Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Сӑнарлӑ пуплев, чӗлхен тӗрлӗ хатӗрӗсем, поэтика деталӗсем хушма сӗм кӗртекен сӑрсем кӑна мар, шӑпах вӗсенчен килме пултарать произведенин шухӑш-кӑмӑл содержанийӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Форма тенине вара ун шалти содержанине асра тытмасӑр туллин ӑсласа илме хӗнтерех пулма пултарать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ку тӗлӗшрен искусство нимрен малтан форма пулнине ӑнкарни кирлӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ҫавӑн чухне тин кашни писателӗн хӑйне тивӗҫ вырӑнне уйӑрса илме вӗренӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Куна ӑнланма, паллах, илемлӗ хайлавсене эстетика енчен тарӑннӑн тишкермелле, кашни стиль турачӗн хӑйне евӗрлӗхне тупса палӑртмалла.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Апла пулсан тӗрлӗ енлӗ традицисем хывӑнаҫҫӗ литературӑмӑрта, туратланса нумай енлӗн аталанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Паллах, ытти литературӑсен опытне кӑмӑлланӑ тӗслӗхсем те йышлӑ: роман, сага, нумай томлӑ кӗнекесем, поэзири сонет, октава, прозӑлла сӑвӑ, рондо, рондель, секстина пек жанрсем тата ытти ҫавнашкал пулӑмсем чӑвашсен сӑмах культурине самай пуянлатнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Халӑх культуринчи пӑтӑрмахлӑ ӗҫ-пуҫ, ӑнсӑртран кӗмсӗрт пулакан лару-тӑрусен пулӑхӗ Л. Агаков, М. Кипек, Хв. Уяр, М. Илпек, М. Ухсай, Н. Мартынов, Г. Луч пек ҫыравҫӑсен шыравӗсенче ӳтленнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Шухӑша кӗскен, ытарлӑн калас хавал Хв. Уяра, Ю. Скворцова, Хв. Агивере аса илтерет, чӑваш сӑмах искусствинчи философилле туртӑмсем ҫине шак хурать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

И. Яковлев букварӗсенчи миниатюрӑсене илер-и тата.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Вӗсен тымарӗсем халӑх сӑмахлӑхӗнчи ӑса вӗрентекен халапсенчен сӗткен илсе тӑраҫҫӗ тесен йӑнӑшмӑпӑр та-и ак.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Тӗрлӗ ӑсталӑхпа, тӗрлӗ халпа ҫырнӑ публицистикӑллӑ, нравописаниллӗ произведенисем вӗсем.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Илӗр-ха ав Сп. Михайловӑн, И. Юркинӑн, Игн. Ивановӑн, А. Емельяновӑн, Л. Таллеровӑн, В. Петровӑн, А. Тарасовӑн хайлавӗсене.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Чӑваш литератури пӗр ҫулпа кӑна аталанман.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ҫапах та хамӑр культура йӑвинчен ытти тӗнчене тухса курас тесен, тен, хамӑр йӑвара мӗн пуррине те пӗлмелле?

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Уяр геройӗсенчен пӗри («Таната») аса килет: ял-йышӗ умӗнче вӑл ялтан вӑтӑр ҫухрӑм инҫӗшне тухса курнипе мухтанать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ун опытне ӑша хывнӑ Скворцовшӑн, Мартыновшӑн вара кӑмӑл хусканӑвне тарӑннӑн тӗпчемелли май та тупӑнать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ҫеҫпӗлех ав (паллах, пултарулӑхӗ ҫитменнипе мар, эстетика тӗллевӗсем урӑхла пулнине кура) чун ыратӑвне тӗпчет ытларах.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Калас пулать, проза ани ҫак енчен питӗ пулӑхлӑ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ку вара геройшӑн чун тӗпчевне йӗркелемелли тӗп мехелсенчен пӗри пек хайланать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех