Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ҫавӑн пекех активлӑ, пур енӗпе те малта пыракан библиотекарьсене централизациленӗ библиотека тытӑмӗн директорӗ Инна Ядрова Хисеп грамотисем парса чысларӗ, малашне те ӑнӑҫлӑн ӗҫлеме, ҫитӗнӳсемпе савӑнтарма сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Библиотекарьсем уявра савӑнчӗҫ // Вера ГОРБУНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%b1%d0%b ... %97%d2%ab/

Округ администрацийӗн культура секторӗн Хисеп грамотине Шурут ял библиотекин библиотекарӗ Ирина Шмелева, Хырхӗрри ял библиотекин библиотекарӗ Марина Коновалова тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Библиотекарьсем уявра савӑнчӗҫ // Вера ГОРБУНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%b1%d0%b ... %97%d2%ab/

Рушания Зинатуллинана, Гульнара Зариповӑна, Геннадий Петрова библиотекӑпа тачӑ ҫыхӑну тытнӑшӑн Тав хучӗсем парса чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Библиотекарьсем уявра савӑнчӗҫ // Вера ГОРБУНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%b1%d0%b ... %97%d2%ab/

Элпуҫ ял библиотекин библиотекарьне Наталия Павловӑна Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн Хисеп грамотипе наградӑларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Библиотекарьсем уявра савӑнчӗҫ // Вера ГОРБУНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%b1%d0%b ... %97%d2%ab/

Пуҫтарӑннисем библиотекарьсене саламласа нумай ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ, ырлӑх-сывлӑхпа пурӑнма, ӗҫре ҫитӗнӳсем тума сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Библиотекарьсем уявра савӑнчӗҫ // Вера ГОРБУНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%b1%d0%b ... %97%d2%ab/

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин библиотекарь ӗҫӗ тӗрлӗ енлӗ пулнине палӑртрӗ, библиотекарьсене вӗсен ырми-канми ӗҫӗшӗн тав турӗ, кӗнекесем парнелерӗ.

Куҫарса пулӑш

Библиотекарьсем уявра савӑнчӗҫ // Вера ГОРБУНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%b1%d0%b ... %97%d2%ab/

Ҫавӑн пекех вӑл библиотекӑн фондне тата та пуянрах тума кӗнекесем парнелерӗ.

Куҫарса пулӑш

Библиотекарьсем уявра савӑнчӗҫ // Вера ГОРБУНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%b1%d0%b ... %97%d2%ab/

ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов библиотека юсав хыҫҫӑн питӗ илемленнине, ҫӗнӗ литературӑпа пуянланнине палӑртрӗ, библиотека паянхи кун ҫынсене хӑй патне илӗртекен, тӗрлӗ енлӗн аталанма пулӑшакан центр пулни ҫинчен каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Библиотекарьсем уявра савӑнчӗҫ // Вера ГОРБУНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%b1%d0%b ... %97%d2%ab/

Вӗсене куракансене кӑтартса парса ҫӳп-ҫапа пӑрахас япаласемпе тепӗр хут та усӑ курма пулни ҫинчен аса илтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Библиотекарьсем уявра савӑнчӗҫ // Вера ГОРБУНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%b1%d0%b ... %97%d2%ab/

Пӗри тепринчен илемлӗрех!

Куҫарса пулӑш

Библиотекарьсем уявра савӑнчӗҫ // Вера ГОРБУНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%b1%d0%b ... %97%d2%ab/

Вӗсем кивӗ хутсенчен, хутаҫсенчен, канфет хучӗсенчен, чипс пакечӗсенчен, фольгаран, пластмасс кӗленчесенчен тата ытти кил таврашӗнче йӑваланса выртакан хатӗрсенчен хӑйнеевӗр тумсем хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Библиотекарьсем уявра савӑнчӗҫ // Вера ГОРБУНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%b1%d0%b ... %97%d2%ab/

Кӑҫал Экологи культурин тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ пулнӑ май библиотекарьсем уява тӗлӗнмелле акципе уҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Библиотекарьсем уявра савӑнчӗҫ // Вера ГОРБУНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%b1%d0%b ... %97%d2%ab/

Унта ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, округ администрацийӗн культура секторӗн заведующийӗ Дарья Грибова, библиотекарьсем, шкул ачисем тата ыттисем те хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Библиотекарьсем уявра савӑнчӗҫ // Вера ГОРБУНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%b1%d0%b ... %97%d2%ab/

Майӑн 27-мӗшӗнче Комсомольскинчи тӗп библиотекӑра ҫак уява халалласа мероприяти иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Библиотекарьсем уявра савӑнчӗҫ // Вера ГОРБУНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%b1%d0%b ... %97%d2%ab/

Вӗсем пыракана кирлӗ кӗнекене тупса панипе ҫеҫ ҫырлахмаҫҫӗ, информаци сечӗсемпе ӗҫлеҫҫӗ, вебсайтсем тӑваҫҫӗ, тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем валли мероприятисем хатӗрлесе ирттереҫҫӗ, округра иртекен уявсенче хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Библиотекарьсем уявра савӑнчӗҫ // Вера ГОРБУНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%b1%d0%b ... %97%d2%ab/

Паянхи библиотекарьсем — анлӑ тавракурӑмлӑ, ҫӗнӗлӗхсемпе тан утакан, пур ҫӗрте те малта пыракан ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

Библиотекарьсем уявра савӑнчӗҫ // Вера ГОРБУНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%b1%d0%b ... %97%d2%ab/

Ҫулсерен май уйӑхӗн вӗҫӗнче эпир библиотекарьсен кунне уявлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Библиотекарьсем уявра савӑнчӗҫ // Вера ГОРБУНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%b1%d0%b ... %97%d2%ab/

Минзаит ЗАЙНУЛЛИН, округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑваканӗ.

Куҫарса пулӑш

Ака ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ // Минзаит ЗАЙНУЛЛИН. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%b0%d0%b ... b%d3%97-2/

Хальлӗхе 390 гектар ҫинче ӑна лартнӑ, ҫав шутра «Комсомольские овощи» агрофирма — 110 гектар, «Слава картофелю» агрофирма — 100 гектар, «Рассвет» ЯХПК — 80 гектар, «Дружба» ЯХПК — 50 гектар, Самаринӑн фермер хуҫалӑхӗ — 50 гектар.

Куҫарса пулӑш

Ака ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ // Минзаит ЗАЙНУЛЛИН. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%b0%d0%b ... b%d3%97-2/

Ҫӗрулми анисенче те ӗҫ вӗрет.

Куҫарса пулӑш

Ака ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ // Минзаит ЗАЙНУЛЛИН. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%b0%d0%b ... b%d3%97-2/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех