Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Кил картинчи ҫамрӑк хурӑн ҫинчи шӑнкӑрч йӑвинче чӗпӗсем чӑрӑклатма тытӑннӑ вӑхӑтра Кирик авланчӗ, Ӑвӑслӑхри кайӑк-кӗшӗк ферминче ӗҫлекен чакӑр куҫлӑ ҫивӗч Ульккана качча илчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Анкартине мунча лартсан аслӑ ывӑлне Татти инке авланма вӑхӑт ҫитни ҫинчен асӑрхаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Шемердянов, пуртӑпа каскалама пултараканскер, урамалла крыльцаллӑ веранда кӑларчӗ, ултӑ чӳречене чӗнтӗрлӗ хашаксемпе илемлетрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тар тӑкни харама каймасть: ултӑ кӗтеслӗ пысӑк пӳрт ял халӑхне тӗлӗнтерсе кермен пекех капмаррӑн ҫӗкленсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кирик, малтан палӑртнинчен хӳхӗмрех пӳрт лартма шут тытнӑскер, ҫулталӑка яхӑн Атӑл леш енче вӑрман касса пурӑнчӗ, хӑй ӗҫлесе илнӗ пӗренесене Сӑр ҫинчи Вылварри пристаньне юхтарчӗ, мӑкне йӑлӑмра хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Герасим Федотович вара икӗ ҫул хушши кашни уйӑхрах амӑшӗн ячӗпе укҫа ярса тӑчӗ: хӑй вӑл, ҫамрӑкскер, ытлашши тӑкаклама вӗренсе ҫитменччӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Механизаторсен шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ Кирик колхозра сахалах ӗҫлесе илмен пулин те, вӗсен — амӑшӗпе иккӗшӗн — укҫа-тенкӗ хӗсӗкрехчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Каярахпа ҫурт-йӗр лартасси ялсенче ҫулсеренех хӗрӳленсе пычӗ те, Герасим Федотович отпуска килсен Татти инкепе Кирик — ӑна ялта халь пурте пекех Шемердянов теҫҫӗ — ҫӗнӗ пӳрт тӑвасси ҫинчен ҫеҫ калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи пирвайхи ҫулсенче ӑна никам та тиркемен, Шемердяновсем хӑйсем те пӑшӑрханман.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сухӑр юхтарман хыр пӗренерен тунӑскер, ҫине турпас витнӗскер, ҫирӗпчӗ, хӑтлӑччӗ, ӑшӑччӗ: урамалла — икӗ чӳрече, картишнелле — тепре.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑрҫӑра вилнӗ Хӗветут арӑмӗпе икӗ ачине начар пӳртрех пӑрахса хӑварманччӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӗсем пӗр-пӗринпе хирӗҫсе кайнӑшӑн пӳрт айӑплӑ темелле-ши?

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пиччӗшӗпе инкӗшӗ ӑна ырӑ сунсах кӗтсе илмӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫырмаран яла хӑпаракан тӑкӑрлӑкра Герасим Федотович чарӑнса тӑчӗ: пиччӗшӗ е куккӑшӗ патне каймалла?

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Чӗре тулли тарӑху капланнӑран чӑтма ҫук туртас килчӗ, анчах ҫырмара ҫынсем курӑнмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Пӗр шутласан, столовӑйра чӑн-чӑн сысналла пуҫтахланчӗ».

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Ӗҫӗ-хӗлӗ ӑнса пынӑран Мамарланов юлашки ҫулсенче хӑйне чӑнах пысӑка хума пуҫламан-и? — иккӗленерех шухӑшларӗ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ахальтен мар ҫырмара шырлан таврашӗ пачах юлман.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫавнашкал туйӑм Сантӑрӑн та пур-тӑр.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ку пӑтӑрмах тахҫан-тахҫанах пулса иртнӗ пулин те, ҫурӑм урлӑ Тимахван мучи ҫапни халь те ыратнӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех