Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Кӗскисем

Нимӗнле отрасль терминологийӗпе те ҫыхӑнман кулленхи пуплев сӑмахӗсем 30 ытла: айран, аппетит, аргамак, бадья, базар, балык, барбос, безводье, вездождье, безрыбье, берлога, бечевка, блеяние, борзый («хӑвӑрт чупакан лаша» тесе куҫарнӑ ҫак паллӑ ятне!), брынза, бугай, букет, бурда, буренушка, буханка т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Конференцире Михаил Игнатьев Чӑваш Ен хутлӑхӗнче мӗн авалтан тӗрлӗ халӑх /128 наци, 8 этнос/ представителӗсем туслӑн, килӗштерсе пурӑннине, вӗсен ӗмӗртен-ӗмӗре упранакан культури туристсене илӗртмелли чӑн пуянлӑх пулнине, унпа хальхи вӑхӑтра республикӑна инвестицисем илсе килме май пуррине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ҫӗршыва юратма, аваллӑха пӗлме, халӑхпа мӑнаҫланма // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Слюсарев, хаҫата илсе, васкамасӑр сасӑпа вуларӗ: «Если бы народное творчество революционных классов не создало Советов, то пролетарская революция была бы в России делом безнадежным, ибо со старым аппаратом пролетариат, несомненно, удержать власти и не мог бы, а нового аппарата сразу создать нельзя…»

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Чӑваш Республикин цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Владимир Степанов, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров тата ытти сумлӑ хӑнасем саламларӗҫ, ҫитӗнӳсем сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Фестиваль ҫӗклерӗ кӑмӑла // Александр ИВАНОВ. https://avangard-21.ru/gazeta/51870-fest ... ler-k-m-la

«Эй, шӑллӑм, шӑллӑм! Мӗн-ма турри ҫав териех ҫилленнӗ-ши пире? Ах, тур, Павлуш, мӗнле сӑмахӑмпа хамӑн хуйхӑма пусарайӑп-ши? Епле тӳссе ирттерӗп-ши тур янӑ асапа? Пӗртен-пӗр хӗрӗме, Люттяна, ӗмӗрлӗхех ҫухатрӑм-ҫке!» — хумханса вуларӗ Павлуш, анчах мӗн пулса иртнине пӗлеймерӗ-ха ҫав тери хӑрушӑ сӑмахсенчен.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Иккӗмӗшӗнчен, терминсем, тӗрлӗрен терминологи системисем чӗлхе структуринче хӑйне майлӑ уйрӑмлӑхсемпе палӑрса тӑраҫҫӗ: шӑпах кунта ҫынсем чӗлхе аталанӑвне хӑйсен ирӗкӗпе, малтанах палӑртнӑ тӗллевпе хутшӑнма пултараҫҫӗ, ҫапла вара чӗлхе аталанӑвне малалла яма, унӑн системине лайӑхлатма пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Шӑнкӑртам каччипе хӗрӗ иккӗшӗ те ҫак вӗренӳ учрежденийӗнче пӗрремӗш пӗлӳ илнӗ: ҫамрӑкранах спорта кӑмӑллакан Минсеит физкультура, кӗнеке вулама, сӑвӑ ҫырма кӑмӑллакан (паянхи кун та сӑвӑ ҫырать), халӑх йӑли-йӗркипе кӑсӑкланакан Гульчечек (ӳкерчӗкре) вара вырӑс чӗлхипе литературин учительне вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Юсуповсем 70 ҫул хушшинче ҫитменнине ҫитернӗ, ытлашшине каҫарнӑ... // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51087-yusu ... ine-kacarn

Крановщица, комбинезон шӑлаварӗ тӑп тытса тӑракан урипе шак-шак пусса, тимӗр пусма тӑрӑх улӑхрӗ, хӑйӗн кабинине кӗрсе ларчӗ, Миккула аяккарах кайса тӑма хушса, аллипе сӗлтрӗ, пуҫне пӗшкӗртсе куҫпа виҫсе пӑхрӗ те: — Асту, футболист, аяккарах пӑрӑн! — тесе, кабина алӑкне хупнӑ-хупманах пик-пик кӑшкӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирвайхи тӗлпулу // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Вырӑс чӗлхинчи япала ячӗн сӑмах майлашӑвне тума вара хӑйне евӗрлӗ модельсемпе усӑ кураҫҫӗ: 1) тӗп сӑмах иккӗмӗш вырӑнта ҫеҫ мар, пӗрремӗш вырӑнта та пулма пултарать; 2) ӑнлантару сӑмахӗ (определени) ытларах чухне ҫыхӑну паллӑ ятӗнчен, сайрарах падеж форминчи е предлоглӑ япала ятӗнчен, наречирен пулать.

Куҫарса пулӑш

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

— Пӗррехинче Захаров мана: «Авӑр шпагатне шертепе хӑпартма, ҫӳлти шпагатран ҫекӗлпе ҫаклатса яма пӑрахатпӑр, — терӗ. — Шертене ултӑ-ҫичӗ метра ҫӗклесе ҫитерме йывӑр. Ҫиллӗ кунсенче — пушшех. Малашне шпагат вӗҫне ҫӳле механизациленӗ вышкӑпа хӑпартӑпӑр. Ҫӳле хӑпармалли хатӗре ҫак кунсенчех ӑсталӑр».

