Кӗскисем
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн указӗпе уйрӑм кил-ҫурта «кӑвак ҫулӑм» кӗртме, газ оборудованине туянма инвалидсемпе инвалид ача пур, нумай ачаллӑ ҫемьесене, пӗчӗк тупӑшлисене, «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнисене, тыл ӗҫченӗсене, вӑрҫӑ ачисене, Донецкпа Луганск Халӑх Республикисенче ятарлӑ операцисене хутшӑннисене компенсаци параҫҫӗ.
Газ кӗртме пулӑшаҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/gaz-kertme-pulashacce.html
Вӗсем Владимир Петровичпа перрон ҫинче мӗнле сывпуллашнине эпӗ купе чӳречинчен курса тӑтӑм: поезд тапранса кайма пуҫласан Люся Владимир Петрович еннелле туртӑнчӗ, унӑн икӗ аллине те ярса тытрӗ, анчах лешӗ темӗнле хурлӑхлӑн кулса илчӗ те хӗрӗн сылтӑм аллине кӑна тытса чӑмӑртарӗ, унӑн сулахай аллинчи ҫӗпӗр чечекӗсен ҫыххине илме те астумарӗ…
I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Кадет-вӗренекенсене Комсомольски округӗн депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн директорӗ Евгений Савельев, «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ Валерий Денисов, Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче службӑра пулнисен ветерансен совечӗн членӗсем тата ыттисем те саламланӑ.
Виҫҫӗмӗш хут иртнӗ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d0%b2%d0%b ... %bd%d3%97/
Пирӗн шутла, вӑрттӑн ӗҫлекен сӑмах майлашӑвӗ те йышӑннӑ терминтан ӑнӑҫсӑртарах: причастипе вӗҫленнӗрен тата икӗ сӑмах майлашӑвӗнчен пулнӑран унпа калаҫнӑ е ҫырнӑ чухне пур чухне те ҫӑмӑллӑн усӑ курма май ҫук, ҫитменнине тата вӑл предложение стиль тӗлӗшӗнчен тумхахлӑ тӑвать (асӑрхӑр: «Вӑрттӑн ӗҫлекенсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫленӗ).
1 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Вӑл налуксем халӑха ҫутта кӑларакан вырӑнсем валли, сывлӑхсене астӑвакансем валли тата ытти усӑллӑ учрежденисем валли кирлӗ, ҫавӑнпа пур ӗҫпе тӑрӑшса пурӑнакан ҫынсен Канаш ирӗкне итлесе налука, хӑйсем тӳленисӗр пуҫне, тата ыттисем тӳленине астӑвас пулать; кам тӳлеме тивеҫлӗ ҫинченех налукран пӑрӑнать пулсан, ӑна тӳлеттерме тӑрӑшма пулать.
Финанс налукӗ ҫинчен каламалли тезиссем // Облаҫри парти комитечӗн агитаципе пропаганда пайӗ. Пирӗн юлташ. - 1922. - август—сентябрь. — 1–2№ — 17–18 с.
Ирӗшлӗ-хывӑхлӑ, сӑсӑллӑ, мӑянлӑ ҫӑкӑр, шӗшкӗ кӑчки пашалӑвӗ, «Сталин икерчи», ҫӗрӗк ҫӗрулми, йӗлме хуппи, ҫуркунне-ҫулла серте-пултӑрантан пӗҫернӗ симӗс апат-яшка, майра, качака, пир, пултӑран кӗпҫи, кӑмӑслӑх, кашкӑр ути — акӑ мӗн ҫисе ӳсрӗҫ (хӑшӗ-пӗри выҫӑпа та шыҫрӗ) кипкери, амӑшӗн кӗпи аркинчен ҫакланса ҫӳрекен е тяптяп ҫулӗсенчи вӑрҫӑ ачисем.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Чылай колхозсенче уйрӑм ҫынсем обществӑлла усӑллӑ ӗҫе хутшӑнасшӑн мар. Вӗсем таса чунлӑ колхозниксен шучӗпе пурӑнасшӑн. Ҫав вӑхӑтрах колхоз паракан ҫӑмӑллӑхсемпе туллин усӑ кураҫҫӗ. Хӑйсем вара колхоз ӗҫне хутшӑнмаҫҫӗ, ун вырӑнне спекуляци тӑваҫҫӗ, вӑрлаҫҫӗ, ханша туса сутаҫҫӗ тата ытти те..», - пӗлтерет мӗнпур халӑхсен ашшӗне Сталин юлташа.
"Общество приговорӗн" хӗн-хурӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51522-obsh ... -kh-n-khur
Пуҫтарӑннисене уяв ячӗпе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Смирнов, СССР халӑх учителӗ, вӑрҫӑ ветеранӗ Петр Чернов, шкул директорӗ Петр Кузнецов, салтак арӑмӗ Серафима Смирнова саламланӑ.
Тавах сире, мухтавлӑ паттӑрсем // В.КИРИЛЛОВА, З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11
Мӗнех, вутта вутпа та сӳнтереҫҫӗ: вӑл чӑтӑмсӑррӑн кабинӑран пакет илет, унтан пӗр эрех кӗленчине кӑларать, ҫиелти хутне ҫуркаласа, тутин пластик пӑккине шӑлӗпе ҫырткаласа, панклаттарса туртса кӑларать те пӗрик сыпкӑм лӑнкӑрт-лӑнкӑрт тӑвать, эхлетсе илет, вара кӗленчине питӗркеленӗ пек туса, ӑна пакета тавӑрса, пакетне малтанхи вырӑнах хурать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Бал-маскарадпа тата хапхи умӗнче мӗн илтнипе-курнипе хыпӑннӑран, вӑраха пынӑ варшӑну вӗҫленнипе тивех лашш! шӗлтӗркесе, ял ҫийӗн тӑлӑх хуракӑшла вӑйӑн та вӑйӑн вӗҫсе хӑпаракан пӗччен хуткупӑс сассине кӑшт тӑнлакаласа тӑчӗ те Дина, яланлӑхах тем ҫӗтернӗн те тем туяннӑн хашш сывласа ярса, картишне кӗрсе, хапха питӗр кӗҫне-кӗлине шалтӑрт тӗкрӗ…
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Акимов ун ҫине темле йӗрӗнсе-тарӑхса пӑхрӗ, — халь те астӑвать хӗрарӑм ун пит-куҫӗ йӳҫӗ панулми ҫинӗ чухнехи пек туртӑнса илнине, — вара пуҫлӑх ӑна тӗпчеме тытӑнчӗ: ӑҫта ӗҫлет те мӗн тӑвать, ку ҫурт йӗри-тавра кам чусран шӑна кӗмелле мар карта тыттарчӗ; камсем ҫӳреҫҫӗ кунта каҫсерен, мӗн тума килеҫҫӗ, епле усӑ кураҫҫӗ унпа стройкӑра тата ытти те.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Член Военного Совета гв. генерал-майор Васильев» Мӗншӗн-ха Ҫар Совечӗ Сергеева, Биткулова тата Прончева Герой ятне паман; Ман шутпа, пысӑк званиллӗ офицерсемпе генералсем 19 ҫулхи виҫӗ ҫамрӑк плацдарма пӗр талӑк ҫурӑ алӑран яманнине, тӑшманӑн 4 контратакине сирсе янине, хӑйсем вара виҫҫӗшӗ те чӗрӗ юлнине, пӗри те аманманнине ӗненме пултарайман.
Вун тӑхӑр ҫулхи каччӑсене герой ятне памалла пулнӑ // Василий ЛАПИН. https://kanashen.ru/2024/09/20/%d0%b2%d1 ... %bc%d0%b0/
Кӑҫалхи тӗллевсен шутӗнче – халӑхсен илемлӗ пултарулӑх маҫтӑрӗсен Ремесласен центрне уҫасси (реестр тӑрӑх 413 маҫтӑр), мигрантсен культура адаптацийӗпе ӗҫлесси (хӑйсене йӗркеллӗ те тӗрӗс тытма пӗлччӗр тесе мигрантсене ҫӗршывра пурӑнакан халӑхсен культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарасси) тата культура отрасльне ҫамрӑк кадрсемпе тивӗҫтересси.
Культура министерствин коллегине хӑнасем Раҫҫейӗн 81 регионӗнчен килсе ҫитнӗ // Ирина Трифонова. https://suvargazeta.ru/news/tema-dnya/ku ... kilse-citn
Анчах ҫынна ҫын хӗснипе, пусмӑрланипе, улталанипе, ҫӗршывӑн тулашри тата шалти тӑшманӗсемпе кӗрешме те, хӑвна «тӑп-тӑп тытса» активлӑ пурӑнма та сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен моральпе ҫеҫ авӑрланни ҫителӗксӗр (ку тӗлелле те «коммунизм тӑваканӑн мораль кодексне» системӑласа, «пӗҫерсе кӑларма» ӗлкӗрейменччӗ-ха) — чӗрӗ, ырӑ тӗслӗхсем (идеалсем) те кирлӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Грек, латин чӗлхисенчен юлнӑ префикссен шучӗ кӑтартнӑ тӗслӗхсемпе пӗтмест: латинла де- (дефект, деривация, деформация, дегенерация, ре- (рецензия, реакция, реакционер) префикссем те пулнӑ сӑмахсене те илсе кӑтартма пулӗччӗ, анчах вӗсем вырӑсла сӑмахсем умне ларни асӑрханмасть-ха, апла пулсан, чӑвашла ҫӗнӗ сӑмахсем тӑвас вӑйӗ те уҫҫӑн курӑнмасть.
Чӗлхемӗрӗн малашлӑхӗ унӑн паянхи пуянлӑхӗнчен килет // М. Р. Федотов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 6–21 с.
Кунта Чӑнлӑ район администраци пуҫлӑхӗ В.П.Бабайкин, Чӑваш Республикинчи Шӑмӑршӑ район пуҫлӑхӗ С.А.Галкин, Тӗнче кубокӗн ҫӗнтерӳҫи, Европа чемпионӗ,тава тивӗҫлӗ спорт маҫтӑрӗ М.Е.Елизарьев, Ульяновск облаҫӗнчи кӗрешӳ федерацийӗн ертӳҫи ҫумӗ А.В.Федоров, Ульяновскри СОБР командирӗ Л.А.Елизаров полковник, А.В.Сидоров адвокат тата ыттисем пурччӗ.
Майрабеевсен 15-мӗш турнирӗ // Николай Ларионов. https://chuvash.org/news/40565.html
Мероприяти участникӗсем умӗнче Вӑрмар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн заместителӗн — вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ Виктор Павлов, Вӑрмарти афганец-ветерансен канашӗн председателӗ Олег Кузьмин, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Геннадий Егоров тухса калаҫрӗҫ.
Историри паллӑ дата асрах // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12908-istori ... ata-asrakh
Николай Гаврилов Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине тата ҫак вӗрентӳ учрежденинче ӗҫленӗ, вӗреннӗ, Украинӑри ятарлӑ ҫар операцинче пуҫӗсене хунӑ салтаксене асӑнса йӗркеленӗ кӗтес, «Берегиня» музей, Чӑваш Республикин паллӑ ҫыннисен сӑн ӳкерчӗкӗсемпе йӗркеленӗ стендсем ачасемшӗн питӗ кирлине, ҫакӑ вӗсен чунӗнче патриотлӑх туйӑмне ҫуратнине каларӗ.
Патӑрьелӗнче - Раҫҫей Геройӗ // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51740-pat- ... ccej-geroj
Депутатсен район Пухӑвӗн депутатне Станислав Афанасьева, «Мураты» ЯХПК водительне Юрий Васильева, К.Маркс ячӗллӗ хуҫалӑхӑн трактористне Александр Григорьева, ӗнесем сӑвакан операторне Ирина Григорьевана, райадминистрацин йӗркелӳ ӗҫӗсен секторӗн тӗп специалист-экспертне Алина Иванована район администрацийӗн Хисеп грамотипе наградӑларӗҫ.
Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler
Комсомольски вӑтам шкулӗсенче вӗренекен Анастасия Галзанова, Светлана Зайкова, Ева Александрова, Елизавета Дряблова, Иван Гончаровпа Даниил Костригин, Анастасия Лепешкина, Яна Густомесова, Леана Тукаевӑпа Лейсан Шакурова, Элина Тумаланова, Кирилл Соловьев, Дарья Муравьева тата Николай Любимов, Никита Самуков та пӗр мероприятирен те юлмаҫҫӗ.
Ҫитӗнӳсен пухмачӗ ырӑ ӗҫсемпе пуянлантӑр // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d2%ab%d0%b ... %bd%d0%bb/


