Çĕннисем
Повесть-калав ячӗсене те тӳррӗнрех парать писатель: «Чапшӑн пурӑнмастпӑр» тет ял нуши-хурине сӑнас тенӗ произведени валли тивӗҫлӗ тесе шутланӑ ят тупса.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ҫав аркану чылай пуҫлӑхӑн хуҫалла, ӳпӗнчӗкле кӑмӑлӗнчен килнине ӑнкарать.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Анчах ҫав аркану обществӑн юхӑнсах ҫитнӗ тӑрӑмӗпе те уйрӑлми ҫыхӑннине тӗшмӗртет вӑл.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ҫӗнетӳрен ытла аркану ахрӑмӗ килсе ҫапӑнасса туять ҫыравҫӑ.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ку — питӗ аван, публицистика нихҫан та историллӗ перспективӑна сисӗмлӗн туйнисӗр ҫырӑнаймасть.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ҫакӑ пурӗ ҫӗнетӳ тенӗ тапхӑр, ун хыҫҫӑнхи пилсӗр самана ҫитессине туйни-тӗр Емельянов хайлавӗсенче.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Пуҫлӑхӗсем те ав — ӗҫ хӑйсене хуҫалла тытма май паракан мехел пулса тӑнӑ вӗсемшӗн (Михатайкин), пуяс, пурнӑҫа ытлӑ-ҫитлӗ тӑвас хавал хапсӑнчӑклӑхпа шӑварӑнма тытӑннӑ (Крысла, Модест), ку вара этем чунне ҫеҫ мар, общество тӑрӑмне те арката пуҫланӑ.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Самана ҫӗнелет, анчах ун улшӑнӑвӗ ытла та ыратуллӑн, аркатуллӑн пулса пырать.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Пуҫлӑхсемпе вӗсене итлекенсем хушшинчи чикӗсем ҫухала пуҫланӑ.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Упӑшкипе арӑмӗ хушшинчи килӗшӳ йӑшнӑ, пӗр сӑмах тупасси йывӑрлансах кайнӑ.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ҫемьери пӗрлӗх арканнӑ, ӗмӗртен тӗнче йӗркине тытса пыракан килпет ҫине ал хунӑ пилсӗр самана хушши.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Вӑрмансене тирпейсӗррӗн касса пӗтернӗ, малашлӑх ҫинчен ним шухӑшламасӑр тустарнӑ ҫут ҫанталӑка.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
«Шыв типнӗ» тениех символла пӗлтерӗшлӗ.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
70-мӗш ҫулсенче пурнӑҫа философиллӗ енчен хакласси публицистикӑллӑ хайлавсенче те вӑй илет.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ӑна герой чунӗнчи вӑйтармӑш эмоци хевтипе шайлаштарать.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Час-часах ҫырса кӑтартнин (описанин) мелне кӑмӑллать вӑл, унпа типлӑ сӑнарсем, типлӑ лару-тӑру хайлать.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ҫак хирӗҫ тӑру пулмасан писателӗн повеҫӗ повесть пулма та пӑрахать.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Хайхи, автор калавҫӑн сӑмахӗ хӑйшӗн кирлӗ илӗртӳлӗх тупать.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Емельянов та кашни повеҫре тӗрлӗ енсем хире-хирӗҫ тӑччӑр, пӗр-пӗринпе тавлашуллӑ пулччӑр, пӗр-пӗрне йӗкӗлте-йӗкӗлте аталантарччӑр тесе тӑрӑшать.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Апла-тӑк кунта повествовани те Тӑхтиннинчен расна хаваллӑн хӑрталанать, урӑх вут-хӗмпе пурӑнать вӑл.