Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Асра юлмалла вӑйлӑ характерсем тума тӑрӑшакан театр 1947 ҫулта Н. Погодинӑн «Пӑшаллӑ ҫын» пьесипе ӗҫлеме хавхаланать.

Куҫарса пулӑш

Хастаррӑн, тӑвалла // Ф. Романова. П. Андреев. Чӑваш театрӗ, тав сана!: фотоальбом — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 120 с. — 7–13 с.

Хамӑр театртах эпир вырӑспа пушкӑрт, марипе грузин, украинпа бурят, удмуртпа тутар, кӑркӑспа белорус, латышпа осетин писателӗсен пьесисемпе паллашрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хастаррӑн, тӑвалла // Ф. Романова. П. Андреев. Чӑваш театрӗ, тав сана!: фотоальбом — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 120 с. — 7–13 с.

Вӑрҫӑ ҫулӗсенче, сӑмахран, В. Шекспирӑн «Отелло» трагедине лартса парсан, ҫакна: «Пысӑк утӑм, пысӑк ҫитӗнӳ, вӑл чӑннипех те чӑваш искусствин уявӗ пулчӗ», — тесе палӑртать «Чӑваш коммуни» хаҫат.

Куҫарса пулӑш

Хастаррӑн, тӑвалла // Ф. Романова. П. Андреев. Чӑваш театрӗ, тав сана!: фотоальбом — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 120 с. — 7–13 с.

Коллектив француз, нимӗҫ, чех, поляк, акӑлчан, пӑлхар, испан пьесисене чӑваш кураканӗсем патне ҫитерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хастаррӑн, тӑвалла // Ф. Романова. П. Андреев. Чӑваш театрӗ, тав сана!: фотоальбом — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 120 с. — 7–13 с.

Театр ӗҫӗнче ют ҫӗршыв классикин произведенийӗсем те тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хастаррӑн, тӑвалла // Ф. Романова. П. Андреев. Чӑваш театрӗ, тав сана!: фотоальбом — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 120 с. — 7–13 с.

Иванов, А. Софронов, А. Арбузов, А. Афиногенов, В. Розов, Ю. Чепурин, М. Шатров, Н. Анкилов, А. Вампилов тата ыттисен те.

Куҫарса пулӑш

Хастаррӑн, тӑвалла // Ф. Романова. П. Андреев. Чӑваш театрӗ, тав сана!: фотоальбом — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 120 с. — 7–13 с.

Театр афишинче — совет драматургӗсен ячӗсем: В. Маяковский, К. Симонов, Вс.

Куҫарса пулӑш

Хастаррӑн, тӑвалла // Ф. Романова. П. Андреев. Чӑваш театрӗ, тав сана!: фотоальбом — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 120 с. — 7–13 с.

1930 — 1950 ҫулсенчи репертуарта — Н. Погодин, В. Киршон, А. Корнейчук, Н. Вирта, К. Тренев пьесисем, Н. Островскин «Хурҫӑ мӗнле хӗрнӗ» тата А. Фадеевӑн «Ҫамрӑк гварди» романӗсем тӑрӑх лартнӑ спектакльсем.

Куҫарса пулӑш

Хастаррӑн, тӑвалла // Ф. Романова. П. Андреев. Чӑваш театрӗ, тав сана!: фотоальбом — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 120 с. — 7–13 с.

А. Грибоедовӑн «Ӑса пула инкек» Н. Гоголӗн «Ревизор», Л. Толстойӑн «Тӗттӗмлӗх тытӑмӗ» пьесисем те театр коллективӗн ӑсталӑхне туллин кӑтартма май пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хастаррӑн, тӑвалла // Ф. Романова. П. Андреев. Чӑваш театрӗ, тав сана!: фотоальбом — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 120 с. — 7–13 с.

«Васса Железнова», «Мещенсем», «Старик», хальтерех лартнӑ «Аркатакансем» спектакльсене те куракан кӑмӑлласа йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хастаррӑн, тӑвалла // Ф. Романова. П. Андреев. Чӑваш театрӗ, тав сана!: фотоальбом — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 120 с. — 7–13 с.

1953 ҫулта Е. А. Токмаков лартнӑ «Тӗпӗнче» спектакле уйрӑмах ырӑпа асӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Хастаррӑн, тӑвалла // Ф. Романова. П. Андреев. Чӑваш театрӗ, тав сана!: фотоальбом — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 120 с. — 7–13 с.

