Кӗскисем
Чӑваш ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Мускавра Раҫҫей строительство тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗпе Михаил Меньпе тӗл пулса эконом-класлӑ ҫурт-йӗр ҫӗклес, «Раҫҫей ҫемйи валли ҫурт-йӗр» программӑна пурнӑҫа кӗртес, нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗ юсассипе взноссем пухас, граждансене ҫӗрӗшнӗ ҫурт-йӗртен куҫарас, вӑрҫӑ участникӗсене хваттерсемпе тивӗҫтерес ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Ҫурт-йӗр ыйтӑвӗсемпе // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
РФ КоАПӑн 20.3.3 статйипе килӗшӳллӗн уйрӑм граждансем, ҫавӑн пекех должноҫри ҫынсем пӗтӗм тӗнчери тӑнӑҫлӑхпа хӑрушлӑха сирме пулӑшас тӗллевпе ҫар службине кайма контракт тума чӑрмантарнӑ йышӑнусене РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсене дискредитацилеме янӑ ӗҫсем тесе хаклама, граждансене 30-50 пин тенкӗ, должноҫри ҫынсене 100-200 пин, юридика пӗлтерӗшлисене 300-500 пин тенкӗ таран административлӑ штраф пама пултараҫҫӗ.
Контракт ҫырас шухӑшлисене чӑрмав кӳнӗшӗн саккунпа явап тыттараҫҫӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51797-kont ... -tyttaracc
Михаил Игнатьев республикӑра общество-политика лару-тӑрӑвӗ тӑнӑҫлӑ пулнине аса илтерчӗ, «Пирӗн тӗллев пӗрешкел — тӑван тӑрӑхӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика вӑй-хӑватне аталантарасси, пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатасси, ачасен пуласлӑхӗ тивӗҫлӗ пултӑр тесе тӑрӑшасси. Ҫак тӗллеве ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлас тесен пӗтӗм вӑя пӗрлештермелле: кам хӑш партире тӑнине, кама кӑмӑллани-кӑмӑлламаннине пӑхмасӑр», — терӗ.
Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
Хальхи вырӑс чӗлхинче кунашкал сӑмахсем питӗ нумай: микроавтомобиль, микроанкета, микроархив, микробиблиотека, микробригада, микробус, микробудильник, микровзрыв, микрогород, микродвигатель, микрожизнь, микроигла, микроиздание, микроинфаркт, микрокартина, микромир, микроопрос, микропогода, микропровод, микрорайон, микрорецензия, микросвет, микрочастица, микроформа, микрофильм, микроясли т. ыт. те.
Чӗлхемӗрӗн малашлӑхӗ унӑн паянхи пуянлӑхӗнчен килет // М. Р. Федотов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 6–21 с.
Ольга Емельяновна ФИЛИППОВА, Ямпайӗнче пурӑнакан 72 ҫулти пенсионерка: «Культура ҫуртне уҫнӑ ҫӗре те килтӗмӗр пӗлтӗр. Халӗ те яланах савӑнса ҫӳретӗп кунта, Вова мӑнука илсе ҫӳретӗп. Юмахри пек ӳссе ларчӗ вӑл куҫ умӗнче. Хулари театр пекех пирӗншӗн ку клуб. Тавах пире ҫакӑн пек культура центрне туса панӑшӑн. Илемлӗ, ҫутӑ, ӑшӑ, таса, кунта килес килсе тӑрать. Хамӑн кӳршӗсене те пӗрле пыма чӗнетӗп яланах».
Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken
«Мнейкина Анна Емельяновна, 1905 ҫулта ҫуралнӑ, рядовой колхозница. Партинче тӑмасть, пӗччен пурӑнать. Колхоза 1942 ҫулта кӑна кӗнӗ. Вӑйпитти ҫын пулсан та 1946 ҫулта 59 ӗҫкунӗ, 1947 ҫулта 79 ӗҫкунӗ кӑна тунӑ. 1947 ҫулта ҫур ҫул иртнӗ пулсан та 6,8 ӗҫкунӗ анчах тунӑ. Хальхи вӑхӑтра колхозра пачах ӗҫлемест. Патшалӑх умӗнчи парӑмсене халиччен те пурнӑҫлама пуҫламан. Йӗркене пӑсакан (дезорганизациллӗ) ӗҫ туса пырать».
"Общество приговорӗн" хӗн-хурӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51522-obsh ... -kh-n-khur
Билетсем сутса пухӑннӑ укҫан пысӑк пайне шӑпах ырӑ тӗллеве пурнӑҫлама ячӗҫ те, сцена ҫинчех Хусанти пулӑшу кӗтекен социаллӑ учрежденисене – илтмен тата япӑх илтекен ачасен 6№ шкул-интернатне, тӑлӑх ачасен 11№ шкул-интернатне, «Апрель» реабилитаци центрне, «Гаврош» социаллӑ приюта, Муковисцитозпа чирлӗ ачасен ашшӗ-амӑшӗсен ассоциацине, тӑлӑх тата йывӑр чирсемпе асапланакан ачасене валеҫсе пачӗҫ.
Ачасене — пулӑшу алли // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
Сӑмахран, Элекҫей Тимеш ялӗнчи Павловсен ҫемйинчен тӗрлӗ ҫулсенче ҫемье пуҫӗпе Христофор Тимофеевичпа унӑн виҫӗ ывӑлӗ — Петр, Анатолий, Николай (мӑшӑрӗ Галина), Ӗнелӗнчи Анисимовсен — Алексей Анисимович тата Валерипе Анатолий ывӑлӗсем, Тӳскелӗнчи Петровсен — Николай Сергеевич тата Валерий, Владимир, Юрий ывӑлӗсем, Ҫӗнӗ Пӑвари Мироновсен Василий Петрович тата Георгипе Лев ывӑлӗсем службӑра тӑнӑ.
Пӗрлӗхре — вӑй // Владислав САЗОНОВ-ПИНЕР. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/0 ... a%d0%b9-5/
Ҫавӑн пекех унпа пӗрле района ЧР вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗн заместителӗ Н.Скворцова, ЧР строительство, архитектура тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш заместителӗ В.Максимов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Ю.Зорин, «Единая Россия» партин регионти обществӑлла приемнӑйӗн руководителӗн заместителӗ Л.Пронин, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ А.Аршинова килсе ҫитнӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев – Вӑрмар районӗнче // Э.МИХАЙЛОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2021.08.20, http://gazeta1931.ru/gazeta/8033-ch-vash-respublikin-pu-l-kh-oleg-nikolaev-v-rmar-rajon-nche
Сӑлтавӗсем: 1) ку модель мӗнле сӑмах? ыйтупа ыйтӑнать — ҫапла пулмалла та; 2) кӳртӗм сӑмах ҫырура пирӗн тата «введение» пӗлтерӗшпе ҫӳрет, ҫавна май кӳртӗм сӑмахӗ тени ӑстӑнра «вводное слово» вырӑнне «слово введения» пӗлтерӗш ҫуратма пултарать уйрӑмлӑх чакать; 3) кӳртӗм сӑмахӗ пӗр сыпӑк вӑрӑмрах та — терминологире вара кирлӗ пӗлтерӗше пӗрешкел тӗрӗс палӑртнӑ чухне те кӗскерех вариантне суйлас пулать.
3. Ку чухнехи чӗлхе терминологийӗ. Унӑн пахалӑхне ӳстересси // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.
Илемлӗ литературӑра, ҫавӑн пекех публицистикӑра, обществӑпа политика литературинче ҫӗршывшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫыхӑну ҫулӗсене час-часах артерипе танлаштараҫҫӗ, урӑхла каласан артери сӑмаха куҫӑмлӑ пӗлтерӗшпе (метафорӑлла) усӑ кураҫҫӗ, танл.: Россия центрӗпе индустриллӗ Урал хушшинчи транспорт артерине ун чухне пӗртӑван Каменскисем тата Мешковпа Любимов акционерсем тытнӑ («Чӑваш календарӗ», 1970).
Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.
Ак, 1912 ҫулхи Шупашкар уесӗн карттине пӑхсан Лапсар таврашӗнче Чӑркаш (Чергашъ), Иккӗмӗш Ҫӗньял (Вторые Синьялы, Ассакасси ялӗн пайӗ), Ассакасси (Аса-касы), Ҫатракасси (Сятра-касы), Вӑрманкас (Вурманъ-касы, Хӗрлӗ Ҫыр ялӗн пайӗ), Вӑрманкас (Вурманъ-касы, Шупашкар ҫывӑхӗнчи Вӑрманкас), Хӗрлӗ Ҫыр (Хирлесиръ), Ҫӗньял (Синьялы), Ойкасси (Ой-касы), Пайтерек (Байдеряково, халь Кӳкеҫе кӗрет) ялсем вырнаҫнине куратпӑр.
«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html
Кунта ҫакӑн пек факт пирки асӑрхаттараҫҫӗ: тӗнчере лару-тӑрӑва малалла ҫӑмӑллатассишӗн тӑрӑшма чӗнекен требованисем кӑларса тӑратасси вӑйланса пынӑ вӑхӑтра, халиччен татса паман ыйтусем тӗлӗшпе калаҫусем ирттерни ӑнӑҫлӑ пулассине халӑхсем ытларах шанма пуҫланӑ вӑхӑтра, Даллес тӗнчери лару-тӑрӑва «вӑрҫӑ умӗнхи вӑхӑтри пек» йывӑрлатса тӑрассине идеал вырӑнне, чи лайӑх шухӑш пек кӑларса тӑратать.
Даллес „Лайф“ журнал корреспонденчӗпе калаҫни // Коммунизм ялавӗ. Коммунизм ялавӗ. - 1956. - 14 январь (№ 10). - С. 4.
Пурнӑҫӑн тӗрлӗ тапхӑрӗсем халӑхпа уйрӑм ҫын умне ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ тӗллевсемпе ыйтусем кӑларса тӑратнине шута илсе, кашни ҫын телей курма ҫуралнине, эпир пурте хамӑр турӑ суйласа илнӗ ырӑ та ӑслӑ халӑхӑмӑр ачисем пулнине асра тытса, тӑван халӑха упраса унӑн ятне-сумне мухтава кӑларасси пирӗн кашнин таса тивӗҫӗ пулнине аса илтерсе, хаклӑ ентешӗмсем, эпӗ сире хам шухӑша палӑртса ҫапла чӗнсе калас тетӗп.
Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html
Пӗртен-пӗр ывӑлӗ Микула итлемерӗ ашшӗне: ҫӑмарта хуҫи шутне кӗрсен, кив пӳрте каялла сиктерсе лартрӗ (ӑна вара кайри пӳрт тенӗ), малти пӳрчӗ валли ятарласа ҫармӑс енчен шултра хыр пӗренесем турттарса килчӗ, кайри пӳртпе малти пӳрт хушшине ҫичӗ картлашкаллӑ ҫенӗк умӗ тутарчӗ, икӗ пӳрчӗн никӗсне те кирпӗчпе ҫирӗплетрӗ, тӗренче вырӑнне хӑмапа виттерсе пӳрчӗсен ҫивиттисене ҫиелтен сӑмалапа сӑрлаттарчӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
ЧР Ҫар ӗҫ комиссариачӗн Вӑрмар тата Куславкка районӗсен пай начальникӗ В.Ляшенко кӗскен те уҫӑмлӑн каларӗ: «Совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухни чи малтанах вӗсен ашшӗ-амӑшӗсемшӗн, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисемшӗн чи пысӑк уяв. Вӗсем кӗтнӗ, пурне те кӗтсе илеймен, районта ултӑ ҫамрӑк аякри ҫӗршывра куҫӗсене хупнӑ. Ҫар ретне тӑракан ҫамрӑксем, интернационалист-воинсем сирӗншӗн ырӑ тӗслӗх пулмалла».
Тивĕçе, чыса мала хурса пурнăçланă // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.02.26
Чӑвашстат ертӳҫи Эльвира Максимова пӗлтернӗ тӑрӑх - ҫыравра шута илмелли списокра (ҫу уйӑхӗ тӗлне) 436 ял хуҫалӑх организацийӗ (ҫав шутра предприятисен хушма хуҫалӑхӗсем те), 3674 фермер (уйрӑм пайтаҫӑсемпе пӗрле) тата 238,7 пин уйрӑм хуҫалӑхсем, хуласенчи граждансен суйласа илнӗ 8709 хуҫалӑхӗ (34 пин хушма хуҫалӑхран), граждансен коммерциллӗ мар 746 пӗрлешӗвӗпе вӗсенчи 9780 участок (пӗтӗмӗшле 141,2 пин участокран).
Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02
Кайӑк грипне сарӑлма парас мар тесе ЧР Пуҫлӑхӗн хушӑвӗнче ҫак мерӑсене пурнӑҫлама палӑртнӑ: карантин зонинче транспорт ҫӳрессине чакарма, иртсе ҫӳрекен машинӑсене дезинфекцилеме хушнӑ, пур йышши кайӑка ирӗке кӑларма, чӑх-чӗп пур ытти кил хуҫалӑхӗсене кайма, ҫавӑн пекех кайӑк-кӗшӗке е унтан илекен продукцие, тӗрлӗ инвентарьпе оборудование илсе кӗме те илсе тухма, кайӑк-кӗшӗк сутма чарнӑ тата ытти те.
Туктамӑш ялӗнче карантин туса хунӑ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1833- ... -tusa-khun
Тӗлӗнмелле туйӑм ярса илчӗ Ульянӑна: Сантӑр нихҫан та хӗрарӑм ыйтнипе эрех шырама тухса чупмӗ; Сантӑр нихҫан та Хветке пек хӗрарӑмсене юрасшӑн хыпкаланмӗ; Сантӑр нихҫан та сӑмаха юриех ҫуллантарса, пыллантарса калаҫмӗ; Хветкепе Сантӑр пӗр-пӗринчен ытла та катара; малтан ку аса килмен те, — арҫын йӑпӑлтатни, сӑлтав ҫук ҫӗртех култарма хӑтланни, хӑйне хӑй сцена ҫинчи пек тыткалани ытла килӗшӳсӗр иккен.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
«Хӑш-пӗр транспорт хатӗрӗсен водителӗсем, республикӑри хысна укҫинчен хӑтӑлас тесе, хӑйсен патшалӑх регистраци паллисене пытараҫҫӗ. Кӑҫал асӑннӑ йӗркене пӑснӑшӑн патшалӑх автоинспекцийӗн сотрудникӗсем пысӑк машинӑсен 400 ытла водительне административлӑ яваплӑх тыттарнӑ. Яваплӑха 5 пин тенкӗ штраф виҫепе е 1-3 уйӑхлӑха руль умне лармалли правине ҫухатнипе палӑртаҫҫӗ», - тесе пӗлтернӗ ПР ГИБДД ертӳҫи.
Пушкӑртра регистраци номерӗсене пытарнӑшӑн 400 фурӑн водительне штрафланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... an-3779664


