Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Кӗскисем

«Вӑл та пиччӗшӗ пекех вӑрҫӑра пулнӑ, киле такам валли те ҫитмелӗх чун ӑшшипе, темле йывӑрлӑха та ҫӗнмелӗх, темле ӗҫре те вӑй ҫитермелӗх хастарлӑхпа таврӑннӑ», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Аса илтерер: пӗлтӗрхи раштавӑн 8-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ асӑннӑ ҫынсене тӳлев илнӗ чух служба вырӑнӗпе усӑ курса пысӑк виҫепе улталанӑшӑн айӑпланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Алза» ертӳҫисене айӑпланӑ // Н.ДМИТРИЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Хирти Сӗнтӗр ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Евгений Крысов Украина территорийӗнче ҫар тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн «Суворов» медальне тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Медале тивӗҫнӗ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/10/25/%d0%bc%d0%b ... d%d3%97-2/

Виҫӗмкун-ха вӑл, районтан килнӗ пӗр уполномоченнӑй анкартинче ӗҫлекен учительница уринчи ҫӑпатана курнӑ та шкул директорне, ват ҫынна, кӳрентермеллипех кӳрентернӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ку кӑна мар, ялтан тарнӑ хыҫҫӑн вӑл татах вараланма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ, Йӗпреҫре — «Кожтрест» кантурне, Анатриялта кооператив лавккине ҫаратнӑ: хырӑм вӑл хӑйӗннех ыйтать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫуркуннехи уй-хир ӗҫӗсене агротехника йӗркисене ҫирӗп пӑхӑнса пурнӑҫланӑ пулин те кирлӗ вӑхӑтра ҫанталӑк условийӗ ял ҫынни майлӑ пулманни тухӑҫ ҫине витӗм кӳретех.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑт ӗҫе васкатма хистет // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... %b5%d1%82/

Мӗнле сарӑмсӑр, ӑспа виҫмесӗр шухса ӳкернӗ сӑмаха йывӑра илчӗ-ши Лена?? — чун-чӗрипе тӑрмаланса ӳпкелешрӗ вӑл пӳлӗм тӑршшине каллӗ-маллӗ вуншар хут та утса тухнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫакӑншӑн вара кӳршӗри района кайма, канмалли кунсенче тӳрӗ килнӗ чухне, вилене моргран илессине кӗтсе тӑма тӳрӗ килни, ҫакӑ вара хушма тӑкак ыйтни пирки, те калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх пухӑвӗсем пуҫланчӗҫ // Гулия Фаизова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... 1723804895

Пӗлӗт аркине сирсе пӑрахнӑ уйӑх пӗве вӗҫнех куҫса кайнӑ, ҫӑлтӑрсем ҫеҫ паҫӑрхи вырӑнтах куҫ хупмалла выляҫҫӗ, шӗвӗр тӑрӑллӑ чӑрӑшӗсем лӑссисене ӗшенчӗклӗн лӑс уснӑ.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӗпелте, сӗтел кӗтессинче, вӑтӑр патне ҫывхарнӑ арҫын пирус мӑкӑрлантарса ларать, алӑкран кӗрсен, сулахайри кравать ҫинче, тумтирӗпех йӑванса кайнӑ хӗрарӑм выртать.

Куҫарса пулӑш

Хулари хваттер // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑмӑлу пулсан, манӑн чӗкеҫӗм, ыран кимӗпе ярӑнма кайӑпӑр — эпӗ ыран каҫхи сменӑра ӗҫлетӗп — хӑйӑр ҫинче хӗртӗнӗпӗр, Атӑл ҫинче ярӑнса киленӗпӗр, пулӑ тытса килӗпӗр…

Куҫарса пулӑш

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Яр шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ ашшӗ, ҫыра сӑн-питлӗ, ҫилпе кушӑрканӑ, ҫунса тӗксӗмленнӗ ӳтлӗ Мӗкӗте пичче, кутник сакки ҫинче ҫӗнӗ армутирен урай шӑлмалли шӑпӑр майласа ларать.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Ку пӗртанлӑх ҫакна кӑтартать: икӗ япала пӗр-пӗрне ҫавӑн пек тивсен, туяннӑ хӑвӑртлӑхсем массӑсемпе хирӗҫле пропорциллӗ тата ен тӗлӗшӗнчен пӗр-пӗрне хирӗҫле пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Ньютонӑн движени законӗсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Писатель пӗр-пӗр произведенире хӑйӗн шухӑшӗсене, ӑнланӑвӗсене, пӑхавӗсене эмоцилле-эстетикӑлла майсемпе каласа парать, туйӑмсен конкретлӑ формипе кӑтартса парать.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Кунта кок-сагыз вӑрлӑхне кружокра вӗреннӗ пек лакӑмсем туса ал вӗҫҫӗн акаҫҫӗ, кашни лакӑма ик-виҫ грамм суперфосфат хурса, ҫиелтен ҫемҫе ҫӗрӗк тӑприпе витсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Медицинӑ ыйтӑвӗсене ӑнӑҫлӑ татса пама, ял хуҫалӑхне малалла ҫӗклеме кирлине кура, биологи наукисен пӗтӗм комплексне аталантарас енӗпе пысӑк ӳсӗмсем тумалла пулать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Тепӗр машини ҫитни ҫиттӗр пулатчӗ. Эпир (вӗсене самантрах тустарса такаттӑмӑр. Халӗ вырт ӗнтӗ. Вырт. Ӑҫтан пӗлен, тен, ӗмӗрлӗхех ҫапла выртса юлӑн. Никам пӗлмен ҫӗре».

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Ҫинук та ҫав клеткӑсене сиккелесе пӑхрӗ, амӑшӗ савӑнсах кайрӗ Ҫинукӗ тинех хӗр ачасен вӑййине выляма тытӑннине курса, анчах хӗрӗ аллипе сулчӗ те ун патне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ҫав вӑхӑтра Бурнаш сӗтел хушшинчен тухрӗ те хулӑ ҫыххи патне пырса пӗр яштака хуллине алла илчӗ, пиҫӗ-и ку тенӗ пек, ӑна авкаласа пӑхрӗ, вара Эхмемет еннелле ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем хӑйсен ҫулӗ ҫине тухнӑ драгунсен ушкӑнне тӗрлӗ еннелле ҫапса сирпӗтрӗҫ те, ытти салтаксенчен май ҫитнӗ таран пӑрӑнма тӑрӑшса, Атӑл еннелле сиккипе вӗҫтерчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех