Çĕннисем
Ҫуркунне калчасем ӳсме тытӑнсанах культурӑсене азотпа, микроэлементсемпе икӗ хутчен апатлантараҫҫӗ.
Ҫӗр улми лартаҫҫӗ // Елчӗк ен. https://yaltch.cap.ru/news/2024/05/24/r-ulmi-larta
Ҫурла уйӑхӗнче те калчасем ешӗл ҫитӗнсен пысӑк тухӑҫ алла илес шанӑҫ пысӑк, сарӑхсан вара хирте фитофтора чирӗ алхаснине, авӑр ҫитӗнме пӑрахнине систерет.
Ҫӗр улми лартаҫҫӗ // Елчӗк ен. https://yaltch.cap.ru/news/2024/05/24/r-ulmi-larta
Унсӑр пуҫне, сӑтӑрҫӑсемпе тӗрлӗрен чир-чӗртен хӑтӑлас тесен ҫӗр улми авӑрне ҫу каҫиччен 3-4 хутчен фунгицидпа сапаҫҫӗ.
Ҫӗр улми лартаҫҫӗ // Елчӗк ен. https://yaltch.cap.ru/news/2024/05/24/r-ulmi-larta
Ҫум курӑк таврашӗ тымарти нӳрӗке туртса ан тӑтӑр тесе шӑтса тухиччен тата шӑтса тухнӑ хыҫҫӑн гербицид сапаҫҫӗ.
Ҫӗр улми лартаҫҫӗ // Елчӗк ен. https://yaltch.cap.ru/news/2024/05/24/r-ulmi-larta
Вӑрлӑха тӑпрана варӑнтариччен колорадо нӑрринчен, проволочникран тата темиҫе чиртен сыхласа им-ҫампа варӑнтараҫҫӗ.
Ҫӗр улми лартаҫҫӗ // Елчӗк ен. https://yaltch.cap.ru/news/2024/05/24/r-ulmi-larta
Юрий Галкин ӗҫ тӑвакан директор расна лаптӑксенчи вӑрлӑхлӑх ҫӗр улмие ҫитӗнтересси яваплӑран та яваплӑ ӗҫ шутланнине палӑртать.
Ҫӗр улми лартаҫҫӗ // Елчӗк ен. https://yaltch.cap.ru/news/2024/05/24/r-ulmi-larta
Тӗслӗхрен, «Гала», «Гулливер», «Самба», «Метеор», «Ривьера», «Краса Мещеры», «Пламя», «Ред Скарлет».
Ҫӗр улми лартаҫҫӗ // Елчӗк ен. https://yaltch.cap.ru/news/2024/05/24/r-ulmi-larta
Вӗсен сорчӗсем те тӗрлӗрен.
Ҫӗр улми лартаҫҫӗ // Елчӗк ен. https://yaltch.cap.ru/news/2024/05/24/r-ulmi-larta
Кунти пӗтӗм ӗҫе наука хушнӑ пек йӗркелеҫҫӗ, ҫӗр улмие шӑваракан лаптӑксенче ҫитӗнтереҫҫӗ.
Ҫӗр улми лартаҫҫӗ // Елчӗк ен. https://yaltch.cap.ru/news/2024/05/24/r-ulmi-larta
Ытти пӗтӗмпех — вӑрлӑхлӑх лаптӑк.
Ҫӗр улми лартаҫҫӗ // Елчӗк ен. https://yaltch.cap.ru/news/2024/05/24/r-ulmi-larta
Ӗнерхи кун тӗлне илсен кунта апат-ҫимӗҫре усӑ курмалли «иккӗмӗш ҫӑкӑра» 60 гектар ҫинче лартнӑ.
Ҫӗр улми лартаҫҫӗ // Елчӗк ен. https://yaltch.cap.ru/news/2024/05/24/r-ulmi-larta
Чи пысӑк лаптӑк — 220 гектар, яланхиллех «АСК-Яльчики» ОООра.
Ҫӗр улми лартаҫҫӗ // Елчӗк ен. https://yaltch.cap.ru/news/2024/05/24/r-ulmi-larta
Округри уй-хирсенче кӑҫал ҫӗр улми лаптӑкӗ 378 гектар йышӑнмалла.
Ҫӗр улми лартаҫҫӗ // Елчӗк ен. https://yaltch.cap.ru/news/2024/05/24/r-ulmi-larta
Ӑна пурнӑҫласан Чӑваш Енре ҫӑмарта иртнӗ ҫулхисенчен нумайрах пулмалла, ҫапла вара унӑн хакӗ те йӳнелмелле.
Сармантейӗн сар чӑххин ҫӑмарти мӗншӗн хаклӑ-ши? // Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ. https://shemur.cap.ru/news/2024/01/30/sa ... n-hakl-shi
Чулхуларан килнӗ ҫӗнӗ хуҫа производствӑна модернизацилесе пысӑклатма тӗллев лартнӑ.
Сармантейӗн сар чӑххин ҫӑмарти мӗншӗн хаклӑ-ши? // Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ. https://shemur.cap.ru/news/2024/01/30/sa ... n-hakl-shi
Чӑхсем кӑҫалхи март-апрель уйӑхӗсенче ҫӑмарта тума пуҫламалла.
Сармантейӗн сар чӑххин ҫӑмарти мӗншӗн хаклӑ-ши? // Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ. https://shemur.cap.ru/news/2024/01/30/sa ... n-hakl-shi
Ҫӗнӗ инвестор ӗҫе йӗркелесе яма пуҫӑннӑ ӗнтӗ, чӗп туянса витесене тултарнӑ.
Сармантейӗн сар чӑххин ҫӑмарти мӗншӗн хаклӑ-ши? // Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ. https://shemur.cap.ru/news/2024/01/30/sa ... n-hakl-shi
Кунта инвестор улшӑннӑ, фабрика хупӑнас патнех ҫитнӗ.
Сармантейӗн сар чӑххин ҫӑмарти мӗншӗн хаклӑ-ши? // Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ. https://shemur.cap.ru/news/2024/01/30/sa ... n-hakl-shi
Республика иртнӗ ҫул ҫӑмарта сахалрах илме пуҫланин сӑлтавӗ Канашри ӑратлӑ кайӑк-кӗшӗк фабрикипе ҫыхӑннӑ.
Сармантейӗн сар чӑххин ҫӑмарти мӗншӗн хаклӑ-ши? // Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ. https://shemur.cap.ru/news/2024/01/30/sa ... n-hakl-shi
Тӑватӑ витере тата 100 пин чӑх ҫӑмарта тума пуҫласан муркашсем производствӑна паянхинчен чылай ӳстерӗҫ.