Çĕннисем
Тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм:
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Алкоголь тени майӗпен хӑйӗн ӗҫнех тӑвать: халь акӑ Шанаров пуҫ ыратать тесе, тепӗр чух ял тӑрӑх эрех шыраса ҫӳрет, одеколона та тиркемест.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Ун пеккисен тулли стаканне Шанаров нихҫан та аяккалла сирмен.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Пур-ха хальлӗхе пирӗн хушӑра эрех ӗҫтерсе мӗнле те пулин ӗҫ майлаштарма тӑрӑшакансем.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Бригадирта е ферма пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ май янтӑ эрех тупӑнкаланӑ Шанаровӑн.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Ара, упӑшки вӑрҫмасть, чӑркӑшмасть — тӳрех вырӑн ҫине чӑмать, хӑйӗн укҫипех ӗҫмест тата.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Арӑмӗ мӑрт-мӑрт тукаланӑ пулӗ-ха, анчах ытлашшиех тиркешмен.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
«Ҫур литр пушатсан та, арӑм эп эрех ӗҫнине сисеймест», — мухтанатчӗ вӑл ҫамрӑк чух.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Шанарова вара пин тенкӗлӗх ӗҫтерсен те виҫӗ пуслӑх шавлаттараймастӑн.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
— Тепри пур – виҫӗ пуслӑх ӗҫет те пин тенкӗлӗх шавлать.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
— Ӗҫессе Шанаров малтан та ӗҫнӗ-ха, анчах ҫавӑ питех палӑрман кӑна, — терӗ Ажайкин.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
— Хӑй вӑл час-часах ӗҫет пулас тата.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
— Тен, тӗрӗсех шухӑшлатӑр, — иккӗленерех каларӑм эпӗ.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Вӑл ҫавӑн пек хӑтланни ӗнепе ҫыхӑнман-ши?
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Шанаров ӳсӗр чухне час-часах историллӗ пысӑк йӑнӑш турӑм тесе кӑшкӑрать, хӑйне чӑмӑрӗпе кӑкӑрӗнчен чышкалать.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
— Ӗне пирки Еленпе Наҫтаҫ ахальтенех шавламаҫҫӗ пуль.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
— Ҫырӑва эсир архива яма ан васкӑр, — асӑрхаттарчӗ Ажайкин.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Кил тӗлне ҫухатнӑ такасем макӑрса чупнисӗр пуҫне ялта урӑх нимле сас-чӗвӗ те илтӗнмест.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Хӗвел ял ҫумӗнчи вӑрман хыҫне пытаннӑ ӗнтӗ, анчах тӗттӗмленсех ҫитмен-ха.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Столовӑй умӗнче эпир Ажайкинпа иксӗмӗр кӑна тӑрса юлтӑмӑр.