Куҫарса пулӑш

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсене кӗртнӗ улшӑнусемпе килӗшӳллӗн тата социаллӑ пулӑшу мерисем памалли йӗркене ҫӗнетес тӗллевпе кӑҫалхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнчен Чӑваш Республикин ҫӗнӗ саккунӗсем вӑй илнӗ: 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнчи 89-мӗш саккунӗ асӑннӑ мерӑсене ятран тата кирлӗлӗхе кура пама йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ ӑру хисепре // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Миҫе ҫул пӗрле пурӑнать вӑл Чураппапа, унпа пӗрле мӗн чухлӗ савӑнӑҫлӑ вӑхӑт, мӗн чухлӗ инкеклӗ кун пурӑнса ирттернӗ, иккӗшӗнчен пулнӑ хӗр ачана вун ултта ҫити пӑхса ӳстернӗ, пурнӑҫ юратусӑр та пулман темелле, ҫапах та вӗсем ку таранччен чун-чӗре, шухӑш-кӑмӑл тӗлӗшӗнчен пӗр пек ҫынсем пулса тӑраймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сылтӑм енчи пая тата урӑх паллӑ мар числосем кӗреҫҫӗ пулсан, вӗсен физикӑлла пӗлтерӗшне пӗлес пулать, вӗсем ӗлӗкрех вӗреннӗ мӗнле урӑх величинасемпе ҫыхӑнса тӑнине астуса илес пулать, ҫав ҫыхӑнусене формулӑпа ҫырса кӑтартас пулать; сылтӑм енче паллӑ величинасем ҫеҫ юличченех ҫавӑн пек туса пымалла.

Куҫарса пулӑш

Задачӑсене шутламалли правилӑсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

июлӗн 24-мӗшӗнче – 15.30–21 сехетсенче, июлӗн 25-мӗшӗнче – 6–8 сехетсенче тата 16.10 – 19 сехетсенче, июлӗн 26-мӗшӗнче – 6–8 сехетсенче, 16.10–19 сехетсенче тата 0.20 сехетрен тытӑнса, июлӗн 27-мӗшӗнче – 6–8 сехетсенче, 17.25 – 20.35 сехетсенче, июлӗн 28-мӗшӗнче – 6–8 сехетсенче, 12.45–14.55 сехетсенче тата 2.25 сехетрен тытӑнса.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей чемпионатне йыхравлаҫҫӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Малтанах пӑхсан кунта нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук пек: ҫырла-ҫимӗҫ сӑмах пахчаҫимӗҫ, тымарҫимӗҫ сӑмахсемпе юнашар тӑрса пӗр евӗрлӗрех ӑнлава палӑртать темелле, ҫав вӑхӑтрах ҫырла-ҫимӗҫ тени нихӑш словарьте те тӗл пулмасть, анчах наука тӗпчев институчӗн тӗп словарь картотекинче эпир икӗ тӗслӗх тупрӑмӑр:

Куҫарса пулӑш

Диалект сӑмахӗсемпе усӑ курасси // В. И. Сергеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 108–125 с.

О₁С₁В₁-пе A₁E₁R₁ треугольниксем пӗртан тата О₁С₂В₂-пе А₂E₂R₂ треугольннксем пӗртан; ҫапла вара f₁-пе f₂ вӑйсем тивнисем пӗр-пӗринпе шайланаҫҫӗ, ҫавӑнпа пӗтӗм тивни каллех F₁-пе F₂ вӑйсем тивниех пулса тӑрать, анчах та халь ӗнтӗ вӗсем пӗр точкӑна лекнӗ пӗр тӳрӗ лини тӑрӑх тата пӗр еннелле выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Пӗр-пӗринпе шайлашса тӑракан вӑйсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

М.Игнатьев ачасене профессин вӑтам пӗлӗвне тата хушма пӗлӳ парассипе Чӑваш Ен пухнӑ паха опыта федераци центрӗ, уйрӑммӑн илсен нумаях пулмасть республикӑра пулнӑ Дмитрий Медведев премьер-министр ҫӳлте асӑннӑ колледжа тата унта пурнӑҫа кӗртекен вӗренӳ программисене пысӑка хурса хакланине аса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Вӑл хӳтӗлевҫӗсем валли ӑшӑ ҫӑм чӑлхасем ҫыхать «Муниципалитет округӗнче ырӑ чӗреллӗ ҫынсем пурри савӑнтарать. Вӗсем ҫӗршыв хӳтӗлевҫисемшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ, килтен аякра тӑракансене тимлӗхпе ӑшӑлӑх ҫитерме хутшӑнаҫҫӗ»,- каласа парать Патӑрьелӗнчи халӑха социаллӑ тивӗҫтерӳ паракан центр специалисчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӳтӗлевҫӗсене - ҫӑм чӑлхасем // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/52446-kh-t ... ch-lkhasem

Информаци кунӗн тӗп темисем: юлашки пилӗк ҫулта ҫул-йӗр строительствипе тата обществӑлла территорисене хӑтлӑх кӗртессипе пурнӑҫланӑ ӗҫсем; 2025 ҫулхи мартӑн 1-мӗшӗнчен ҫӗр законодательствине ҫӗр надзорӗ тӗлӗшӗнчен вӑя кӗнӗ ҫӗнӗ улшӑнусем; ҫурхи шыв-шур тапхӑрӗнче ҫынсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси.

Куҫарса пулӑш

Шыв-шур хӑрушсӑрлӑхӗ, ҫул-йӗр строительствипе хӑтлӑх, ҫӗр законодательствинчи улшӑнусем // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/53010-shyv ... ulsh-nusem

Унтан чашка ҫине мӗнле те пулин груз хураҫҫӗ; ҫак грузӑн йывӑрашӗ пластинкӑна цилиндр ҫумне ҫыпӑҫтарса тӑракан вӑйпа пӗртан пулмалла; вара а пластинка цилиндр ҫумӗнчен кӑшт уйӑрӑлмаллах цилиндр ӑшне кӑштах шӗвек яраҫҫӗ, пластинка цилиндр ҫумӗнчен хӑпӑнни ҫийӗнчех цилиндртан шыв юхса тухнипе паллӑ.

Куҫарса пулӑш

III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех