Çĕннисем
Ҫапах ҫав ҫыравҫӑн тӑван литературинчи вырӑнӗпе пӗлтерӗшне сӑнаса пӑхни пӑсӑк ӗҫ иккен: наци характерӗн енӗсене шыранин малаш туртӑмӗ ҫук.
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Анчах ӗҫӗ пӗрех «кутӑнларах ҫаврӑнса тухрӗ»: уйрӑм писателӗн тӗнче литературинчи вырӑнне те ӑнкарма тӑрӑшмалла, совет литературинчи вырӑнне те манмалла мар.
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
«Уйрӑм халӑх литературине мар, уйрӑм писатель пултарулӑхӗн пӗтӗм Совет литературинчи, унтан та ытларах — тӗнче литературинчи вырӑнне тӗпчеме» кирлине ас тутарасшӑн пулчӗ.
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Уйрӑм геройӑн историллӗ рольне, нациллӗ кӑмӑлне сӑнани каялла пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тунине кӑтартать тесе шутларӗ.
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Анчах куна литературӑри партилӗх ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑнтарма та манмарӗ.
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Литературоведенире, критикӑра сӑнарсен тытӑмне, жанрсемпе стильсен кӑткӑслӑхне, илемлӗх ыйтӑвӗсене тӗпчесси «нихҫанхинчен те ҫивӗччӗн тухса тӑнишӗн» савӑнчӗ, ку Г. Я. Хлебниковӑн «Современная чувашская литература» кӗнекинче палӑрнӑшӑн хӗпӗртерӗ те пек вӑл.
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
«Совет литературин нумай нацилӗхӗнчен килекен проблемӑсене те произведенисенчи геройсен нациллӗ характерне (кӑмӑлне) тӗпченипех (хӑш-пӗр литературоведсем ӗмӗтленнӗ пек) татса пама ҫук», — тесе ҫырчӗ хӑй вӑхӑтӗнче В. Я. Канюков.
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Пӗр тивӗҫсӗртен искусствӑн чи сӗтеклӗ енне катертсе пыма тивнӗ.
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ҫӳлтен те ҫакна ытларах палӑртса пыма хушнӑ ун чухне, наци уйрӑмлӑхӗсем ҫул айккинчи вак-тӗвек пекрех курӑннӑ.
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Мӗн 1985 ҫулчченех темелле тӗрлӗ халӑхсен литературисене танлаштаруллӑ тишкерекенсем вӗсенче пӗрлехи сӑпат, интернационализм таппи курма васканӑ.
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Нацин культура сывлӑшӗ тӗпе тухма тытӑнать, куҫ умӗнчех ун хӑйне евӗрлӗхӗ ӳтленет.
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Кунашкал тӗпчевре суя ориентирсем хӑйсен пӗлтерӗшне ҫухатаҫҫӗ, халӑхӑн сӑнарлӑ, эстетикӑллӑ шухӑшӗ, тӗнче курӑмӗ мӗнле хывӑнни, мӗнле анлӑланни, мӗнле аталанни, епле тапхӑрсем хайлани чӗррӗнрех курӑнса каять.
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Чӑнласах паха, талантлӑ ҫырнӑ хайлавра ыттисенчен илнӗ пуянлӑх та наци сӑпатлӗ пулма тытӑнать.
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ӗнтӗ ытти литературӑсенчен илнӗ жанрсем, сюжет кӑткӑслӑхӗ-ансачӗ, ҫырас ӗҫӗн ӑсталӑх мехелӗсем, стиль туртӑмӗсем, илемлӗх хатӗрӗсем пӗрлешсе каяҫҫӗ кун пек чух, сӑнарлӑх ҫулӗ-йӗрӗ анлӑланать, калас сӑмах урӑхла вут туянать.
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Пӗрех тӗрлӗ енсене пӗрлештерекенни — халӑхӑн тавра курӑмӗ, ӗненӗвӗ, философийӗ, сӑнарлӑхӑн чӑн чӑвашла сӑн-сӑпачӗ.
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Анчах вырӑс литературин вӑйӑмӗ те пур кунта: Скворцов Лермонтовӑн прозӑри ӑсталӑхне асра тытать, Уяршӑн Толстой опычӗ паха.
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Уяр романне тимлӗ вуланӑ А. Артемьев калани те кӑсӑк: хайлаври кашни сыпӑк калав-портрет майлӑ тет вӑл.
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Скворцов хӑй кӗнекине ятнех тӗрлӗ повеҫсенчен, калавсенчен хывнӑ пек ҫырнӑ.
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Хайлавсен кашни сыпӑкӗ, пайӗ вӗсенче уйрӑм произведени пуласла хевте тупать.
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Хв. Уярӑн «Танатинче», Ю. Скворцовӑн «Ҫын ӑшшийӗнче» (ӑна вӑл роман пек хайлама ӗмӗтленнӗ) романри эпикӑлӑх та расна сӑпат патне туртӑнни питӗ уҫӑмлӑ.