Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Сӑмахӗ ун уйрӑм ҫын сӑмахӗ ҫеҫ мар.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Анчах ӗненӗве вӑл пуҫӗпех ҫухатать тес килмест.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Кӗтни, шанни хӑй ҫӗре кӗриччен килес ҫуккине ӑнланнӑран поэт трагедийӗ тата ытларах тарӑнланать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Пӗрре ҫирӗп ӗненӳпе хавхаланса каять ӳнерҫӗ, тепре шанӑҫа ҫухатнӑ пек пулать («шанчӑксӑр чунӑма сивӗ ҫапрӗ»).

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Нумай сӑвви ун ҫав сывлӑшпа сывлать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Трагедилӗх таппи чӑнах та вӑйлӑ сисӗнет Ҫеҫпӗлӗн.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Унӑн та Ҫеҫпӗлӗнни пекех аманать сисӗмлӗ кӑмӑлӗ, вӑл та паянлӑха шанми пулса тӑрать, ыранлӑхри идеала чун илемӗнче тупасса шанать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Уйрӑммӑнах Скворцовӑн нумай енлӗ сисӗнет вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ку ӗнтӗ вӑл Ҫеҫпӗлӗн туртӑмӗсене ҫывӑх курниех.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Кун пек чух чун ыратӑвӗллӗ ҫын ҫут ҫанталӑк чӗлхипе калаҫать (Хв. Уярӑн Ухтиванӗ — «Таната», Скворцовӑн Укахвийӗ — «Уках хурӑнӗ»), чунӗ-юнӗпе кӗвве, кӑмӑл туртнӑ ӗҫе парӑнать (Мултиер, Ухтиван — Уяр геройӗсем, Славик, Паня — Скворцов харкамӗсем), ҫынсем хушшинче ҫил-тӑманри пек ҫӗтсе ҫӳрет (Янтул — Уярӑн «Таркӑнӗ», Виталий — Скворцовӑн «Пурнӑҫ хумӗ») т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Халӗ тата тепӗр уйрӑмлӑх пирки калам: Хв. Уярпа Ю. Скворцов вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенчех сӑмаха шанми пулаҫҫӗ, 70-мӗш ҫулсенче вӑл суя пуласса, хӑй пӗлтерӗшне ҫухатасса, ултавлӑ шухӑш хывасса сиссе илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи тапхӑрта вӑл та: «Эп сӑмах хӑватне ӗненетӗп», — тесе хурать татӑклӑн.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Шухӑш таппипе пӗр кӗвӗллӗ пулнӑран П. Хусанкая аса кӳме юрать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ҫавна пула паянхин сӑнарӗ тӗпе ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Куна ӑнланатпӑр — вӑрҫӑра арканнӑ тӗнчене илем-тирпей кӳрес тапхӑр тӑнӑ вӗсен умӗнче.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Пурнӑҫӗ ун — паянхи умӗнчи чыслӑ тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ҫакна чухла тӑркач ӗненетӗн: паянхишӗн яваплӑ этем ӗнерхишӗн асапланмӗ, ыранлӑхран хӑрамӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Анчах иккӗшӗ те ҫав художниксем паянхи куна кӑмӑллаҫҫӗ нимрен ытларах, иртнӗ кун ҫути вӗсене паянхин ӑшӗ-чиккине ӑнкарма, ун умӗнчи яваплӑха ӳстерме кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Калавӗ-повеҫӗ вӗсен уйрӑм герой каласа пани пек хывӑнать е тата автор ҫавӑн йышши сӑнарсен шухӑш таппине ҫырса пӗлтернӗн хайланать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

А. Артемьевӑн, В. Игнатьевӑн ҫыннисем те сӑмаха шанаҫҫӗ, вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи лару-тӑрӑва, пин-пин этеме пӗрлӗх кирлӗ чух ун витӗмӗ усӑллӑ пуласса ӗненеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех