Кӗскисем
Унта ҫапла калани пур: «По свидетельству живущих ныне участников обороны, их в Брестскую крепость осенью 1939 года прибыло не менее 800 человек. Шестая рота 125-го стрелкового полка, например, почти вся состояла из уроженцев Чувашии. Немало их было в пятой, седьмой и восьмой ротах, а первая пулеметная (333 полк) на 75 процентов состояла из чувашей».
Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html
Хӑй черечӗпе уҫӑ сассисем те, хупписем те каллех вакрах ушкӑнсем ҫине пайланаҫҫӗ: малти уҫӑ сасӑсем (гласные переднего ряда), кайри уҫӑ сасӑсем (гласные заднего ряда), ҫӳлти уҫӑ сасӑсем (гласные верхнего подъема), аялти уҫӑ сасӑсем (гласные нижнего подъема), хытӑ хупӑ сасӑсем, ҫемҫе хупӑ сасӑсем, вӑрӑм хупӑ сасӑсем, кӗске хупӑ сасӑсем т. ыт. те.
1. Умӗн калани // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.
Хальхинче унӑн Полинӑпа пурӑнса ирттернӗ ҫичӗ тинӗс, ҫичӗ ту леш енчи сакӑлталлӑ-тумхахлӑ, хурашурлӑ, вачаккипе тутли хутӑш пурнӑҫа ҫак касса уҫӑлми вӑрман пек катаран-катаран пуҫласа, пуҫтарса, анчах кукри-макрине сиктерсе, «алласа хӑварса» унӑн тӗп тапхӑрӗсене — «юпаллӑ ҫулӗсене» — те пулин, йӗркепелен уҫӑмлӑх парса, аса тавӑрас килчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ирхи апата пурте пӗрле пухӑнсан, Благий яланхилле ӗнерхи кун мӗнле иртнине, паян мӗн-мӗн тӑвасси ҫинчен кӗскен пӗлтерчӗ: ҫула юр хӳсе тултарнӑ пирки шоферсем кӑнтӑрла иртмесӗр те рейса каяймӗҫ, ҫавӑнпа пурин те паян стройучасток территорине юртан тасатмалла, ҫулсем уҫмалла, ҫенӗксене те хырсах шӑлмалла, урай ҫумалла, каҫхине вара — мунча.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Савӑнӑҫлӑ мероприятие Ульяновск область кӗпӗрнаттӑрӗн ӗҫне вӑхӑтлӑха илсе пыракан Сергей Морозов, Саккунсем кӑларакан Пуху депутачӗсем Владимир Камеко тата Игорь Ананьев, «Единая Россия» партин членӗсем, Чӑнлӑ район пуҫлӑхӗ Х.В. Рамазанов, ҫар ҫыннисем, ҫамрӑксен тӗрлӗ организацийӗсенче тӑракансем, ветерансемпе ял ҫыннисем хутшӑнчӗҫ.
Вӑрҫӑра вилнисене манмаҫҫӗ // Надежда ДАНИЛИНА, Петр РАХМАНОВ. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13
«Вак тата вӑтам предпринимательлӗх» тата «Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт» наци проекчӗсен шайӗнче Чӑваш Енри Экспорт пулӑшӑвӗн центрӗ «АРКТО» холодильникӗсене ют ҫӗршывсен рынокӗсенче реализацилеме сертификациленӗ, предприяти сайтне акӑлчанла куҫарнӑ, 2023 ҫулта ҫуркунне Пӗтӗм тӗнчери IntelFood Azerbaijan куравра хутшӑнассине йӗркеленӗ.
Канашран продукцие ют ҫӗршывсене те ӑсатаҫҫӗ // Канаш ен. http://gazeta1931.ru/chuvashia/12000-kan ... -te-satacc
Савӑнӑҫлӑ мероприятие Ульяновск область кӗпӗрнаттӑрӗн ӗҫне вӑхӑтлӑха илсе пыракан Сергей Морозов, Саккунсем кӑларакан Пуху депутачӗсем Владимир Камеко тата Игорь Ананьев, «Единая Россия» партин членӗсем, Чӑнлӑ район пуҫлӑхӗ Х.В. Рамазанов, ҫар ҫыннисем, ҫамрӑксен тӗрлӗ организацийӗсенче тӑракансем, ветерансемпе ял ҫыннисем хутшӑнчӗҫ.
Вӑрҫӑра вилнисене манмаҫҫӗ // Надежда ДАНИЛИНА, Петр РАХМАНОВ. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13
Чӑваш енӗн Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗ Ольга Петрова, Вӑрмар муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн должноҫне йышӑнмалли кандидатсене суйласа илме хутшӑннӑскер, район администрацийӗн хальхи пуҫлӑхӗ Дмитрий Иванов хӑйӗн кандидатурине тӑратманни ҫинчен пӗлтерчӗ, анчах ҫӗнӗрен суйланнӑ пуҫлӑха пулӑшма хатӗррине палӑртать - ҫапла пулмалла та.
ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen
Вӗрентӳ министерстви сӗнӗвӗпе чӑваш чӗлхине вырӑс чӗлхиллӗ шкулсенче вӗрентмелли программӑсем ҫырать, 7-9-мӗш классем валли вӗренӳ комплекчӗсене хатӗрлесе ҫитерет, «Чӑваш чӗлхин ӳкерчӗклӗ словарӗ», «Урокри телекоммуникаци технологийӗ» кӗнекесем, «И.Я. Яковлев – чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ» видеопрезентаци учительсем патне ҫитеҫҫӗ.
Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/
ЧР Цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗпе пӗрле массӑллӑ информаци хатӗрӗсем, Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫ тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен пресс-службисем валли видеоконференци мелӗпе «Пӗрле террора хирӗҫ» ятпа вӗрентӳ семинарӗ ирттерчӗҫ.
Семинар иртрӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12634-seminar-irtr
«1969 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗ — манӑн пурнӑҫри чи паллӑ пулӑм. Эпӗ шкула кайрӑм. Унтанпа 55 ҫул иртрӗ. Ҫак кӗрхи илемлӗ кун Сире, Клавдия Алексеевна, пире мӗнпур ыррине панӑшӑн, вулама-ҫырма вӗрентнӗшӗн ӑшӑ сӑмахсем каласа, чун-чӗререн тав сӑмахӗсене пӗлтерес тетӗп. Тавтапуҫ сире юратӑвӑршӑн, чӑтӑмлӑхӑршӑн, ӗҫӗре чунтан парӑннӑшӑн!», — терӗ вӑл.
Пӗрремӗш вӗрентекене хисеплесе // Ҫӗпрел районӗ. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... -xiseplese
«Эпӗ сире пурнӑҫра ҫӑмӑл ҫулпа утма сӗнместӗп. Йывӑрлӑхсем ҫынна вӑйлатаҫҫӗ, кӑмӑл-туйӑма ҫирӗплетеҫҫӗ кӑна, — терӗ РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗме вӗренӗве ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ ятпа саламланӑ май. — Диплом илни ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫланнине пӗлтерет. Сирӗн кашнин пысӑк ӗмӗт пур. Паянхи ӗҫе нихӑҫан та ырана ан хӑварӑр».
Чи лайӑххисем // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Ҫапах ун чухне те, сӑмахран, Крапивина большевиксемпе явӑҫтарнӑ Кузюков, халӗ парти обкомӗн секретарӗнче ӗҫлекенскер, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче Никифоровпа пӗрле вӗреннӗскер, Петр Никифорович тӳрӗ те таса ҫын иккенне ҫирӗп ӗненетчӗ, тӗн хура халӑхшӑн сиенлӗ иккенне курса, хӑй йӑнӑшнине туйса илетех вӑл, вара пӑрахатех ҫав путсӗр ӗҫе тетчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫав хушӑрах ку чипер хӗрарӑмӑн хӑйне майлӑ тӗлӗнтермӗш пур, ҫакӑншӑн вӑл хӑйне хӑй мӗн чухлӗ тиркемест пуль, пӗрех хайхи тӗлӗнтермӗш йӑлана пӑрахаймасть: йӗркеллӗ, килӗшӳллӗ, ӑслӑ-тӑнлӑ арҫын ӑна асӑрхасах каймасан, чунне тем ҫитмест пек туйӑнать, вӑрттӑн тарӑхать ҫав арҫынна, унра кӑлтӑк хыҫҫӑн кӑлтӑк шыраса тупать, ҫынсем умӗнчех тиркет.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ҫав вӑхӑтрах пӗр пек положенире (условире, позицире) определени пулакан сӑмахах камӑнлӑх падежӗнче мар, -ри/-ти/-чи сегмента йышӑнтарса каланӑ: Ленин ячӗпе хисепленекен колхозри ферма заведующийӗ, хими заводӗнчи рабочи, чӑлхапа трикотаж фабрикинчи вязальщица, электромеханика заводӗнчи фрезеровщик, «Сура» предприятири тракторист т. ыт. те.
Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.
Пуҫтарӑннисене ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, республикӑн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров, РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаков, Алла Салаева, Николай Владимиров сенатор, Ульяновск облаҫӗн кӗпӗрнатӑрӗ Алексей Русских, Мускав мэрӗн ҫумӗ Александр Горбенко саламланӑ, Акатуй чӑваш халӑхӗшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ уяв пулнине палӑртнӑ.
Мускавра Акатуй иртнӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/06/18/%d0%bc%d1%8 ... %bd%d3%97/
Мари Элти Тури Ҫармӑс районӗн централизациленӗ клуб тытӑмӗн методисчӗ Тамара Петрова ентешӗмӗрӗн ҫармӑс халӑхӗн ӑс-хакӑл культурине тӗпчес тӗлӗшпе тунӑ ҫитӗнӗвӗсене палӑртрӗ, Николай Пантелеймонов ҫывӑх тӑванӗпе курнӑҫнӑ самантсене аса илчӗ, Виталий Станьял ӑсчах Никольский пирки: «Вӑл Купӑрлян тӗнче умӗнчи чысӗ тата мухтавӗ», — терӗ.
Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Укахви турткаланса тӑмасть — вӑл хӑех пӗлет ӑшӑ ыйхӑпа рехетленсе выртасси кахал йӑли иккенне, тата хальхи вӑхӑтра — нимӗҫ фашисчӗсемпе хаяр вӑрҫӑ пынӑ тапхӑрта, вӑрҫӑ хирӗнчи тантӑшсем-салтаксем чӑлӑм куҫ хупмасӑр тӑхлан ҫумӑр айӗнче выртнӑ чух — ӑшӑ пӳртре ҫемҫе вырӑн ҫинче ҫывӑрни те ҫут тӗнче умӗнче тем айӑп тунӑн тупӑнтарса тӑрать.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Халӑхпа тӗл пулса калаҫмалли темӑсем ҫаксем пулчӗҫ: ЧР 2016 ҫулхи бюджет политикин тӗп ҫул-йӗрӗсем, экономика аталанӑвне тата халӑх пурнӑҫӗн шайне лайӑхлатассипе йышӑнакан мерисем ҫинчен; ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче Чӑваш Енри ачасемпе ҫамрӑксен ӗҫпе канӑвне йӗркелесси; 2016 ҫулхи ҫурхи-ҫуллахи тапхӑрсенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтересси.
Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21
Халӑх тӗрев пани тӑшмана хӑвӑртрах ҫӗнтерме хавхалантарать, - терӗ Тутар Тимешӗнче ҫуралса ӳснӗ ятарлӑ ҫар операцин участникӗ, мотострелоксен 1251 полкӗн командирӗн пӗрремӗш заместителӗ - штаб начальникӗ Руслан Валиуллин подполковник муниципалитет пуҫлӑхне Рудольф Селиванова ҫар операцине хутшӑнакансене тимлӗх уйӑрнӑшӑн ӑшшӑн тав туса.
Пӗрлехи вӑйпа Ҫӗнтерӳ пулатех! // Ольга БЕЛЬДЕКОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51746-p-rl ... r-pulatekh


