Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ҫӗн самана юрӑҫи, тӗпчевҫӗ шучӗпе, ыйтуллӑ, кӑшкӑруллӑ фразӑна кӑмӑллать, ҫӗкленӳллӗ интонаци хывать, сӑнарлӑ чӗлхен синтаксисне обществӑна кирлӗ ҫӗнӗлӗх таппипе шайлаштарать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Пекех, евӗр, тейӗн хыҫсӑмахсемпе хайланнӑ танлаштарусем те ҫук сӑвӑҫӑн тет вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Сироткин хӑй те «кӑвар кайӑкла», «вут-ҫулӑмлӑн» йышши тӗслӗхсем Ҫеҫпӗл умӗнхи ҫыравҫӑсен пулманнине асӑрхать, поэт сӑнарлӑхӗшӗн статикӑллӑ, хытса ларнӑ, ӗҫ-пуҫ ерипен аталаннине кӑтартакан сӑнлӑхсем ют пулнине асӑрхать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Наци шӑпи пирки шухӑшласа чунне ватнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ҫеҫпӗлӗн ҫӗнӗлӗхӗ литература чӗлхине ҫӗнетессинче мар пулӗ, тӑван халӑх шӑпине анлӑн, панорамӑллӑн сӑнарласшӑн пулнӑ художник, уйрӑм чӑваш сӑнарӗнче пиншер этем шӑпине курма ӑнтӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ку вӑл литературовед ӗҫӗ мар, словарь тӑвакан лексикографӑн нуши-хури.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Анчах кирлех-ши поэт тунӑ сӑмахсем литература чӗлхине кӗнипе кӗменни?!

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Пӗрех, Н. Григорьев та унчченхи методологи никӗсне хисеплесшӗнех: сӑнарлӑ чӗлхери процессене вӑл та литература чӗлхинчи процессемпе танлаштарса пӑхасшӑн.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ҫапах та ҫак критик ҫырнинче урӑх сӗмленӳ те пур: кун пек сӑмахсен шухӑша кӗскен те витӗмлӗн палӑртас техӗмӗ вӑйлӑ, гениллӗ поэт вӗсене, философиллӗ трактата тивӗҫ сӑмахсене, «поэзие кӗртет».

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Тӗпрен илсен, паха ҫырнӑ статйинче («Ҫеҫпӗл чӗлхипе стиль уйрӑмлӑхӗсем») Н. Григорьев та ҫав шухӑшпах хӗрет: «малашлӑх», «пуласлӑх», «паттӑрлӑх» йышши сӑмахсем чӗлхене ҫирӗп кӗрсе вырнаҫнӑшӑн хӗпӗртет.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Теперь они прочно вошли в литературный язык» — тесе пӗтӗмлетет хӑй шухӑшне, эстетика факчӗсене вара нормативлӑх енчен пӑхса хаклать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Существительные, образованные от относительных прилагательных, «хӗрлӗ-хӗрлӗ» (краснейший), «сарӑ-сарӑ» (красивейший) и др., превосходная степень, образованная путем удвоения прилагательного и неупотребительная в языке дореволюционной литературы), «пӳртсемлӗ», «ҫынсемлӗ» (прилагательные, образованные от существительных множественного числа (дом, люди).

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

«До Сеспеля, — тет Сироткин, — в чувашском поэтическом словаре совершенно не встречались такие неологизмы и словообразования, как «нишлӗлӗх» (немощность), «хурлӑхлӑх» (бедственность) и др.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Паллах, чӗлхе новаторлӑхӗ те ҫакӑнпах сӑлтавланать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Панорамӑллӑ сӑнсемпе, пӗтӗм халӑха ярса илнӗ ҫӗкленӳпе пӗр хаваллӑ вӑл: «Ҫӑвар чӗрем — пин ҫын чӗри», «Ҫӗршывӑм чӗрӗлет!», «Ҫӗн сывлӑш, вӗр!», «Ҫӗн кун… Чӑваш уйне ака тума тухать»…

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ҫак чӗнӳ-йыхӑру ҫирӗп сулӑмлӑ фразӑна вырнаҫать поэтӑн, марш кӗвви пек ӳсӗмлӗхпе пӗтӗҫет.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Чӑн, пысӑк патриот пулнӑ Ҫеҫпӗл, халӑха юратнӑ, ҫамрӑксене мал утӑмлӑ пулма чӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Сироткин ӑна хӑй вӑхӑтӗнче нимрен малтан патриот пек курнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ҫапах кун пек сӑнарсем ӑнсӑртран сиксе тухман художникӑн: халӑхӑн пӗрлехи кӑмӑлне ҫӗнӗлле сывлас культурӑн техӗмӗпе ҫыхнинчен тымарланнӑ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Сӑнарсем абстрактлӑ пулнин вӑрттӑнӗ шӑпах ҫакӑнта упранать — чӑваша пӗр пӗтӗм сӑнлӑ курнинче.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех