Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Кӗскисем

Ҫак культурӑна ҫитӗнтерессипе совет саманинче Чӑваш Ен малта пынӑ – ҫӗршыври мӗнпур хӑмлан 95 процентне туса илнӗ, ӑна пысӑк йышпа ют ҫӗршывсене экспорта ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑмла пуҫтаракан комбайн «Айдак» ятлӑ пулӗ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/%D0%90%D1%82%D0% ... ul-3395994

Ним пытармалли те ҫук, хӑш-пӗр чухне эпир, литература теорине пӗле тӑрах, илемлӗ произведенийӗн сюжечӗ, фабули, композицийӗ тата ытти кирлӗ япаласене те манатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Космонавт хӑйпе пӗрле килнӗ ҫынсемпе галерейӑран тухса кайсан, Мухаров кунта нумай тӑрасшӑн пулмарӗ, хавасланса ӳкнӗ тусӗ калаҫнине вӑл ирӗксӗртереххӗн итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑрмар районӗнче паянхи кун 10 ял хуҫалӑх предприятийӗ, 78 хресчен-фермер хуҫалӑхӗ, 2 ял хуҫалӑх потребительство кооперативӗ, 4 ҫемье ферми, 10 541 уйрӑм хушма хуҫалӑх.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

Эпир, писательсем, хамӑрӑн кашни съездрах, кашни пысӑк пухура, статьясенче халӑхпа унӑн чӗлхи ҫинчен, произведенисенчи нациллӗ колорит ҫинчен сӑмах хускататпӑр.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

«Пирӗн патшалӑхсен пӗрлехи анлӑ плансем, экономикӑпа гуманитари сферисенче проектсем туса хатӗрленӗ, нумай ҫул мала тухасса шанатпӑр», - палӑртнӑ Раҫҫей лидерӗ.

Куҫарса пулӑш

Путин Раҫҫейпе КНР пӗрлешӗвӗн анлӑ планӗсем ҫинчен пӗлтернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... rn-3895176

Ҫакна Елчӗк районӗнчи ҫар комиссариачӗ 1946 ҫулхи август уйӑхӗнче СССР Оборона министерствине хыпарсӑр ҫухалнӑ салтаксем ҫинчен ярса панӑ донесенире ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Сухайкасси ял тӑрӑхӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Чи лайӑх муниципаллӑ практика» конкурсра «Хула хуҫалӑхне цифра технологийӗсем кӗртес» номинацире виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑнасем паха опытпа паллашнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%85a%d0 ... 88%d0%bda/

«Мӑшӑрӑмпа эпир пӗр-пӗрне савса, килӗштерсе 32 ҫул пурӑнтӑмӑр. Шел, упраса ҫитереймерӗм, чир уйӑрчӗ пире. Тепле пулсан хама телейлӗ тетӗп», — калаҫӑва вӗҫлерӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Апатланма ларсан сӗтел ҫинче 13 кашӑкчӗ» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Вӗренӳ комитечӗн председателӗн заместителӗ ҫак тытӑмри лару-тӑрӑва лайӑх пӗлет, ҫавна май ӑна ырӑ енне улӑштарас тата йывӑрлӑхсене пӗтерес тӗлӗшпе нумай ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫамрӑклах общество ӗҫне явӑҫнӑ: 1890 ҫулсен пуҫламӑшӗнче ӑна Етӗрне округӗн миравай судйине, Етӗрне тӗрмин директорне, хула библиотекин комитечӗн членне суйланӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Кӑҫал республикӑри Вӑрман хуҫалӑх министерствин пресс-центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, минерализациленӗ ҫӗнӗ лаптӑксене 917 километр туса 10262 километр тасатма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑрт вӑрман хуҫалӑхӗсем нацпроект шайӗнче пушара хирӗҫ минерализациленӗ тӑрӑхсене активлӑ йӗркелеҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/natsi-proekch-se ... le-3771440

Проскрипци — граждансене нимӗнле правасӑр тата закон хӳттисӗр хӑварни, ҫавӑн пек граждансен списокӗсене (проскрипци списокӗсене) пурне те пӗлтерме ҫырса ҫапнӑ.

Куҫарса пулӑш

Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.

Россельхозбанкӑн Чӑваш Енри филиалӗн директорӗ Ирина Письменская Чӑваш Республики сӑра тирпейлесе кӑларассипе ыттисемшӗн чӑнласах та тӗслӗх пулнине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ «Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ» cӑрапа хӑмла фестивальне уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/14/chav ... -msh-festi

Кӗҫтук хӑйӗн тусӗ литература чӗлхи пирки ҫапла хӗрсе тавлашнишӗн савӑнать пулас, ҫапах туйӑмне уҫҫӑн кӑтартмасть, вӑл хӑйӗн савӑнӑҫӗнчен именнӗ пек те туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫавӑнпах Банк мероприятине йӗркелесе ирттерес ӗҫре пулӑшма килӗшнине, «Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ» фестивалӗн генеральнӑй спонсорӗ пулма хапӑл тунине пӗлтернӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ «Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ» cӑрапа хӑмла фестивальне уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/14/chav ... -msh-festi

Кунта Н.Ф.Боровик, В.З.Корж, А.К.Флегентов, В.В.Разумов, С.А.Ковпак, А.Н.Сабуров, С.В.Гришин, А.Ф.Федоров, П.П.Вершигора ертсе пыракан партизансен пӗрлешӗвӗсем палӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен тӳпи пысӑк // А.КАРЛИН. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Эпир хамӑр хутшӑнакансемпе вулакансене, пӗр минутлӑха чарӑнса тӑрса, сывӑ пурнӑҫ йӗрки ҫинчен пӗлтерекен пӗлтерӗшлӗ информацие шута илнӗскерсене, тав тӑватпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ситекпуҫӗнче акци иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/syvl-khl-pur ... tn-3779721

Ҫинукпа Кирюк вырнаҫрӗҫ те: — Ирина Степановна, каҫарӑр, пӑлханнипе сывлӑх сунма та мантӑмӑр. Ыйтӑвӗ ытла кӑткӑс. Сывлӑх сунатпӑр сире, — пуҫларӗ калаҫӑва Ҫинук.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ ҫак шухӑшах РФ Правительство Аппарачӗн информаци технологийӗсен тата ҫыхӑну департаменчӗн директорне Константин Носкова каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсен ярӑмӗ // Сувар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 1 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех