чуна пырса тивмелле, куҫа курӑнмалла, асра юлмалла, хавхалануллӑ пулмалла. Ӑна ҫапла тума эпитет, танлаштару, метафора, аллегори, сӑпатлантару (олицетворени), метоними, гиперболӑпа литота, ирони, антитеза, перифраз т. ыт. те пулӑшаҫҫӗ» (76 с.).

Куҫарса пулӑш

Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.

Хӑйӗн маларах асӑннӑ статйинче вӑл акӑ мӗн ҫырать: «Чӗлхене илемлӗ те витӗмлӗ тумалли хатӗрсемпе мелсем темӗн тӗрлӗ те пулаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.

Писатель чӗлхи уҫӑмлӑ, сӑнарлӑ, пысӑк туйӑмлӑ пулмалла — ҫапла шутлать Александр Артемьев.

Куҫарса пулӑш

Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.

КАЛАС ШУХӐША ИЛЕМЛӖХ-СӐНАРЛӐХ МЕЛӖСЕМПЕ ВӐЙЛАТНИ.

Куҫарса пулӑш

Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.

Малалла эпир автор юсанӑ вырӑнсене, хамӑр пӗлнӗ пек ушкӑнласа, тӗплӗн тишкерсе тухас тетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.

Иккӗмӗш кӑларӑмра Александр Артемьев хӑй асӑрханӑ йӑнӑшсене, чӗлхе кӑлтӑкӗсене юсаса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.

Кунсӑр пуҫне автор, асӑрхайманнипе пулас, текст чӗлхине калас шухӑша уҫса пама пулӑшман, е ытлашши сӑмахсем кӗрте-кӗрте янине палӑртмалла.

Куҫарса пулӑш

Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.

Эпир асӑрханӑ тӑрӑх, пӗрремӗш кӑларӑмра хушӑран (хушӑран ҫеҫ!) калас шухӑша тӗрӗсех те уҫӑмлах палӑртманни, лексикӑпа логика, грамматика йӑнӑшӗсем пурри сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.

Чӑнах та, асӑннӑ повеҫӗн ҫапӑнса тухнӑ икӗ вариантне пӗр-пӗринпе чӗлхе тӗлӗшӗнчен танлаштарса тухсан, «Салампи» авторӗ хӑй произведенийӗн чӗлхе тасалӑхӗшӗн, сӑнарлӑхӗпе усӑмлӑхӗшӗн, витӗмлӗхӗпе сӗткенлӗхӗшӗн мӗн тери ҫивӗч тӑнине тепӗр хут уҫҫӑн куратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.

Александр Артемьев вара, талантлӑ сӑмах ӑсти, ун пек ҫырлахма пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.

Тепӗр автор пулсан, пуян та сӗткен чӗлхепе ҫырнӑ ҫак повеҫе иккӗмӗш хут ним юсамасӑрах кӑларнӑ пулӗччӗ-и, тен.

Куҫарса пулӑш

Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.

Ку вӑл «Салампи» повеҫӗн пӗрремӗшпе иккӗмӗш кӑларӑмӗсене танлаштарса пӑхсан та лайӑх курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.

Произведени чӗлхипе стильне юсаса лайӑхлатма вӑл вӑхӑт та, вӑй-хал та шеллемест.

Куҫарса пулӑш

Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.

Александр Артемьев — хӑйӗнчен ҫирӗп ыйтакан автор.

Куҫарса пулӑш

Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.

Ку тӗлӗшпе те «Салампи» авторне тиркеме мар, ырламалла ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.

Паллах, ҫынна вӗрентме тытӑниччен малтан хӑвӑн тӗслӗх кӑтартмалла.

Куҫарса пулӑш

Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.

Паллӑ писательсен ҫивӗч тӑмасан, литература чӗлхин аталанӑвӗнчи пӑсӑк туртӑмсем майӗпен вӑй илсе тарӑна кайма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.

Тӑван чӗлхемӗре ҫакӑн пек пӑхса пынине хирӗҫ кӗрешсе, Александр Артемьев тӗрӗс тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.

Тепӗр ҫӗрте вӑл хӑшпӗр писательсене пӗрреллӗ хисепре каламалли сӑмахсене нумайлӑ хисепре каланишӗн ятлать, ҫавна май ак еплерех тӗслӗхсем илсе кӑтартать: кӗлтесен тӗмӗ, кӑкӑр тулли орденсемлӗ салтак, тӑватӑ хытӑ ҫӑкӑр татӑкӗсем, хуралнӑ пит-куҫсемлӗ икӗ совет ҫынни т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.

Уйрӑмах вӑл тӑван чӗлхене ют сӑмахсене, пуринчен ытла вырӑс сӑмахӗсене, кирлӗ мар ҫӗртенех кӗртсе янине тӳсме пултараймасть, вырӑсла шухӑшласа чӑвашла ҫырнине ҫивӗччӗн критиклет (ҫав статьярах, 75 с. )

Куҫарса пулӑш

Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех