Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Чӑн, сӑнарлӑ публицистикӑн шалти тытӑмне сӑнасах йӑпанмасть тӗпчевҫӗ, пушкӑрт литературин малтанхи утӑмӗсенче публицистика сӑнарлӑх таппи туянса пынине ытларах тӗпчесси килет ун.

Куҫарса пулӑш

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Тӳррипе вара, тет пушкӑрт тӗпчевҫи Р. Амиров, икӗ публицистика пур — «таса публицистика» (хаҫат-журналта хута каяканни) тата сӑнарлӑ публицистика.

Куҫарса пулӑш

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Публицистика тенине те уҫҫӑнрах ӑнлантарса хӑварни кирлӗ, мӗншӗн тесен эпир паянччен ӑна хаҫат-журнал ӗҫӗпе ытларах ҫыхӑнтарнӑ, писатель хӑйӗн шухӑшне тӳррӗнрех пӗлтерни пек тӗшмӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Калас пулать, тап-таса стиль ҫук кунта — психологизм мелӗ час-часах е философиллӗ, публицистикӑллӑ, лирикӑллӑ сӗм йышӑнать; авантюрлӑ стиль философилӗх паллисемпе тарӑнланни тӗл пулать т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ӑна нумай ҫулсем хушши тӗпчесе пурӑнни мана ҫапла ҫирӗплетме май парать — лирикӑллӑ-романтикӑллӑ стиле, публицистикӑллӑ, философиллӗ, пӑтӑрмахлӑ стиле, психологиллӗ тата авантюрлӑ стиль пулӑхӗсене.

Куҫарса пулӑш

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Чӑнах, мӗнле стиль евӗрӗсене кӑмӑлларах парать-ши чӑваш литератури?

Куҫарса пулӑш

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Кунашкал енсене нациллӗ литературӑн стиль сӑн-сӑпачӗ хӑйле пулнине ӑнкарса илмесӗрех тупма ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Акӑ мӗншӗн вӑл (ҫиелтен пӑхсан) кирлӗ-кирлӗ мар ҫинчен пуплешнӗн туйӑнать, шухӑшӑн чӑн тӗшшине таҫта шалах пытарать вӑлтма, юптарма ӑста писатель.

Куҫарса пулӑш

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ҫитменне, шухӑша кӗскен, лапидарлӑн ҫавӑрас хевте те кирлӗ чӑваш публицистне, унта пытарӑнчӑк ытарлӑх тупасси те ырӑ.

Куҫарса пулӑш

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Тӑхтин ав хӑй аталантарса пыракан сӑмах таппине иленесси, ҫав энергие парӑнасси килет.

Куҫарса пулӑш

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Анчах Чехова кунашкал ӗҫ екки ҫӗнме хӗн ситуацие сӑнлама кирлӗ-мӗн, абхаз прозаикӗ пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн амаланса пыракан ироние майӗпен гротеск шайне ҫитерет, произведенин жанр никӗсне вырнаҫтарать.

Куҫарса пулӑш

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Шырав анине анлӑлататӑн та М. Зощенкӑн искусствинчи поэтика хатӗрӗсем те ҫаврӑнса тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Унччен асӑннӑ тӗслӗх патне таврӑнар — И. Тӑхтин тӑрӑхлас екки хӑш тӗлӗшрен Чеховӑнни, Искандерӑнни пек тенӗччӗ маларах.

Куҫарса пулӑш

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Тишкерӳҫӗн вара танлаштаруллӑ мелпе пусӑрӑнарах ӗҫлеме лекет.

Куҫарса пулӑш

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Тӗрлӗ стиль паллисене ытти литературӑсенчипе шайлаштарсан калас шухӑш суя пулни те палӑрма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Паллӑ — кунашкал ӗҫ хапине тӗпе хурсан тӗпчевҫӗн тивӗҫӗ самай йывӑрланать, ҫак е леш пулӑм чӑваш культуришӗн кӑтартуллӑ тесе каласси питӗ яваплӑ пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Шак хурса калаҫас йӑла, калас сӑмаха аяккалла пӑрса янӑ пек туса пуплешни, ытарлӑ халапсемпе усӑ курма кӑмӑллани, сӑмаха вӑрӑма ямасӑр, кӗскен калаҫасси… — ҫакӑ пурӗ пӗрле, тӗсерех пӑхсан, прозӑн пулӑхлӑ, чи тутлӑхлӑ поэтики пулни чӗррӗн курӑнать, нацилӗхӗн чи таса, чи вӑйлӑ енӗсене упрать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Эпир пӗлекен сӑнлӑх-сӑнар ҫакна кура тӑркача расна пӗлтерӗш йышӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ку ҫеҫ те мар, чӑваш чӗлхин чӑн нациллӗ уйрӑмлӑхӗсене асӑрхани те самай пулӑш тӗпчевҫӗшӗн.

Куҫарса пулӑш

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ҫакнашкал ҫӗршӗр ыйту тухать тӗпчевҫӗ умне, халӑхӑн ӑс-хакӑл, чун-сипет историне тарӑннӑн сӑнама хистет.

Куҫарса пулӑш

Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех