Çĕннисем
Дмитрий Александровича пурте тенӗ пекех турӑ вырӑнне хураҫҫӗ, ун пирки ҫынсем апла-капла шухӑшлама та пултарайманни, тӗрӗсрех, шухӑшлама та хатӗр марри тӗлӗнтерчӗ те, савӑнтарчӗ те…
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ларисӑпа ӗҫ ҫинчен кӑна лӑпкӑн та ӑшшӑн калаҫрӗ, ӑнлантарчӗ, ыйткаларӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Айхалин хӑйне ҫӗркаҫ ним те пулса иртмен пекех тыткаларӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Тепӗр ирхине Лариса малалла мӗн пулать-ха, ӑна куҫран мӗнле пӑхмалла-ха тесе куляннӑччӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Айхалин ҫавӑн чухнехи пек ӑшшӑн каланине хӗр урӑх астумасть…
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫавӑн хыҫҫӑн председатель ӑна хӑйпе пӗрле лартса ҫӳреме тытӑнчӗ, пӗррехинче Сӑр вӑрманӗнчи утарта тӗттӗмленичченех пыл квасӗ ӗҫкелесе ларсан: «Кӗҫӗр кунтах ҫывӑрӑпӑр, шофер кантӑр, хамӑр та…» — терӗ вӑл ӑшшӑн.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Комсомолецсен отчетпа суйлав пухӑвӗнче те Айхалин ӑна ҫавӑншӑнах ырларӗ, комитет секретарьне суйлама сӗнчӗ…
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫакӑ ӑна колхоза килнӗ ҫулхинех «агроном службине лайӑх йӗркеленӗшӗн, комсомолецсемпе ҫамрӑксен пуҫарулӑхне ӳстерсе пынӑшӑн» ВЛКСМ райкомӗн Хисеп грамотине илме кансӗрлемерӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Тӗрӗссипе, агроном та мар вӑл — председатель хушнисене туса пыракан ҫамрӑк хӗр.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Итлемелле те ыйтмалла, хушнисене тумалла кӑна.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ларисӑн нимскер пуҫ ватмалли-шутламалли те ҫук.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ларисӑна вӑл малтанхи кунах ҫапла каларӗ: «Эсир мана итлесе ӗҫлӗр, эпӗ каланине тӑвӑр — вара лайӑх агрономах пулса тӑратӑр».
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ун ҫинчен республикипех пӗлеҫҫӗ, Ленин орденӗ илсен, сӑнӳкерчӗкне хаҫатра пичетлерӗҫ, техникумра та вӑл ертсе пыракан колхоз кӑтартӑвӗсене ыр тӗслӗх вырӑнне иле-иле кӑтартаҫҫӗ…
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Вӑрнарти ялхуҫалӑх техникумӗ пӗтерсе «Шуҫӑма» пырсан, Лариса малтан питӗ шикленнӗччӗ: Айхалина тивӗҫтермелӗхех ӗҫлеме пултарӗ-ши?
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Унпа вӑрттӑн-улаххӑн тӗл пулкалани те ҫитет.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Айхалина, Дмитрий Александровича, ҫемйине аркаттарса качча тухаймӗ ӗнтӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫавӑнпа, тен, Валерий те кирлӗ пулӗ-ха.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Теприсем пек качча каяс вӑхӑта «ҫывӑрса» ирттересшӗн мар Лариса, юрату тутине чылайранпа пӗлекенскер…
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Унччен инструктор хӑй ҫеҫ ӑна юратса пурӑнтӑр.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Лариса, паллах, йӗкӗт туйӑмне шута илӗ, кун пирки шухӑшласа ҫӳрӗ, ҫав хушӑрах ытти йӗкӗтсене те сӑнама пӑрахмӗ — унран тивӗҫлӗреххи тупӑнмасан вара Валерий юратӑвне аса илме те юрать.