Театршӑн М. Горький пьесисен пӗлтерӗшӗ те пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Хастаррӑн, тӑвалла // Ф. Романова. П. Андреев. Чӑваш театрӗ, тав сана!: фотоальбом — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 120 с. — 7–13 с.

Тӗрлӗ ҫулсенче лартаҫҫӗ унӑн пьесисене чӑваш артисчӗсем: вӑтӑрмӗш ҫулсенче — «Кашкӑрсемпе сурӑхсем», «Хамӑр ҫынсем — йӳнеҫӗпӗр», «Ҫуклӑх — кӑлтӑк мар», «Василиса Мелентьева», «Тӑвӑл»; Тӑван ҫӗршывшӑн пынӑ Аслӑ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче — «Вӑрман», «Усрав хӗр», «Бальзаминов авланни»; вӑрҫӑ иртсен — «Ӗҫлесе тупнӑ ҫӑкӑр», «Чӗре чул мар», «Хулӑмсӑр хӗр», «Айӑпсӑр айӑплисем», «Кашни кашӑках аш турамӗ лекмест».

Куҫарса пулӑш

Хастаррӑн, тӑвалла // Ф. Романова. П. Андреев. Чӑваш театрӗ, тав сана!: фотоальбом — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 120 с. — 7–13 с.

Театр ӗҫе пуҫӑннӑранпах вырӑссен аслӑ драматургӗ А. Островский творчестви актерсен шухӑш-кӑмӑлне ҫӗклентерет, пӗр вӗҫӗм малалла чӗнет, ӑсталӑха ӳстерме хистет.

Куҫарса пулӑш

Хастаррӑн, тӑвалла // Ф. Романова. П. Андреев. Чӑваш театрӗ, тав сана!: фотоальбом — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 120 с. — 7–13 с.

Л. Толстой, А. Сухово-Кобылин, А. Чехов, А. Писемский, Д. Фонвизин, Л. Андреев, А. Луначарский, Ж. Мольер, Ф. Шиллер пьесисене кунта тахҫантанпах лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хастаррӑн, тӑвалла // Ф. Романова. П. Андреев. Чӑваш театрӗ, тав сана!: фотоальбом — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 120 с. — 7–13 с.

Театр хӑйӗн аталанӑвӗнче наци драматургийӗпе ҫеҫ ҫырлахмасть, паллах, вӑл ытти халӑхсен культуринчен те чӗрӗ хӑват илсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Хастаррӑн, тӑвалла // Ф. Романова. П. Андреев. Чӑваш театрӗ, тав сана!: фотоальбом — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 120 с. — 7–13 с.

Пултаруллӑ критикӑн витӗмлӗ сӑмахӗ артистсен ӑсталӑхне, сцена искусствине хӑпартас тӗлӗшпе питех те вырӑнлӑ, усӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Хастаррӑн, тӑвалла // Ф. Романова. П. Андреев. Чӑваш театрӗ, тав сана!: фотоальбом — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 120 с. — 7–13 с.

«Халӑх юратакан театр» монографи хатӗрлесе, Фаина Романова пысӑк ӗҫ турӗ.

Куҫарса пулӑш

Хастаррӑн, тӑвалла // Ф. Романова. П. Андреев. Чӑваш театрӗ, тав сана!: фотоальбом — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 120 с. — 7–13 с.

Уйрӑм артистсен пултарулӑхӗпе пӗрмай паллаштарать вӑл вулакансене, театр историйӗпе репертуарне тӗплӗн тишкерет, паян тумалли, халь татса памалли ыйтусем ҫинче чарӑнса тӑрать хӑйӗн статйисенче, тӗпчевӗсенче.

Куҫарса пулӑш

Хастаррӑн, тӑвалла // Ф. Романова. П. Андреев. Чӑваш театрӗ, тав сана!: фотоальбом — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 120 с. — 7–13 с.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче наци театрӗн ҫул-йӗрне Чӑваш АССР искусствисен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Ф. А. Романова ӑнӑҫлӑ тӗпчеме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хастаррӑн, тӑвалла // Ф. Романова. П. Андреев. Чӑваш театрӗ, тав сана!: фотоальбом — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 120 с. — 7–13 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех